Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алли the word is in our database.
алли (тĕпĕ: алли) more information about the word form can be found here.
Ҫав вӑхӑтрах унӑн хӑйӗн те алли тӳрӗ пулман: хирте ӑна ют ҫӗмелсемпе тыткаланӑ — ку ҫамрӑкрах чухне пулнӑ-ха, ватӑла-киле вара вӑл ҫын пурлӑхӗ ҫине ытлашшипех ҫӑмӑллӑн пӑха пуҫланӑ: алӑ айне мӗн тӗл пулнине пурне те ҫаклатнӑ.

Но он и сам охулки на руку не клал: прихватывали его в степи с чужими копнами — это смолоду, а под старость стал он вовсе на чужое прост: брал все, что плохо лежало.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӗлхипе ҫулама именмест вӑл, ҫаратнине туртса илме — алли ҫӗкленмест…

Лизать ему не совестно, а награбленное забрать — совесть зазревает…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Теттесен ҫемҫелӗхне икӗ алли те чӑнласах туять.

руки вполне явно ощущали ласковую мягкость и тепло меха обеих игрушек.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Бандит алли карлӑкран вӗҫерӗнчӗ.

Бандит разжал руки и полетел вниз.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Капитанӑн сылтӑм алли айӗнче авланнӑ чух илнӗ ҫӗрӗ пурччӗ, ҫӗрӗ кӑшӑлӗн шал енне М. Т. тесе лартнӑ инициалсем пурччӗ.

Под правой рукой капитана было найдено обручальное кольцо с инициалами М. Т. на внутренней стороне ободка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хӗрарӑм алли ҫеҫ ҫав ӗҫе ҫитнӗ пирки эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, — терем эпӗ.

— Нет, в том, что женская, — ответил я, — у меня не было ни малейших сомнений.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тупата, епле тавҫӑраймарӑн-ха ман патӑмра хӗрарӑм алли ҫеҫ ҫавӑн пек тирпейлӗх кӗртме пултарнине!

Боже мой, да разве ты не догадался, что только женская рука могла навести у меня такой порядок?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Салтаксем ҫӑмӑл аманнӑччӗ, пӗрин сулахай алли, теприн сылтӑмми аманнӑччӗ.

Они были легко ранены: один в правую, другой в левую руку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петьӑна Ҫарпа медицина Академине вырнаҫтарма пулать тесе шанатчӗ Варя, паллах «стоматологине» мар ӗнтӗ — унӑн кӑкӑрӗпе алли суранланнӑ — ӑна хирти хирурги отделенине вырнаҫтармалла.

Варя надеялась, что удастся перебросить Петю в Военно-медицинскую академию, разумеется не в «стоматологию» — он был ранен в грудь и левую руку, — а в отделение полевой хирургии.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ывӑлӑма ӑна чӳречерен пачӗҫ, вӑл ӑна алли ҫине илчӗ те, кӑштах чарӑнса тӑрса, ачана хӑй патнелле туртрӗ.

Сына подали ему через окно, он взял его на руки и немного постоял, прижав к лицу его чёрную головку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл ҫав-ҫавах выртать, ҫӗкленӗ алли майсӑрӑн пӑрӑнса кайнӑ, ҫапах эп ӑна алӑран ямастӑп.

Но он лежал, неловко вывернув поднятую руку, которую я продолжала крепко держать.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Алли кукӑр, тетӗп.

— Вороватый.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алли те кукӑр.

И вороватый.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алӑкран инҫех те мар аттен ват алли персе тивертнипе суранланнӑ Швабрин выртать.

У порога лежал Швабрин, простреленный дряхлою рукою отца моего.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та Кораблев алли сӗтел ҫинче палӑрмаллах ҫӗкленчӗ, эпӗ пӑлханма чарӑнтӑм.

Но рука Кораблева выразительно поднялась над столом, и я перестал волноваться.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑла ҫыртса, пӗр чӗнмесӗр эпӗ Кораблев алли ҫине пӑхрӑм.

Стиснув зубы, я молчал и смотрел на руку Кораблева.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӑххӑр та вунтӑваттӑ, — терӗ капитан Енакиев, алли ҫине кӑшт кӑна пӑхса илсе.

– Девять четырнадцать, – сказал капитан Енакиев, скользнув взглядом по своей руке.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed