Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкарӗҫ (тĕпĕ: васка) more information about the word form can be found here.
Самантлӑха кӑтӑш пулнӑ ӗҫчен кайӑксем, ҫӗнӗ кунӑн пӗрремӗш хыпарҫисем, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, чӗвӗлтетме те пуҫларӗҫ, хӑйсен ҫепӗҫ сассисемпе лӑпкӑн ҫывӑракан ӗҫҫыннисен тутлӑ тӗлӗкӗсене сирсе яма васкарӗҫ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Юлташӗсем ӗҫрен тухсанах киле васкарӗҫ, Симакова вара уҫӑ сывлӑшпа киленсе утрӗ.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрсемпе каччӑсем хӑвӑртрах хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнма васкарӗҫ.

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫамрӑксем шавлӑн кулкаласа хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене васкарӗҫ.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ун хыҫҫӑн ҫарамаслисем кӗреҫисене шӑкӑр-шӑкӑр пӑрахрӗҫ те хӑйсемпе паллаштарма васкарӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем хыҫҫӑн Касмуххапа ыттисем ҫитсе лавӗсем ҫинчен анчӗҫ те вулӑс кантурӗн тӑрантасӗ патне васкарӗҫ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта вӗсене аш пӑтти пӗҫерсе хӑналасшӑн пулчӗҫ, анчах Микулапа Ваҫли улаха тухса курма васкарӗҫ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑсем пухӑниччен кашниех йӗке тултарма васкарӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсир, эсир хуҫа, Григорий Петрович! — йӑпатма васкарӗҫ усламҫӑсем.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каллех малалла васкарӗҫ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах Начар Упие каякан ҫулпа малалла васкарӗҫ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хаваслӑ ачасем пулӑ пӗҫерме кӑвайт патне васкарӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача хыҫҫӑн ыттисем те ҫавӑнталла васкарӗҫ, патнерех ҫитсен, сӗлкӗше шӑтарса-ҫӗмӗрсе, ҫӗлӗк хыҫҫӑнах ҫын пуҫӗ те курӑнсан, пурте ахлатса ячӗҫ.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупайпа Эрнепи ӗнтӗ пасартан часрах хӑтӑлса тухма васкарӗҫ: лайӑх та, лайӑх та мар кун пек.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша чатӑрне карсан унта чи малтан тутар мӑрсисем васкарӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак, уйсенчи шывсем пӑтранса та кӑпӑкланса ҫырмана васкарӗҫ, эпир малтанхи хут ҫӳренӗ кӳлле юха-юха кӗчӗҫ…

Help to translate

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

«ZOV Вурнары» хастарӗсем - Артур Михайлов, Александр Ефимов, Андрей Ефимов, Дмитрий Яковлев, Сергей Михайлов - ҫар чаҫӗн ӗҫченӗсемпе малашнехи пулӑшӑва сӳтсе явнӑ вӑхӑтра Вӑрнар салтакӗсем автоматсем йӑтса взводӑн-взводӑн вӗренӳ точкисене васкарӗҫ.

Help to translate

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Кив ҫӑва еннелле васкарӗҫ.

И торопливо зашагали в сторону кладбища.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑхӑт чылая кайнине кура, пухӑннӑ ҫынсем килӗсене васкарӗҫ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӗннӗ тӑрӑх та, чӗнмесӗр те Тутаркас ҫыннисем хӑйсен председателӗ патне васкарӗҫ.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed