Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) more information about the word form can be found here.
Петрук хӑйӗнчен икӗ хут пысӑкрах курӑнакан Сандок ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ те, ун ҫумӗнчен хӑпса, урай варрине кукленсе ларчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна ӗнтӗ Куҫмаран хӑйӗнчен ыйтас пулать пуль…

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ма ҫывӑрмастӑн? — ыйтрӗ Нина хӑйӗнчен виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех Ленӑран.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗнчен ыйтмасӑр авланнӑшӑн тата хӗрлисем енне куҫнӑшӑн мӗн виличчен каҫармарӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗкӗр умӗнче ҫаврӑнкаласа тӑрать те вӑл, хӑш чух хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет, хӗрелсе каять.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунта вӑл хӑйӗнчен хаклӑрах паракан пуррине курмарӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑх чухне, хӑйӗнчен ӑмӑртса илме пултаракан пулсан.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Авланнӑ хыҫҫӑн та, час-часах ӑна аса илсе, унпала туслашайманшӑн хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнетчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанран кулни Богданова хӑйӗнчен кулнӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ырхан хӗрарӑм хӑйӗнчен йӗрӗннине туйрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан тӗплӗнех ӑнланаймарӗ пулсан та, пӑрахут ҫине темӗнле япала йӑтса кӗрекене ҫирӗм пилӗк тенкӗ лекессе тавҫӑрчӗ, хӑйӗнчен куласран хӑрамасӑрах хура мӑйӑхли патне ҫывхарчӗ, унта вӑрӑм та ҫинҫе ещӗк выртнине курчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗнчен кулакан крючниксемпе тӗл пулас мар тесе, пӑрӑнса ҫӳрерӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫаврака питлӗ ҫамрӑках мар инке ачана хӑй патне илентерес темерӗ курӑнать, хӑш ялтан пулнине ыйтса пӗлсен хӑйӗнчен ҫичӗ ҫын урлӑ тӑракан хӗрарӑм патне кайма сӗнчӗ:

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Амӑшӗ ачана хӑйӗнчен пӑрас, кӑштах сивӗтес вырӑнне тата пушшех ҫывӑхлататчӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл тата та, тата та ташлатчӗ, ҫул ҫинчи тусана ҫӗклетчӗ пуль, анчах ӑна хӑйӗнчен чылай ҫамрӑкрах арҫын ачасемпе хӗрарӑмсем вӑйпах пар лаша кӳлнӗ урапа ҫине хӑпартса тӑратрӗҫ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫӗр ҫинчи, шыври чӗр чунӑн, кайӑк-кӗшӗкӗн, пуллӑн та хурт-кӑпшанкӑн ирӗклӗхӗ пӗр-пӗринпе тӑранса пурӑнакан, хӑйӗнчен вӑйлӑраххине тӗл пуличчен ҫеҫ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ташланӑ чухне Вӗҫелис Мукина хӑйӗнчен пӗр минут та уйӑрмарӗ, ӑна ытти хӗрсем, уйрӑмах Нина ҫавӑрса илесрен хӑрарӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Лайӑххисем ҫук, — вӗрентет асли хӑйӗнчен ҫамрӑкраххисене, — ыррисем пире валли мар.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӑйӗнчен кӑштах йӗкӗлтени-тӑрӑхлани те, ӗҫри пӗчӗк кӑлтӑк та ӑна йӗркелӗхрен кӑларса ярать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ирина хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнме пуҫларӗ, мӗншӗн вӑл хӑйне темӗн чул пӑшӑрхантарнӑ, нервине хавшатнӑ, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн амаланма пуҫланӑ юратӑвне туртса илме пулӑшнӑ ӗҫ вырӑнне талпӑнать-туртӑнать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed