Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аркатнӑ (тĕпĕ: аркат) more information about the word form can be found here.
Ҫак пая ахаль халӑх лекме пултаракан паркран решеткеллӗ хӳмепе картланӑ пулнӑ — III Наполеон вӑхӑтӗнче хӳмене пӗтӗмпех улӑштарнӑ пулин те, унсӑр пуҫне каярах ӑна йӑлт аркатнӑ пулин те, паркра халӗ те Луи-Филипп хӳми вырнаҫнӑ канавӑн йӗрне асӑрхама пулать.

Эта часть была отгорожена от публичного парка решётчатым забором — несмотря на то, что забор был полностью переделан при Наполеоне III и целиком разрушен несколько позже, в парке до сих пор виден след от рва, в котором находился забор Луи-Филиппа.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Анчах та вӗсем хӑрушӑ кунсенче, вӑрҫӑ вӗсен ҫемйисене аркатнӑ, кил-ҫуртсӑр хӑварнӑ чух, ҫуртсенчи чӳречесем сӳннӗ чух, миллионшар ҫынсен ҫурӑмӗсем хыҫне вилӗм пырса тӑнӑ чух, мирлӗ пурнӑҫ саккунӗсем каялла чакса вӗсен вырӑнне ҫӗнӗ ӑру хӑнӑхман вӑрҫӑ саккунӗсем йышӑннӑ вӑхӑтра, тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Асар-писер ҫанталӑк пӗвесене аркатнӑ, ҫыран хӗррине тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Которая вызвала разрушение плотин и полный снос побережья.

Ливинче ҫил-тӑвӑл 11 пин ҫын пурнӑҫне татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36037.html

Щетинкин отрячӗ вутлӑ ункӑна татса тухнӑ, ҫав хушӑрах йывӑр тиенӗ обоза, хӗрлӗ армеецсен арӑмӗсемпе ачи-пӑчине ҫӑлса хӑварнӑ, тӑшманӑн 200 ҫынлӑ заставине ҫапса аркатнӑ.

Help to translate

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Университетӑн общежитине сӳтсе аркатнӑ, - палӑртнӑ правительство председателӗ.

Help to translate

Андрей Назаров студентсен кампусне тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӗрӗсленӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Колчака ҫапса аркатнӑ, кӑштах сывлӑш ҫавӑрса илсе тата сурансенчен сипленсе кӑнтӑр фронтне ҫул тытнӑ Трифон Федоровсен ҫарӗ.

Help to translate

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Шалта пӗр япала та вырӑнта мар: йӑлтах айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарса пӗтернӗ, пӑтратнӑ, аркатнӑ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Апла эс, Григорий Григорьевич, Маньчжурие ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте те пулнӑ-ха, вӑтӑр тӑххӑрмӗш армире Квантун ҫарне аркатнӑ? — ыйтать кил хуҫи.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑшмана аркатнӑ куна ӗнерхи пекех асра тытать, мӗншӗн тесен Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑнах вӑл 20 ҫул тултарнӑ.

Help to translate

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Эс хӑвӑр ялта пӗр ҫемьене аркатнӑ, виҫӗ ача амӑшне хӑвӑн патна илӗртсе илсе килнӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрлӗ ҫӗрте фашистсен гарнизонӗсене ҫапса аркатнӑ ҫӗре, 49 засадӑна (вӗсенчен 3-шне вӑл хӑй йӗркеленӗ) хутшӑннӑ.

Help to translate

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Тӑшманӑн траншейине чи малтан ҫитсе кӗнӗ те фашистсене штыкпа та, гранатӑпа та аркатнӑ.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кам Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче фашистла Германие ҫапса аркатнӑ?

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Виҫесӗр тарӑхнӑ Ҫтаппан, пӗр шухӑшласа тӑмасӑр, кайнӑ та Миххан хапхипе чӳречисене аркатнӑ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Нумайччен вӑрҫрӗ вӑл «Хусана тӗп тунӑ» воеводӑсене, Мӗша тӑрӑхӗнче пӑлхавҫӑсене аркатнӑ Иван Шереметевпа Андрей Курбские, Семен Микулинскипе Петр Морозова тем те пӗр каласа ылханчӗ.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арск енче Япанчапа аркатнӑ ҫӗрте пулнӑ пуль эс?

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Ку хут рядовой салтак Иван Горбачов фашистсене Мускав патӗнче аркатнӑ чух паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хуни ҫинчен пӗлтернӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Гитлерла ҫарсене Сталинград патӗнче ҫапса аркатнӑ

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене аркатнӑ хыҫҫӑн та киле мар, Хусан патне каятпӑр.

Help to translate

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлхавҫӑсен вулӑс советне аркатнӑ хыҫҫӑн старшина суйлама чӗнсен, чылайӑшӗ унта канма килӗшмест.

Help to translate

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed