Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ пурте — шывра лӳшкенекен сарлака урамсем те, йӗпе асфальтӑн тӗкӗрӗ ҫинче сӑнланса тӑракан ҫуртсем те, ҫӑкӑр шӑрши те, паллакан номерлӗ трамвайсем те, — пурте, пурте паян ӑраснах илемлӗн, ӑраснах тӑванӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫакна пула, манӑн чӗрем татах та хыттӑн ыратса кайрӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах тӗплӗнрех вуласа тухсан, чӗрем ҫемҫелчӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл пӗрремӗш вагон патӗнче тӑра парать, эп, хайхискер, чупатӑп-чупатӑп ун патне, телейӗме кура чӗрем сиксе тухас пек.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам таврара мӗн пулса иртни ҫеҫ мана питӗ ерипен иртнӗ пек туйӑнчӗ — поезд платформа патнелле ытла майӗпен килет, пусма тӑрӑх анакан пирвайхи пассажирсем те питӗ майӗпен анаҫҫӗ, мана хирӗҫ те вӗсем тӗлӗнмелле майӗпен утаҫҫӗ — утаҫҫӗ те утаҫҫӗ вӗсем, Саня манӑн ҫаплах ҫук, каллех халӑх иртет, чӗрем татӑлса анас пек ӗнтӗ хамӑн, ҫук-ҫке вӑл.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ халӗ те, вокзала килсен, ҫавӑн пек туйӑм пуласран чӗрем шартах сикрӗ манӑн: ытти ҫынсем акӑ ман пекех такама кӗтсе илме пуҫтарӑннӑ, носильщиксем поезд патнелле васкаҫҫӗ, тӑрнаккай кондуктор, тирпейсӗр кӑвак мӑйӑхлӑскер, проводника темшӗн хаяррӑн ятлать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ҫак ача чухнехи пек чӗрем ҫӗкленнӗ туйӑма ҫухатасран хӑранӑ пек пултӑм.Я точно боялась, что долго теперь ко мне не вернётся это чудное, детское состояние души.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хывӑнса выртма та хирӗҫрӗ вӑл, чӗрем ыратмасть манӑн, терӗ вӑл, ӗнер апат пӗҫермен те, ҫу ҫине кӑшман тураса ҫинӗ, ҫавӑ юраман, терӗ кукамай.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗрем хыттӑн тапӑна пуҫларӗ, ӗнтӗ темшӗн тепӗр хутчен те: — Заполярьере, — терӗм.У меня сердце стало биться и биться, и зачем-то я ещё раз сказала: — В Заполярье.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗрем кӳтсех кайрӗ манӑн, коридора тухрӑм та итлеме тытӑнтӑм.У меня похолодело сердце, я вышла в коридор и стала слушать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑлне ҫыртса чӑтса тӑчӗ мӗскӗн, сӑнарӗ ытла телейсӗр курӑнчӗ, хамӑн та чӗрем ыратса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах Катя сӑмахӗсене аса илсенех чӗрем лӑпланатчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗтӗм сӑн-сӑпатсем ҫывхарса килсе хӑйсен вырӑнне йышӑнчӗҫ, ытла нумайччӗ вӗсем — вӗсен хушшинче лайӑххи тата ытларахчӗ, хӗпӗртесе кайнипе чӗрем те темле хускалчӗ, эпӗ калама ҫук савӑнтӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Катя, Катя!» — ӑшӑмра шухӑшларӑм та, уншӑн та кӳреннипе чӗрем хӗссе ыратнине туйса илтӗм.«Катя, Катя», — подумал я и почувствовал, что у меня сердце сжимается от обиды за нее, за себя.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗтӗм ӑшӑм вӗресе те тӑвӑлса тӑчӗ, чӗрем ҫирӗппине пула ҫеҫ малтанхи пекех лӑпланса тӑтӑм.Все во мне кипело и бурлило, и только усилием воли я сохранил прежнее спокойное выражение.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Валька, выльӑх! — терӗм эпӗ, хамӑн чӗрем сике пуҫланине туйса.— Валька, скотина! — сказал я, чувствуя, как у меня сердце начинает прыгать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗрем татах тӑвӑл пуласса сисет.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— А улпутӑрсем сирӗн ӑҫта? — тесе ыйтрӑм эпӗ чӗрем сехӗрленнипе.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ кепкӑна хыврӑм, манӑн пуҫӑм вӗриленсе кайрӗ, чӗрем татӑлас пекех ыратрӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ Николай Антоныч Катьӑпа калаҫнӑ саманта аса илтӗм, чӗрем манӑн ырата-ырата кайрӗ:Я представлял себе, как он разговаривает с нею, и сердце у меня так и ходило:
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн чӗрем хыттӑн тапма пуҫларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940