Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хӑйсене те юраттарасшӑн, хӑйсене хӑйсем улталаса та пулин хӑйсене юратнине хапӑл тусах ӗненеҫҫӗ, хӑйсене юратаҫҫӗ пулсан вара — вӗсем телейлӗ; хӑйсене юратмаҫҫӗ пулсан та, хӑйсем савакан чуна пурпӗр юратаҫҫӗ, савакан чуна телей сунаҫҫӗ ҫеҫ те мар, ӑс-хакӑлпа та, пурлӑхпа та, — хӑйсем усӑ курма пултаракан мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк майсемпе, — ӑна телейлӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйсене хӑйсем вӗлерӳҫӗсен ӑслайлӑхӗ е, пач урӑхла, вӗсем хӑйсем ҫине алӑ хунӑ чухне темӗн тӗрлӗ меслетпе усӑ кураслӑх — пӗрешкел кӑмӑл-туйӑмӑн икӗ полюсӗ — татӑклӑнлӑха тата шухӑшласа хунилӗхе кӑтартаҫҫӗ; хӑйсене хӑйсем пурнӑҫран уйӑракансем ҫав тери йышлӑ.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫак сехетре мӗн ҫине пӑхатӑн, пурте чӑн-чӑн та илемлӗ картина пек курӑнать: хӗвел пайӑркисем йывӑҫсене ҫап-ҫутӑн ҫутатнипе ҫулҫӑсем те хӑйсем витӗр ҫип пек ҫинҫе ҫутӑ пайӑркисене ҫӗр ҫине яраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем халӗ ирхи сывлӑм тумламӗсемсӗр тӑрса юлнӑ та, йӑлтӑртатмаҫҫӗ; машинасем — кунта легковойсем те, грузовиксем те пур — лаша транспортӗнчен чылай инҫене икӗ рете ларса тухнӑ, шоферсем, хӑйсен йӑлипе пӗр ушкӑна пухӑнса тем ҫинчен питех те шакӑлтатса калаҫаҫҫӗ; кучерсен яланах ҫавӑн пек; хӑйсен ӗҫӗсем, хӑйсен интересӗсем пур — Дорофей вӗсен пуҫлӑхӗ, пурте вӗсем чикарккӑ туртаҫҫӗ, машинӑсем хӑваласа иртнӗ эпир пӗлекен ҫӳрен ӑйӑрсене тимлесех сӑнаҫҫӗ, — хӑйсемпе юнашар тӑракан лашасем ҫине пӑхмасӑр апат ҫиччӗр тесе, вӗсене айккинерех тӑратнӑ тачанка ҫумне кӑкарнӑ; тикӗт сӗрнӗ атӑ тӗсӗ кайнӑ лампассемлӗ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫийӗнчи тӑвӑртарах пиншакӑн тӳмисене пурне те тӳмеленӗ Тутаринов старик Никита Мальцевпа тата Стефан Петрович Рагулинпа тем ҫинчен калаҫать; вӑхӑт-вӑхӑтпа площадьре тытӑнчӑклӑрах сасӑ янӑраса каять: «Электричество пысӑк вӑй пулса тӑнине сирӗн ӑнланмалла ӗнтӗ!» — ку Прохор Ненашев хӑй пекех электриксене темскер ӑнлантарса парать; Илья Стегачев, пухӑва килнӗ кашни ҫынна сывлӑх сунать, хӑнасене типографи краски шӑршинчен те тасалса ҫитеймен ҫӗнӗ хаҫат парать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
14. Анчах та вӗсем итлемен, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗненмен ашшӗсем пекех чурӑс пулнӑ; 15. вӗсем Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, хӑйсене асӑрхаттарса каланине вырӑна хуман; ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса ӑҫтиҫука тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене «таврари халӑхсем пек ан тӑвӑр» тенӗ пулсан та, вӗсем ҫавсем хыҫҫӑн кайнӑ, 16. хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн мӗнпур ӳкӗтне манӑҫланӑ, хӑйсем валли шӑратса икӗ пӑру кӗлетки тунӑ, вӗсен чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ, вӗсем тӳпери ҫара пуҫҫапнӑ, Ваала ӗҫлесе тӑнӑ, 17. хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ пӑхнӑ, ӑрӑм-сурӑмпа аппаланнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса Ӑна ҫиллентернӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кула вӗсем пирӗн ӑпӑр-тапӑр япаласенчен мар, хӑйсенчен хӑйсем кулнӑ, хӑйсене ҫапла вараланӑ, хӑйсен нишлӗ чунӗсене ҫапла исӗрлесе пӗтернӗ тесе шутлӑпӑр.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Анчах хӑйсен умӗнче хӑйсем хытса тӑрасси, хӑйсенчен хӑйсем тӗлӗнесси кӗҫех вӗҫленчӗ, мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗ хавшаклӑх мӗнне манӑҫа кӑларчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Хӑш-пӗрисем хӑйсен ҫӳҫӗсене тӑпӑлтараҫҫӗ, тӑнран тухнипе хӑйсене хӑйсем кӑкӑртан чышаҫҫӗ, ӳке-ӳке пуҫӗсене ҫӗр ҫумне ҫапаҫҫӗ, пичӗсене юр ӑшне чикеҫҫӗ — вӗсем пӑрахса хӑварнӑ е вӗлернӗ ачисемшӗн, вилнӗ е нимӗҫсем хуса кайнӑ упӑшкисемпе пиччӗш-шӑллӗсемшӗн хӑйсен чӗрисем ыратнине макӑрса лӑплантараҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Артамонов тата ҫакна та асӑрхарӗ: Зинаидӑпа унӑн тус-хӗрӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне, салтак хӑйӗн службине тухма тивӗҫлӗ пулнӑ пек, хӑйсем пурпӗрех тума тивӗҫлӗ пулнӑ ӗҫ вырӑнне шутланӑ, хӑш чухне вара вӑл: вӗсем хӑйсен намӑссӑрлӑхӗпе хӑйсене те, тата тахӑшне урӑххине те улталаҫҫӗ, тесе шухӑшланӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пуринчен те аванни вӑл ҫакӑ, Гальцин князь кӑна мар, ҫак господасем пурте хӑшӗ чӳрече янаххи ҫине, хӑшӗ фортепьяно умне, хӑшӗ урисене ҫӳлелле туса вырнаҫса ларнӑскерсем, бульварта ҫӳренӗ чухнехипе танлаштарсан, пачах та урӑх ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ: ҫуран ҫар офицерӗсем умӗнче курнӑҫсӑрланнӑ пек, кулӑшла курнӑҫсӑрланмаҫҫӗ вӗсем, хӑйсене хӑйсем мӑнна хумаҫҫӗ; кунта вӗсем хӑйсем хушшинче, хӑйсем пек, уйрӑммӑнах Калугинпа Гальцин ҫав тери кӑмӑлламалла, уҫӑ чун-чӗреллӗ, савӑнӑҫлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ачасем пек курӑнаҫҫӗ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Акӑ тата мӗнлескерсем пулаҫҫӗ: хӑйсене хӑйсем ҫав тери тӗплӗн пӗлсе ҫитнӗ, хӑйсен кашни туйӑмӗ мӗнле хускалнине хыпашласа пӑхаҫҫӗ те хӑйсене: эпӗ акӑ туятӑп, акӑ эпӗ шухӑшлатӑп, тесе пӗлтереҫҫӗ.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӗсем хӑйсене хӑйсем ҫапла тӳрӗ тытса пыма пӗлнипе, хӑйсен дисциплинипе мухтанни тата вӗсене хӑйсем пит те пахана хуни курӑнсах тӑнӑ.И видно было, что они крепко дорожат и гордятся своей выправкой и дисциплиной.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Нумайччен чуптуса тӑма унӑн вӑхӑт пулмарӗ, мӗншӗн тесен халӗ ӗнтӗ улӑхсен леш енче йывӑр снарядсем кӗрӗслетсе ҫурӑлнине, тусен леш енче пушар пулнипе пӗлӗте хӗрлӗ сӑн ҫапнисене пурте хӑйсен куҫӗсемпе хӑйсем курса, хӑйсен хӑлхисемпе хӑйсем илтсе тӑнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Инструктор, пай заведующийӗ хӑйсен ӗҫне мӗнле ӑнланнине, пурне те хӑйсем тӗллӗн мӗн чухлӗ лайӑх тума пултарнине эпир пӗлместпӗр, юлашкинчен, ӳсеҫҫӗ-и вӗсем теорипе ӑс-хакӑл енчен е вӗсем кулленхи тӑрмашу ӑшне путса ларнӑ та хӑйсем ертсе пымалли ҫынсем хӑйсенчен тахҫанах иртсе кайнине те курмаҫҫӗ, — ҫакна тӗрӗслеместпӗр.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун пек ӗҫсем ҫинчен ытти ҫынсемпе калаҫнинчен нимӗнле усӑ та пулас ҫук, мӗншӗн тесен ытти ҫынсем ун пек чухне пурпӗрех ирсӗррӗн хӑтланаҫҫӗ: хӗрарӑма намӑслантараҫҫӗ, хӑйсен ятне яраҫҫӗ, унтан вара, хӑйсен юлташӗсем патне кайса, йышӑнма пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен паттӑрлӑхӗпе, ырӑ кӑмӑллӑхӗпе е хӑйсем илӗртме пултарнипе савӑнса мухтанаҫҫӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫынсем, каҫхи тӗттӗмре хуллен-хулленех курӑнми пулса, куҫран ҫухалса пӗтнӗ, килӗсенелле саланнӑ, хӑйсем халиччен курман шиклӗхпе таврӑннӑ; хӑрамалла пат пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ вӗсене; хӑйсен пурнӑҫӗнчи драмӑна, хӑйсен пурнӑҫӗ вӑл — чурасен ним правӑсӑр, ухмахла пурнӑҫӗ иккенне кӑшт чухласа илнӗ пек пулнӑ… унтан тата хӑйсене мӗн усӑллӑ пек, мӗн аван пек пулать, ҫавӑнпа пуринпе те майлашса пурӑнма хатӗр пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫыннисем те, малтан ҫав шава хӑйсем пуҫарса янӑскерсем, кулӑшла та мӗскӗн: вӗсем тусанлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, вӗлтӗркке, — вӗсен хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинче выртакан йывӑр тавар айӗнче ӳпӗннӗ кӗлеткисем, шӑрӑхпа шӑв-шавра, пӗлӗт пек тусан ӑшӗнче унталла та кунталла васкаса чупса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем, таврари хӑйсене хупласа тӑракан темӗн ҫӳлӗш тимӗрсемпе, тавар куписемпе, кӗмсӗртетекен вагонсемпе, хӑйсем тунӑ япаласемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех ҫухалса каяҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӗсем хӑйсене хӑйсем те, пӗрне-пӗри те суйман: вӗсем хӑйсен чӗрисем мӗн каланине палӑртнӑ, чӗре сасси хӑйсем ӑшра сӑнарлани урлӑ ҫиеле тухнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Калаҫасса хӑвӑрт калаҫать, сӑмахӗсене ытла эрешлентерме юратать: пурнӑҫра май килнӗ чух кирек хӑш самантра та калама юрӑхлӑ хатӗр ҫивчӗ сӑмахсемпе калаҫаканнисенчен пӗри ӗнтӗ вӑл, ун пек ҫынсене чӑн-чӑн илемлӗх нимӗн чухлӗ те хускатмасть, вӗсем хӑйсене хӑйсем пысӑка хурса, хӑйсен калама ҫук пысӑк туйӑм пур пек, кӑмӑлӗ хӗрсе тӑнӑ пек, акӑш-амакӑш хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттернӗ пек тыткалаҫҫӗ хӑйсене.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сулахай енче, мӑн ҫынсем ларакан саксем хыҫӗнче, вӑхӑтлӑха тунӑ сарлака платформа ҫинче, экзаменра тухса каламалли ачасем лараҫҫӗ: пӗчӗк арҫын ача ӗречӗсем, пичӗсене ҫав тери таса ҫунӑскерсем, таса тумланнӑскерсем, хӑйсене ҫыхса лартнӑ пекех туйса лараҫҫӗ, юнашарах хӑйсене тирпейлӗ тытман пысӑкрах ача ӗречӗсем; батист та кисея тумланса капӑрланлса ларнӑ хӗрачасемпе хӗрсен шап-шурӑ ҫеҫ курӑнакан ӗречӗсем ҫав хӗрсем хӑйсен аллисем ҫара пулнине, хӑйсем ҫинче кукамӑшӗсен шӑкӑрчисем, ҫӳҫӗсем ҫинче шупка та кӑвак бантсем тата чечексем пулнине пӗр минутлӑха та манмаҫҫӗ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
12. Вӗсем йӗрӗхсене иленнӗ халӑха ӗҫлесе тӑчӗҫ, Израиль килне йӗркесӗрлӗх енне илӗртрӗҫ, ҫакӑншӑн Эпӗ вӗсем ҫине аллӑма ҫӗклерӗм, ӗнтӗ вӗсене хӑйсен айӑпӗшӗн хаса ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; 13. вӗсем Ман патӑма ҫывӑхараймӗҫ, апла Ман умӑмра кӗлӗ тӑваймӗҫ, Манӑн сӑваплӑ япаламсем патне, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пыраймӗҫ, хӑйсен намӑсне, хӑйсем тунӑ йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене хӑйсемех йӑтӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.