Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алласа (тĕпĕ: алла) more information about the word form can be found here.
Вӑл кун каҫипех лӑш курмасӑр хатӗрленчӗ: Аникушка арӑмӗ пулӑшнипе вӑрлӑхлӑх тырра алласа тасатрӗ, аранах сӳресене юсакаларӗ, урапа кустӑрмисене тикӗт сӗрчӗ, сеялкӑна майларӗ.

Весь день она деятельно готовилась к выезду: с помощью Аникушкиной вдовы подсеяла зерно, кое-как подправила бороны, смазала колеса арбы, наладила сеялку.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ала витӗр алласа кӑларнӑ пек йӗпхӳ пӗрӗхет.

Накрапывал мелкий, будто сквозь сито сеянный, дождь.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Старик ӑна пӗр пысӑк михӗ лайӑх алласа тасатнӑ сӗлӗ тултарса пачӗ, ҫӳрӑм ҫине хума пулӑшрӗ.

Старик насыпал ему травяной чувал отборного овса, помог поднять на плечо.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Карпӑклӑ йӗпсӳ юра ҫил алласа вӗҫтерет, картиш тӑрӑх кӗмӗл тӗслӗ ҫил-тӑман шӑхӑрса юхать.

Ветер перевеивал хрупкий, колючий снег, по двору текла, шипя, серебристая поземка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр ҫӗрте тулла веялкӑпа алласа тасатнӑ та, вӑл бронза пек ҫуталса выртать — арҫынсемпе хӗрарӑмсем ӑна михӗсене тултарса машинӑсем ҫине илсе каяҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте — халь анчах комбайнсем патӗнчен илсе килнӗ тулӑ — вӑл чӗрӗ, арпаллӑ, хӑльчӑклӑ, — каччӑсемпе хӗрсем ӑна ҫӳхе сийӗн саркаласа, йывӑҫ кӗреплесемпе тураҫҫӗ, кӗреҫесемпе пӑлхатаҫҫӗ; виҫҫӗмӗш вырӑнта — тасатаҫҫӗ: ултӑ веялкӑна юнашар лартнӑ, йӗтем ҫинче кӗрен тусан капланса тӑрать, татти-сыпписӗр шав кӗрлет, шестернясем кичемлӗн шакӑртаттарни янӑрать.

В одном месте пшеница, очищенная с помощью веялки, лежала светясь, как бронза — мужчины и женщины наполняют ее в мешки и подносят на машины, а в другом месте — только что привезенная из комбайнов пшеница — она свежая, с мякиной, остистая, — парни и девушки раскидывают ее тонким слоем, разравнивают деревянными граблями, ворошат лопатами; на третьем месте — чистят: шесть веялок поставлены рядом, на гумне стоит коричневая пыль, гремел непрерывный шум, раздавался скучный перестук шестерней.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӑнӑхне мӗнле алласа тасатас?

Как просеять муку?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Разметнов иртенпех кичем те ҫиллесчӗ: акана хатӗрленес, вӑрлӑха алласа тасатас ӗҫ йӗркеллӗ пулса пымасть; паян тата Давыдова станицӑна чӗнчӗҫ: пиҫсе ҫитнӗ ҫӗре хӑй курас тесе, Нагульнов лаша ҫине утланса уя кайрӗ, кӑнтӑр тӗлнелле Разметнов икӗ бригадирпа, кладовщикпе вилесле вӑрҫма ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ.

С утра Размётнов был хмур и зол: неладно выходило с подготовкой к севу, с очисткой семян; в этот день Давыдова вызвали в станицу; Нагульнов верхом уехал в поле, чтобы лично присмотреть земли, подоспевшие к севу, и Размётнов к полудню уже успел насмерть переругаться с двумя бригадирами и кладовщиком.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр ҫур сехетрен Кӗҫӗн Аким колхоз картишӗнчен вӑкӑрсем кӳлнӗ икӗ лав илсе килсе тӑратрӗ, Ванюшка хайхи, хуратутлӑ пичӗ ҫинчи вӗтӗ-вӗтӗ тар пӗрчисене шӑлкаласа, алласа тасатнӑ тулӑ миххисене арпалӑхран кӗлет умне йӑтма тапратрӗ, тулли тип-типӗ, шултӑра, ылтӑн тӗслӗн курӑнса йӑлтӑртатать.

Через полчаса Аким Младший вел с колхозного база две бычиные подводы, а Ванюшка с лицом, усеянным мелкими, как веснушки, бисеринками пота, таскал из мякинника на приклеток амбара мешки с подсеянной пшеницей, твердозерной и ядреной, отливающей красниной червонного золота.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпир мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемех мар-ҫке, пулӑшӑпӑр, алласа та парӑпӑр, — хаваслансах пулӑшма пулчӗ Ванюшка.

— Мы — люди не гордые, поможем, подсеем, — охотно вызвался Ванюшка.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата алласа та хуманччӗ-ха эпир ӑна… — сӳрӗккӗн турткаланма пӑхрӗ Аким.

Да и неподсеянный он у нас, — слабо сопротивлялся Аким.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пӗтӗмӗшпех пур, алласа, тасатса хунӑ, ылтӑнпа пӗрех!

— Все полностью имею, подсеянный и очищенный хлебец, как золотцо!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич алласа тасатнӑ ҫӑнӑхран та шурӑрах пулса кайрӗ.

Яков Лукич стал белее отсевной муки.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тен, ку тырра халех алласа пӑрахар?

— Может, его зараз и подсеем?

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ управляющи компанисене «алласа суйламалли» тухӑҫлӑ мел вӗсен ӗҫ-хӗлне лицензилемелли тытӑм пулса тӑрӗ, вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен туллин ӗҫлесе каймалла.

Эффективным инструментом «отсеивания» недобросовестных управляющих компаний призвана стать система лицензирования их деятельности, которая в полной мере заработает с 1 мая текущего года.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed