Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хирсем (тĕпĕ: хир) more information about the word form can be found here.
Хирсем машина-трактор сассисемпе тулчӗҫ.

Help to translate

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d1%85%d3%9 ... %87%d3%97/

Пахчасем, хирсем, вӑрмансем ҫийӗн кӑнтӑралла вӗҫсе иртекен карти-карти хуркайӑк сасси вӑрахчен тунсӑхлӑн илтӗнсе юлать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирсем ҫинче кунӗпе вӗлтӗртетсе ывӑннӑ ӑрша ҫухалсан, таҫти аякри сасӑсем уҫҫӑнрах илтӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи хӗвел ҫӳлелле ҫӗкленнӗҫем ҫуллахи кун янравӗ ял тӑрӑх, хирсем урлӑ вӑрманалла хӑвӑртран хӑвӑрт сарӑлса пычӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Асфальт ҫул типнӗха, хирсем вара шӑнран йӑшса ҫемҫелсе кӑна ҫитнӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Чикесӗр, вӗҫӗ-хӗрсӗр, палламан хирсем.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа хуҫалӑх хирӗсенче кукша хирсем — вӑрлӑх ҫитейменнипе акмасӑр хӑварнӑ вырӑнсем юлчӗҫ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта пирӗн пушӑ хирсем выртаҫҫӗ.

Здесь находятся наши пустыни.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унта Кара-Кум тата Кызыл-Кум ятлӑ хӑйӑрлӑ пушӑ хирсем урлӑ икӗ пысӑк шыв ҫеҫ юхса каҫса, Арал тинӗсӗ хӗррисем патне ҫитеҫҫӗ.

Только две большие реки пересекают песчаные пустыни Кара-кум и Кызыл-кум и доходят до берегов Аральского моря.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Атӑл хутӑш вӑрмансен зони урлӑшпе тенӗ пек каҫса каять вӑл Калинин, Горький, Хусан хулисем патӗнчен юхса иртет те, ҫеҫен хирсем урлӑ юхса пырса, хӑйӗн шывне Каспия тинӗсне илсе пырать.

Волга пересекает почти всю зону смешанных лесов, протекает мимо городов Калинина, Горького, Казани и несет свои воды через степи в Каспийское море.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сивӗре те, ҫил-тӑманра та, тӗтре чухне те, поляр каҫӗ тӑнӑ чух тӗттӗмре те ненецсем вӗҫӗ-хӗррисӗр тундра тӳремлӗхӗ тӑрӑх, нимӗн сас-чӗве те илтӗнмен юрлӑ хирсем тӑрӑх пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ.

В морозы, в метели, и туманы, во мраке полярной ночи кочуют ненцы по безмолвным снежным просторам, по бескрайней равнине тундры.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ир те каҫ хирсем ялтравлӑ, Ир те каҫ васан тӗтреллӗ…

Help to translate

Август // Юрий Айташ. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... st-3374193

Сывлӑш таса, йӗри-тавралӑх янках уҫӑлса кайнӑ пек, инҫет те, пушаннӑ хирсем витӗр, тӑрӑ тӳпе айӗн ахаль чухнехинчен инҫе пек курӑнать…

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫавӑн чухне мӗнпур ҫутҫанталӑк: хирсем те, вӑрмансем те, ялсем те, хуласем те, уйӑх ҫутинче кӑваккӑн йӑлтӑртатса юхакан юханшывсемпе пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе те, — пурте, пурте этем чунӗ ҫинчен, унӑн таса юратӑвӗ ҫинчен асамлӑ юрӑ юрланӑ пек туйӑнчӗ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хирсем тӑрӑх пӗлӗте ҫити тусан юписем пӗтӗрӗнсе хӑпараҫҫӗ.

Help to translate

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь хирсем пушӑ, утлӑ ҫарпа таҫта та ҫитме пулать, — терӗ Хусан княҫӗ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлет-Гирей тинӗс таврашӗнче ҫеҫ ашкӑнса ҫӳресшӗн мар иккен-ха, ҫеҫен хирсем урлӑ каҫса Мускав патнех ҫывхарасшӑн.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Умра ҫырма-ҫатра касса кайнӑ хирсем.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

— Ан хӑра, — лӑплантарчӗ вӑл мана, — тепрер икӗ ҫултан пирӗн хирсем те Украина ҫӗрне ҫитӗҫ…

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хирсем кунсерен ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ продукцирен пушансах пыраҫҫӗ.

Help to translate

Хирсем пушанса пыраҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed