Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗлле the word is in our database.
Хӗлле (тĕпĕ: хӗлле) more information about the word form can be found here.
— Анасла, анасла та ҫумӑр ҫутар, — хавассӑн сас парать хӗлле шурӑ юр ҫине тӑнсӑр пулса ӳкнӗ тӑлӑх арӑм Ултутти, пӑнтӑ-пӑнтӑ та пиҫӗ хулҫурӑмлӑскер.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Мӗне пула ислетсе илнӗ вара эс ун ачине? — хӗлле пулса иртнине халӗ тин, ҫуракине тухсан, тӗпчесе ларать аслашшӗ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Нимӗн те ӑнланмасть Шӑнкӑрч: мӗн тӑваҫҫӗ ку ҫынсем утар пӳртӗнче хӗлле?

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӗлле инҫе ҫула кайма чаппан-аҫам е тӑлӑп тӑхӑннӑ.

Help to translate

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ту каҫи хӗлле

Перевал в зимнее время

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Хӗлле мединститут ҫинчен аса илтернӗшӗн тавах сана, чунӑм.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ку калаҫу хӗлле пулса иртнӗ, анчах ун хыҫҫӑн Петр Петрович урӑх нихҫан та хаваслӑ пулайман.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Иртнӗ хӗлле, пӑрлак ҫул ҫинче ӑнсӑртран шуса ӳксе, уруна та мӑкӑлтанӑччӗ.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

2007/2008 ҫ. хӗлле ҫӗнӗ лифт вырнаҫтарнӑ; 2007 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче кивӗ лифтпа юлашки хут Штефан Вайль обербургомистр тата 1200 яхӑн ҫын усӑ курнӑ.

Зимой 2007/2008 г. был установлен новый лифт; последнюю поездку на старом лифте 4 ноября 2007 года совершили обербургомистр Штефан Вайл и примерно 1200 человек.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Хӗлле тата муссонсем вӑхӑтӗнче те тавралӑха час-часах тӗтре карса илет, ҫакӑ транспорта ҫӳреме чылай кансӗрлет.

Зимой и во время муссонов часты туманы, что существенно затрудняет передвижение транспортных средств.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫынсем пурӑнакан лаптӑкӑн ытларах пайӗ вӑтам климатра вырнаҫнӑ, ҫулла чи пысӑк температура 28 ° C ҫитет, хӗлле чи пӗчӗк температура 0 °C яхӑн.

Большая часть обитаемой территории расположена в умеренном климате, с максимальной температурой 28 °C летом и минимальной около 0 °C зимой.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Вӑл тапхӑрта пирӗн мӑн асаннесемпе мӑн асаттесем хӗлле 30 градусран та сивӗрех ҫанталӑксенче шӑннӑ ҫӗре чавма тивнӗ:

Help to translate

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗлле вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, ҫулла колхоз хирӗнче тыр-пул туса илнӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ас тӑватӑп-ха, кӳршӗ ял — Ҫӗнкас ачисем хӗлле пирӗн шкула пукане театрӗ килсе кӑтартнӑччӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ҫапла ҫывӑрса вилеҫҫӗ ҫынсем хӗлле.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗлле мӗнле тӳсмелле унпа?

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Те хӗлле пулас тет ӗнтӗ: ни юр, ни ҫумӑр пулмарӗ ку.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртнӗ хӗлле ҫитмӗл ҫухрӑмри тӑванӗсем патне ларма каясшӑнччӗ вӑл, ашшӗ хирӗҫлерӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрре ҫеҫ иртмен ҫак ҫулпа Хумкка мучи — ҫуран та, лашапа та, хӗлле те, ҫулла та ҫӳресе курнӑ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗлле ҫеҫ ҫакнашкал мӑнаҫлӑ илем юр айне шӑпланса пытанать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed