Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен шӑмӑран тунӑ вӑрӑм аврине урлӑлла ункӑсемпе эрешлесе тухнӑ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Аран-аран ӑс кӗчӗ ватӑ турчка аврине.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
Раман Анюта еннелле никам сисмесле мар пӑхса илет те каллех пуҫне йывӑҫ кутнелле чикет, такама темшӗн шӑмарнӑн, пӑчкӑ аврине хытӑрах та хытӑрах чӑмӑртать.
6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Апӑршана, лӑплантарас тесе, сӑмах хушасшӑнччӗ, анчах пулмарӗ каласа, бригадир кӑшкӑрнипе, ӗҫе пикенсе, пӑчкӑ аврине йӑпӑр-япӑр ярса тытрӗ.
3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сатур вӑлтине ӑман тирсе кӗпер ҫинченех шыва ячӗ, вӑлта аврине кӗпер карлӑкӗнчен ҫаклатса хучӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Ӑна халӗ те сылтӑм алли управлени аврине тытнӑ пек туйӑнать, анчах сулахаййине темскер ҫитмест.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Бабинӑран усӑнакан ҫип вӗҫне, шӑлтӑрма урлӑ ярса, ҫӗрӗ ҫине чӗркетӗн те хултӑрчӑ аврине пусатӑн, вара тин пӗрремӗш хултӑрчӑ ҫаврӑнма тытӑнать.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те стена ҫумӗнчи авӑрлӑ шӑпӑра ярса тытрӗ, аврине туртса кӑларчӗ, ӑна пӗтӗм вӑйӗпе Верук ҫине сулчӗ, анчах шӑпӑр аври пуҫ тӗлӗнчи каштана ҫапӑнчӗ те алӑран тухса ӳкрӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Састӑп хысакӗ ҫине аттипе сулмаклӑн пусса аврине пӑртак тайӑлтарать те, шурӑ шултӑра ҫӗрулмисем шӑкӑр тухса выртаҫҫӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл, ҫӳллӗскер, йӑрӑс пӳ-силлӗскер, хутран-ситрен вӑрӑм урисемпе сенӗк аврине явала-явала илет.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫакна мучи хӑй те сисрӗ, фуфайкине турткаласа чӗлӗм аврине пытарчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Матуррӑн ларса пыраҫҫӗ вӗсем учӗсем ҫинче, сулахай аллисемпе чӗлпӗр тытнӑ, кашнин сылтӑм алли хӗҫ аврине чӑмӑртанӑ.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тепӗр ҫӳҫерен аврине турӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Чи малтанах вӗсем, ҫаннисене чавса таран тавӑрса, мӑкалнӑ кӗреҫе, тӑхҫаланнӑ пуртӑсене хӑйрарӗҫ, кӗреҫе аврине ҫирӗплетрӗҫ, кӑтӑк-катӑк пӑчкӑ шӑлне сарчӗҫ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ак вӑл, швабра аврине малалла кӑнтарнӑ та, пирӗн паталла тулхӑрса талкӑшать:
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑй ҫитмен пирки пӑчкӑ аврине ҫинҫерех вӗренпе ҫыхса параттӑмӑр та, вара ачасем пӗр енчен тӑваттӑн-пиллӗкӗн, тепӗр енчен, пӗчӗкреххисем, пиллӗкӗн-улттӑн тытса туртатчӗҫ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Алтӑр ҫӑлтӑр аврине тӳрлетсе хунӑ, кӗвенте ҫӑлтӑр куҫ хӗссе ташлать.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ҫак шӗвӗр пуҫне кӗреҫе аврине варри тӗлӗнчен ҫапса кӗртетӗн, ытти тӑсӑлакан тӑрӑхне авӑр ҫумне вӗтӗ пӑтасемпе авса тыттаратӑн.
Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234
Сухапуҫ аврине тытса кукленнӗ этемсем хушшинче: — Ну-у!.. Йӑран тыт! — тесе лашисене хӑваланӑ сасӑсем унта та кунта илтӗнсе каяҫҫӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сахар лаша ҫинчен ҫӑмӑллӑнах сиксе анчӗ те йӗвен аврине янавар мӑйне ҫавӑрса ҫыхрӗ, «ҫи-ха, ирӗклӗ ҫи» тесе, ӑна пуҫӗнчен ачашларӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.