Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпне (тĕпĕ: айӑп) more information about the word form can be found here.
Анчах та пысӑк китсен хӑш-пӗр тӗсӗсен статусӗ вӗсен сайра тӗл пулнине тата тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пула, вӑл шутрах ҫын айӑпне пула пӗтни те, питӗ шиклентерет.

Однако статус некоторых популяций крупных китов вызывает большие опасения по причине их редкости и проблем, с которыми им приходится сталкиваться, включая гибель по вине человека.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

— Кунта пӗр-пӗрин айӑпне шыранинче нимле усӑ та ҫук, — терӗ вӑл.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мӗнпур айӑпне хӑй ҫине илнӗ хыҫҫӑн Кӗтерук, хӑй шӑпине парӑннӑ пек пулса, амӑшӗн пурнӑҫне аса илчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗ хӑй айӑпне сиресшӗн суйрӗ пек шутларӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инкек-синкек тухсан, айӑпне малтанах хӑй ҫинчен сиресшӗн пек: — Чунна турӑ ирӗкне пама тивсен, мана ан ӳпкеле. Ещӗке пӑрахут ҫине йӑтса ҫитерсен, аллӑ тенкипех тӳлӗп. Хам сӑмаха улӑштармастӑп, — терӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Гаврил Романович, ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни пирки каласа парам… — пуҫларӗ хӑй айӑпне туйса Миша.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑйӗн айӑпне тӳрӗ кӑмӑлпа йышӑннӑ хыҫҫӑн пӗрреллӗхе каҫартӑмӑр.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Йывӑҫ вӑрланӑшӑн темиҫе те тытрӗҫ, ҫапах хӑй айӑпне туясшӑн мар, уншӑн шӑл хӑйрать, Дубовсене юнать.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫылӑхли хӑйӗн айӑпне ялан астӑвать.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вара чечек тата та хытӑрах ӳсӗрме пуҫларӗ, — ан тив, хӑйӗн айӑпне хытӑрах туйса илтӗр тесе шак хучӗ пулас!

Тогда она закашляла сильнее: пускай его все-таки помучит совесть!

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тата Пӗчӗк принца та айӑпне туйтарас терӗ пуль.

чтобы Маленький принц почувствовал, как он перед нею виноват:

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫапах та вӑл хӑйӗн ӗнине колхоза малтанах пырса панине, хӑй айӑпне чун-чӗререн йышӑннине, ку ӗҫре, чӑнахах та, кӗвӗҫӳ-кӳлешӳ наркӑмӑшӗ анратнине шута илсе, Тихон Ивановича тӗрмене хупмарӗҫ, ӗҫ укҫинчен чӗрӗкне пӗр ҫулталӑк хушши тытса юлмалла ҫеҫ турӗҫ.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мана вара хӑй айӑпне йышӑнман путсӗр, хӑрушӑ ҫын вырӑнне хурӗҫ.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Айӑпланакан ҫын айӑпне йышӑннӑ.

Обвиняемый дал признательные показания.

Пушкӑрт ҫынни наркотик тытӑнса тӑракан кӑмпа вӑрлӑхне туяннӑ, вӗсене сутма валли ҫитӗнтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... rn-3396558

Ертӳҫӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.

Руководитель признал свою вину.

Ӳсӗр ҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑшӑн судра явап тытнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35521.html

Кирилӑн айӑпне вара никам та нимӗнле ҫирӗплетсе параймӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫурт ҫывӑхӗнче халь каруҫҫель юлманнишӗн те хӑйсен айӑпне курман: вӗсем вырӑнти халӑха укҫа пухса тепӗр каруҫҫель лартма сӗннӗ.

Help to translate

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

Унтан вырӑн ҫине такам тӗртсе янӑ пек тӳнсе кайса кӗтесе хӗсӗнчӗ, хӑйӗн айӑпне туйса, айӑпа кӗнӗшӗн тем тӳсме-чӑтма та хатӗр пулса, йыснӑшӗ ҫине тилмӗрсе, тархасласа пӑхрӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Леш хӗрачи хӑйӗн айӑпне йышӑнни питӗ лайӑх, — терӗ Григориу.

Help to translate

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Айӑпне йышӑнса, хӑйне тивӗҫлипе айӑплама ыйтрӗ вӑл.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed