Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Эй тӳпе, эй унта пурӑнакансем, савӑнӑр!
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне 10. ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11. эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ывӑлӗ ҫинчен вара ҫапла каланӑ: «эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи. 9. Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ» тенӗ.
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7. ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8. эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. «Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? эй тамӑк! ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» 56. Вилӗмӗн сӑнни — ҫылӑх; ҫылӑх вара саккунран вӑй илнӗ.55. Смерть! где твое жало? ад! где твоя победа? 56. Жало же смерти - грех; а сила греха - закон.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тата: «эй суя тӗнлӗ халӑхсем, пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтӑр; эй халӑхсем, пурсӑр та Ӑна аслӑласа мухтӑр» тенӗ.11. И еще: хвалите Господа, все язычники, и прославляйте Его, все народы.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй аттесем, эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм; эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир вӑй-хӑватлӑ, сирӗн ӑшӑрта Турӑ сӑмахӗ тӑрать, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ; эй ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑра ҫӑвӑр, эй икӗ питлисем, чӗрӗре тасатӑр!8. Приблизьтесь к Богу, и приблизится к вам; очистите руки, грешники, исправьте сердца, двоедушные.
Иак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара Фест каланӑ: эй Агриппа патша, эй ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле пухӑннӑ ҫынсем! эсир халӗ пур иудей та айӑплакан ҫынна куратӑр, вӗсем ӗнтӗ, ман патӑма Иерусалимра та, кунта та пухӑнса пырса, ӑна чӗрӗ хӑварма юрамасть тесе кӑшкӑрчӗҫ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, Авраам йӑхӗн ачисем, эй сирӗн хушшӑрта Турӑран хӑраса тӑракан ҫынсем! ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ.26. Мужи братия, дети рода Авраамова, и боящиеся Бога между вами! вам послано слово спасения сего.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Павел тӑнӑ та аллипе паллӑ кӑтартса каланӑ: эй Израиль арӗсем, эй Турӑран хӑраса тӑракансем, итлӗр!16. Павел, встав и дав знак рукою, сказал: мужи Израильтяне и боящиеся Бога! послушайте.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр: 15. эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ; 16. ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ: 17. «юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ; 18. ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп. 19. Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм. 20. Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. 21. Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухне Иисус Таса Сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа хавхаланса ҫапла каланӑ: эй Аттем, эй тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи!21. В тот час возрадовался духом Иисус и сказал: славлю Тебя, Отче, Господи неба и земли!
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унтан кӑшт аяккалла пӑрӑннӑ та май пулсан ҫак сехет Хӑйӗнчен иртинччӗ тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ; 36. ҫапла каланӑ: эй Авва, эй Аттемӗм!
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав кун Мана нумайӑшӗ калӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир Санӑн ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? усалсене Санӑн ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и?
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мана: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!» тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сана нумай-нумай пӗчӗк ачапа вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пурте куҫҫулӗпе йӑлӑнаҫҫӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ пирӗнпе пӗрле пулни, Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытарманни суя тӗнлисене пурне те курӑнса тӑтӑр; 14. эй Ҫӳлхуҫамӑр, Ху: Эпӗ вӗсене тӑшманӗсен ҫӗрӗнче те пӑрахмӑп тесе каланӑ пек тусамччӗ».
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2. «эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑйӗн кӗллинче вӑл ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, иудейсен патши Езекия вӑхӑтӗнче Эсӗ Ангел ярса патӑн, вӑл вара Сеннахирим ҫарӗнчи ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкрӗ. 23. Эй тӳпе Ҫӳлхуҫи, халӗ те тӑшмансене хӑратма, сехӗрлентерме пирӗн умран пымашкӑн ырӑ Ангел ярсамччӗ. 24. Хӑвӑн сӑваплӑ халӑху ҫине усал шухӑшпа килекенсене Санӑн хӑватлӑ аллу тӗп тутӑр» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кӗлли ҫапла пулнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Пурне те Пултарнӑ Турӑ, хӑрушӑ та вӑйлӑ, тӳрӗ те хӗрхенекен кӑмӑллӑ, пӗртен-пӗр Патша, ырӑлӑх кӑтартакан, 25. пӗртен-пӗрех пурне те паракан, пӗртен-пӗрех тӳрӗ те пурне те пултаракан, ӗмӗрех пур Турӑ, Израиле мӗнпур усаллӑхран ҫӑлса пыракан, аттемӗрсене суйласа илнӗ, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Туррӑмӑр!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.