Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Иеремия пӗтӗм халӑха — арҫынсемпе хӗрарӑмсене, хӑйне хуравланӑ мӗнпур ҫынна — ҫапла каланӑ: 21. эсир тата сирӗн аҫӑрсем, патшӑрсемпе пуҫлӑхӑрсем, ҫӗршывӑр халӑхӗ Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче ҫапла тӗтӗрнине асне илмерӗ-и-ха Ҫӳлхуҫа?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремийӑна Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан, Магдолра, Тафнисра, Нофӑра тата Пафрос ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ пӗтӗм иудей ҫинчен каланӑ сӑмах: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Эпӗ Иерусалим ҫине, Иудейӑн мӗнпур хули ҫине янӑ хӗн-асапа куртӑр; ҫав хуласем вырӑнӗнче паян ишӗлчӗк купи ҫеҫ выртать, унта никам та пурӑнмасть, 3. ҫакӑ вӑл вӗсем усал ӗҫсем туса Мана ҫиллентернӗшӗн, хӑйсем те, эсир те, сирӗн аҫӑрсем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрсе вӗсене пуҫҫапса пурӑннӑшӑн пулчӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм та каларӑм: 14. «ҫиччӗмӗш ҫул вӗҫӗнче кашниех хӑвӑр тӑванна, еврее, хӑйне сана сутнӑскере, ирӗке ярӑр; вӑл саншӑн ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, вара ӑна ирӗке яр» терӗм; анчах сирӗн аҫӑрсем Мана итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗ юлас тесессӗн, шӑматкун ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, Иерусалим хапхисем витӗр йӑтса ан кӗрӗр, 22. шӑматкун хӑвӑр ҫуртӑртан ҫӗклем йӑтса ан тухӑр, шӑматкун нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, шӑматкуна Эпӗ сирӗн аҫӑрсене хушнӑ пек тасалӑх тивлечӗ кӳрсе тӑрӑр, 23. анчах аҫӑрсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ, чурӑс пулчӗҫ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫакӑншӑн сире ҫак ҫӗр ҫинчен хӑвӑр та, хӑвӑр аҫӑрсем те пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа ярӑп, унта эсир кунӗн-ҫӗрӗн урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнӑр: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗрхенмӗп.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫак мӗнпур сӑмаха хӑвӑн халӑхна каласа парсассӑн, вӗсем санран: «ҫак пысӑк инкеке Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине мӗншӗн ячӗ-ши, ара, эпир мӗнле усал ӗҫ тунӑ-ши? Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче мӗнле ҫылӑх тунӑ-ши?» тесе ыйтсассӑн, 11. вӗсене ҫапла кала: сирӗн аҫӑрсем Мана пӑрахнӑшӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн, Манӑн саккуна уяса тӑманшӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сирӗн аҫӑрсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа паян кунчченех Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене — пророксене — ярсах тӑтӑм, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм; 26. анчах вӗсем Мана итлемерӗҫ, хӑлхине таймарӗҫ, чурӑслансах кайрӗҫ, хӑйсен ашшӗсенчен те киревсӗртерех хӑтланчӗҫ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсем Манра ҫылӑх шыраса тупрӗҫ-и? мӗншӗн-ха вӗсем, Манран уйӑрӑлса, ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса, ӑҫтиҫука тухса кайрӗҫ?
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ах, эсир халӗ Унӑн сассине илтес пулсанччӗ: 8. «чӗрӗре Мерива патӗнче, пушхирте Масса кунӗнче хаярлатнӑ пек ан хаярлатӑр, 9. унта Мана сирӗн аҫӑрсем сӑнарӗҫ, Мана сӑнарӗҫ-тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем вара Манӑн ӗҫӗме курчӗҫ. 10. Ҫав ӑру Мана хӗрӗх ҫул вӗчӗрхентерчӗ, вара каларӑм: ку — чӗри аташакан халӑх; вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ, терӗм, 11. ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ, терӗм».
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аҫӑрсем те ҫапла туман-и-ха? ҫавӑншӑн мар-и-ха Туррӑмӑр пирӗн ҫине, ҫак хула ҫине синкер-сехмет янӑ?18. Не так ли поступали отцы ваши, и за то Бог наш навел на нас и на город сей все это бедствие?
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр аҫӑрсем пек, хӑвӑр тӑванӑрсем пек ан пулӑр: вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче саккуна пӑсса пурӑннӑ; ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӗсене ҫаратса-тустарса тухнине эсир хӑвӑрах куратӑр.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сирӗн аҫӑрсем хӗҫрен пӗтрӗҫ, пирӗн ывӑлӑмӑрсем, хӗрӗмӗрсем, арӑмӑрсем вара паянхи кунчченех [хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче мар,] тыткӑнра.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иаков Египета куҫса килсессӗн, сирӗн аҫӑрсем Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона янӑ, вӗсем вара сирӗн аҫӑрсене, Египетран илсе тухса, ҫак вырӑна вырӑнаҫтарнӑ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сирӗн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнас килмест пулсассӑн, кама пӑхӑнассине халӗ суйласа хурӑр: юхӑм шыв леш енче пурӑннӑ аҫӑрсем пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑхӑнас тетӗр-и е хӑвӑр халӗ пурӑнакан ҫӗрти аморрейсен туррисене пӑхӑнас тетӗр-и? эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр, [мӗншӗн тесессӗн Вӑл сӑваплӑ], тенӗ Иисус.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑрӑр, Уншӑн пӗтӗм таса кӑмӑлтан, тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑрӑр; аҫӑрсем юханшыв леш енче тата Египетра пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑрахӑр, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑрӑр.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ ӗнтӗ аҫӑрсем вырӑнне эсир, ҫылӑхлӑ йӑх-ях, пӑлханатӑр, Израиле тарӑхса ҫитнӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллине тата ытларах хаярлататӑр.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2