Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилкӑпа (тĕпĕ: вилка) more information about the word form can be found here.
Ҫынна панӑ чухне вилкӑпа ҫӗҫҫе, кашӑка авринчен тытса памалла, илекен ҫын та авринчен тытса илме тӑрӑшмалла.

Вилку, нож, ложку держат за ручку и тот, кто подает их и тот, кто берет.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтел хушшинче хӑнасене чи юлашкинчен улма-ҫырла ҫиме сӗнеҫҫӗ, вӗсене валли уйрӑм вилкӑпа ҫӗҫӗ кирлӗ, шаркку турилкки хыҫӗнче вӗсене виҫкӗтес пек туса хунӑ.

Фрукты предлагают в последнюю очередь и для них тоже уже должны быть положены фруктовые вилка и нож, которые находятся за тарелкой для жаркого, вилка слева, нож справа.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вилкӑпа юнашар ҫӗҫӗ хураҫҫӗ.

Для закусок кладут маленькую вилку и нож.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑй ҫав хушӑрах эрехе стакансене ячӗ, омлета вилкӑпа икӗ пая пайласа касрӗ, Воропаева, ӗҫме тата ҫыртма чӗнсе, аллипе сӗлтрӗ.

Наливая вино в стаканчики, разрезая вилкой на две половины омлет и жестом приглашая Воропаева, чтобы тот выпил и закусил.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вилкӑпа ун пек ан хӑлаҫлан, Андрейка, пӑтта сирпӗтсе сӗтел ҫиттине варалатӑн, — палӑртман ачашлӑха пула, хытах мар сасӑпа каларӗ Валентина.

— Не размахивай так вилкой, Андрейка, ты забрызгаешь скатерть, — приглушенным от сдержанной ласки голосом сказала Валентина.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑй пурпӗр нимӗн те палӑртмарӗ, чустана пӗр-пӗр чул катӑкӗ лекнӗ пек ҫеҫ турӗ, ун пекки пулкалать-ҫке-ха, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ытти апат-ҫимӗҫе тӑруках ҫӑвара хыпмарӗ, малтан виҫ-тӑват тӗлтен вилкӑпа чике-чике пӑхрӗ.

Сам и виду не подал, сказал, что это, должно быть, камешек или еще что-нибудь попалось в хлебе — это бывает, знаете ли, — только после этого он никогда ничего не кусал так прямо, а сначала всегда возьмет и потыкает вилкой местах в трех-четырех.

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Джим та ҫапла тума пултарать; хӑйне хупса лартни ҫинчен пӗтӗм тӗнчене пӗлтерме тӳр килсен, ҫакна вӑрттӑн ҫырупа пӗлтерме пултарать — шӑвӑҫ тирӗке вилкӑпа чӗркелесе кантӑкран ывӑтмалла ҫеҫ унӑн.

И Джим тоже может; а когда ему понадобится известить весь мир, что он заключен, послать самое простое таинственное сообщение, так он может нацарапать его вилкой на жестяной тарелке и выбросить в окно.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫапла-и, Катя? — ыйтрӗ Зимин кӗрпекленсе пиҫнӗ улма турамне вилкӑпа тирсе илнӗ май.

Так, Катя, а? — спросил Зимин, насаживая на вилку картофелину, серебрившуюся крупинками развара.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫиме юратнӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ, сӑмах-мӗн вакламасӑрах, хӑй умне салӑ тата ветчина тураса тултарнӑ чашӑка шутарса лартрӗ; унтан вилка тытрӗ, вилки пӗр-пӗр мужик утӑ тиенӗ чух усӑ куракан сенӗкрен пӗрре те пӗчӗк мар; ҫав вилкӑпа чи пысӑк аш татӑкне тирсе илчӗ те вӑл, ҫӑкӑрпа пӗрле, тӳрех ҫӑварне хыпма тӑчӗ — пӑхать, аш татӑкӗ теприн ҫӑварне кӗрех кайрӗ.

Едал, покойник, аппетитно; и потому, не пускаясь в рассказы, придвинул к себе миску с нарезанным салом, окорок ветчины, взял вилку, мало чем поменьше тех вил, которыми мужик берет сено, захватил ею самый увесистый кусок, подставил корку хлеба и — глядь, и отправил в чужой рот.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Сергей кукӑль таткине вилкӑпа тирсе илчӗ.

— Сергей нанизывал на вилку кусок пирога.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пӗлместӗп, мӗнли пулать-ши, нимӗҫсем килсен… те ҫакӑн пекех йӳҫӗ пулать, те хӑватсӑртарах? — терӗ вӑл, жаровньӑран сурӑх аш татӑкне вилкӑпа кӑларса.

— Не знаю, как будет, если немцы придут… может, также горько будет, может, послабее? — сказал, вытаскивая из жаровни вилкой кусок баранины.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вустрици хӑйӗн хуранӗнчен хӑпса тухма та ӗлкӗреймест, вӑл ӑна унтан вилкӑпа чава-чава кӑларатчӗ, тет.

Вустрица ишо из ракушки не вылупится, а он уж ее оттель вилочкой позывает.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Апата та унӑн вилкӑпа та ҫӗҫӗпе ҫимелле пулнӑ; салфеткӑсемпе, тарелкӑсемпе, чей чашкисемпе усӑ курмалла пулнӑ; кӗнеке тӑрӑх вӗренмелле пулнӑ, чиркӗве ҫӳремелле пулнӑ, калаҫассине те ҫав тери тирпейлӗн те йӗркеллӗн калаҫма тивнӗ.

Надо было есть с тарелки, пользоваться ножом и вилкой, утираться салфеткой, пить из чашки; надо было учить по книжке урок, ходить в церковь.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫӑнӑхпа сапса темиҫе тӗлтен вилкӑпа тирмелле.

Насыпать сверху чуть мукой и наколоть вилкой в нескольких местах.

«Хӗвел» торт // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed