Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акнӑ (тĕпĕ: ак) more information about the word form can be found here.
Тӳпе, ялан хитре те ытармалла мар чипер тӳпе, ҫӗр ҫине, хӑйне савнӑ ҫынсем ҫине вилӗм акнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Суха сухаланӑ, тырӑ акнӑ, тырӑ вырнӑ, кӗлте турттарнӑ, капана хывнӑ, авӑн ҫапнӑ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑнкӑ ҫырансене сӗвеклетсе люцернӑпа клевер акнӑ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫут-ҫанталӑк этем ывӑл-хӗрне ҫиленсе, вӑл акнӑ тырпула пӗтерес, ӑна темшӗн тавӑрас тенӗн туйӑнать.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫил-тӑвӑл ҫаврӑнать, хӗвел хӗртет, акнӑ тырӑ, ӳсен курӑк сархайса типет.

Help to translate

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑш тӗлте акнӑ тырӑ шӑннӑ.

Help to translate

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Паллах, юрату ани ҫине акнӑ вӑрлӑх хӑй вӑхӑчӗпе шӑтса тухмаллаччӗ ӗнтӗ, анчах ҫулталӑк иртрӗ, иккӗ, виҫҫӗ, ҫук, вӑл сӑмсаланмарӗ те.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Унӑн акнӑ, вырнӑ, пӳрчӗ те янтӑ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑрӑ акнӑ ретсен хушшинчи ҫӗрӗ те курӑнми пулатчӗ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӑл вӑхӑтра, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, касса сайралатнӑ вӑрмансен айне те, ҫӗрне чӗрсе ҫемҫетсен, йӗкелсем акнӑ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫуркунне, ҫӗр типсен, вӑрман варринчи пысӑк уҫланкӑсене тата халӑх ҫӗрӗ шутланман вӑрман хӗрринчи ҫарансене, улӑхсене сухаласа тырӑ-пулӑ акнӑ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анкарти вӗҫне люцерна акнӑ — ӑна ҫӗмӗрме юрамасть, тури вӗҫӗнче — ҫамрӑк улмуҫҫисем.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне ҫурхи культурӑсене 8021 гектар (планӑн 47,2 проценчӗ) акнӑ, ҫав шутра тырпул лаптӑкӗ – 6904 гектар ( 57 процент).

Help to translate

Ҫӗрулми лартаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10678-c- ... mi-lartacc

Кукшӑ уйӗпе чикӗленекеннине кӑҫал ҫуртрисем акнӑ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрҫӑ, акнӑ тырӑ пӗтни, вут-кӑвар, выльӑх ӳкни, ҫын вилни — уншӑн пысӑк инкек, килте шӑкӑр-макӑр ҫӗмрӗлни, япала ҫухални, ача-пӑча асӑрхамасӑр аллине ҫурлапа е ҫӗҫӗпе касни, кӗреҫе-сенӗк аври хуҫӑлни — пӗчӗк инкек.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл калаҫни куштан ҫын тарӑхса пӑрҫа акнӑ пек туйӑнса тӑчӗ — сапать-сапать те чарӑнать этем, сапать-сапать те чарӑнать, пӑрҫи пӗр ҫӗре йӑвӑ Ӳкет, тепӗр ҫӗре пачах ӳкмест.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кантӑр акнӑ уя пӗрре тӗллесен, ҫак виҫӗ пуслӑх ҫерҫисем ҫӗршер тенкӗлӗх сиен кӳреҫҫӗ: кантӑр вӑррине ним юлмиччен ҫисе пӗтереҫҫӗ.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Кӑҫал ак тӗшӗлӗх акнӑ тата.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗррехинче, ыраш акнӑ вӑхӑтра, икӗ-виҫӗ кун ҫумӑр ҫурӗ.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӗн акнӑ виҫӗ ҫурпилӗк ҫинче ҫурри ытла ҫара мӑян ӳссе ларнӑ.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed