Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аталантарасси (тĕпĕ: аталантар) more information about the word form can be found here.
«Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси» наци проекчӗн шайӗнче «Агростартап» гранта республикӑра 2019 ҫултанпа параҫҫӗ.

Help to translate

Укҫа фермерсем патне ҫитнӗ // Вера МИХАЙЛОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/ukca-fermers ... atne-citne

Культурӑпа сутӗҫ учрежденийӗсен ӗҫӗсене халӑхӑ анлӑн явӑҫтарнипе тата ӗҫ ҫыннисем ертсе пынипе аталантарасси КПСС Программинченех тухса тӑрать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Революциччен чӑваш халӑхӗ ҫав тери хӗн-хурлӑ та асаплӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ, ун чухне, кӗҫ-вӗҫ вилсе пӗтес патне ҫитнӗскер, вӑл хӑйӗн тӑван культурине аталантарасси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫемье институтне ҫирӗплетме тата аталантарма лайӑх майсем туса парасси, ҫемьесене пулӑшу парасси, демографи политикине аталантарасси, амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшасси Чӑваш Республикин Правительствин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче.

Создание благоприятных условий для укрепления и развития института семьи, помощь семьям, развитие демографической политики, поддержка материнства и детства являются приоритетами Правительства Чувашской Республики.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/08/ole ... lyubvi-i-v

Енсем республикӑра ҫамрӑксен политикине аталантарасси пирки калаҫса килӗшнӗ.

Help to translate

Чӑваш Енпе Федерацин ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/pitr ... h-respubli

Наци проекчӗсене, Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине, Чӑваш Республикин Экономика тата социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн комплекслӑ программине пурнӑҫлани сывлӑх сыхлавӗн отрасльне малалла аталантарасси ҫине пысӑк витӗм кӳчӗҫ.

Благодаря реализации национальных проектов, Стратегии социально-экономического развития Чувашской Республики, Комплексной программы развития социально-экономического развития Чувашской Республики отрасль здравоохранения получила огромный импульс для развития.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

- Ял ҫыннисем килти хушма хуҫалӑха аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, тупӑш илме тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Литературӑна вӗрентекенӗн тӗп тӗллевӗ вара - илемлӗ хайлавсен тӗпсӗрлӗхне ҫавӑрттарса кӗрсе каясси, унти сӑнарсен пурнӑҫӗпе пурӑнма вӗрентесси, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне палӑртса тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене татса пама явӑҫтарасси, шухӑшлава аталантарасси.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

«Культурӑна аталантарасси» ятарлӑ программӑн ҫум программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Правительстви клубсене ҫӗнетсе пыма, объектсене хута яма палӑртакан йышӑну тунӑ.

Help to translate

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Социаллӑ сферӑна аталантарасси, унти саккунсен никӗсне ҫирӗплетесси – патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.

Развитие социальной сферы, укрепление ее законодательной базы является приоритетом государственной политики.

Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/08/ole ... jnogo-rabo

Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри – вӗрентӗве аталантарасси, ӑна кирлӗ пек шайра тытса пырасси.

Help to translate

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Олег Николаев асӑннӑ компани «Атӑлҫи Федераци округӗн условийӗсенче ҫӗр улмин паха вӑрлӑхӗсене туса илессине аталантарасси тата ҫӗршыври малашлӑхлӑ сортсене ҫитӗнтерекен вӑрлӑх фончӗ туса хурасси» наукӑпа техника проектне хутшӑннине ырӑпа палӑртрӗ.

Help to translate

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Вӗсем «Вӗренӗве аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн «Шкулӑн вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетесси» программа шучӗпе пурнӑҫланаҫҫӗ.

Help to translate

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

«Управлени ӑсталӑхӗ: регион ушкӑнӗсене аталантарасси» вӗренӳ программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ене Пенза облаҫӗн делегацийӗ ҫитнӗ.

Help to translate

Регион ушкӑнӗсене аталантараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61062

Унӑн тӗп тӗллевӗ – тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑш тимлӗхӗсӗр юлнисене пур енлӗн аталантарасси.

Help to translate

Ҫемьере ӳсмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61039

Коммунистсен партийӗпе Совет правительствин руководителӗсем литературӑпа искусство деятелӗсемпе тӗл пулса калаҫни, КПСС Центральнӑй Комитечӗн июньти Пленумӗнче Н. С. Хрущев юлташ литературӑпа искусствӑна малалла аталантарасси ҫинчен витӗмлӗ те ӑслӑ сӑмах тухса калани чӑваш писателӗсене те тата тухӑҫлӑрах, пӗтӗм вӑя парса ӗҫлеме хавхвлантарчӗҫ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Час-часах ҫакӑн пек каланине илтме пулать: халӗ чӑвашсем те вырӑсла лайӑх пӗлеҫҫӗ, вырӑс чӗлхи вӗсемшӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси ҫинчен мар, халӑх хушшинче ытларах вырӑс чӗлхине сарасси ҫинчен шутламалла, теҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хуласемпе ялсене аталантарасси, пурӑнма лайӑх хутлӑх туса хурасси – регион тата пӗтӗм ҫӗршыв ырлӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ тӗллевсем.

Развитие городов и сел, создание качественной среды для проживания – задачи, от которых зависит благополучие региона и всей страны в целом.

Олег Николаев Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/21/gla ... et-s-dnyom

…Пӗтӗмлетсе каласан, агропромышленность комплексне тивӗҫлӗ шайра аталантарасси — ҫӗршыв, республика умӗнчи паянхи тӗп тӗллев.

Help to translate

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Тепӗр пысӑк ҫул-йӗрсенчен пӗри – генерацие аталантарасси.

Help to translate

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed