Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Фратю (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Юрдан пеккисем тӳрре тухнӑ кунсем те ҫитрӗҫ ҫав, Фратю йышши ҫынсем тӳрӗ ҫынсен шутӗнчеччӗ-ха.

Наступили такие времена, когда Юрданы оказались правы, а люди, подобные Фратю, считались честными.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю кӑшкӑрнине хирӗҫ пӗр сӑмах та илтӗнмерӗ.

Здравица Фратю не встретила отклика.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Колчо хальхинче Фратю господин сассине уйӑрса илчӗ.

На этот раз Колчо узнал голос господина Фратю.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ыттисем те Фратю майлӑ пулчӗҫ.

Другие поддержали Фратю.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эп те сӑмах ыйтасшӑнччӗ, — терӗ Фратю господин, — ларӑва хуптарасшӑнччӗ эпӗ.

— И я хотел попросить слова, — сказал господин Фратю, — чтобы предложить закрыть заседание.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитетӑн ҫӗнӗ членӗсене Врагова, Фратю господина, Кандова йышӑннӑччӗ.

Новыми членами комитета были Врагов, господин Фратю и Кандов.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю юлташӗсене мухтанса пӑхса илчӗ.

И Фратю окинул товарищей гордым взглядом.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпир те тупӑсем тума пултаратпӑр, — асӑрхаттарчӗ Фратю господин.

— Можем и мы сделать пушки, — заметил господин Фратю.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эп те республикӑшӑн, — терӗ пӗри, Фратю господин хутне кӗрсе.

— И я за республику, — поддержал кто-то господинаФратю.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Шухӑшлатӑп та, — пуҫларӗ Фратю господин, — пирӗншӗн вӑл чи лайӑххи — республика туни; ӑна Балкан республики теме те юранӑ пулӗччӗ.

— Я думаю, — начал господин Фратю, — что самое лучшее — это республика; ее можно будет назвать «Балканской республикой».

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю вара пӑлхавҫӑ тумтирне тӑхӑнать те, туллиех хӗҫ те пӑшал ҫакса тултарса, сӑн ӳкерттерет.

Тогда Фратю сфотографировался вооруженным до зубов и в одежде повстанца.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю вара хӑйӗн статйине «3намя» хаҫат валли тесе, Ботева ярса панӑ, статйине унта та йышӑнман.

Фратю послал свою статью Ботеву для «Знамени», но и там его ждала та же участь.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Энтри кунӗ иртсен часах Фратю Румыние тухса тарнӑ, урӑх нихҫан та «политикӑпа ӗҫлеместӗп» тесе хӑйне сӑмах панӑ.

Фратю бежал в Румынию вскоре после андреева дня, дав себе честное слово никогда больше не «заниматься политикой».

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсен хушшинче хамӑр паллакансем те пур — ҫурт хуҫи, комитет председателӗ Соколов, Димчо пуп, Франгов, Попов, Николай Недкович, Кандов, паян ӑна алӑ ҫупсах комитет членне йышӑнчӗҫ, Фратю господин та пур, мункун тӗлне вӑл Румынирен таврӑннӑ та ӳкӗннипе те темиҫе хут хистесе ыйтнипе кӑна комитет членне ӑна каллех йышӑнчӗҫ.

Среди них были и наши знакомые — хозяин дома, председатель комитета Соколов, поп Димчо, Франгов, Попов, Николай Недкович, Кандов, принятый сегодня под гром аплодисментов в члены комитета, а также господин Фратю, возвратившийся из Румынии на пасху и принятый вновь лишь после многочисленных просьб и покаяний.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах унта Огнянова мар иккен, Фратю господина тытнӑ, ӑна Нимфродора матушкӑ пӳлӗмӗнчи сак айӗнчен туртса кӑларнӑ, палласа илсенех кӑларса ячӗҫ.

Но оказалось, что поймали не Огнянова, а господина Фратю, которого вытащили из-под лавки в келье матери Нимфодоры и сразу же отпустили.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю господин, килӗшнӗ пек пулса, пуҫне сӗлтсе илчӗ, унтан малалла иртрӗ те хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне пӑрӑнса иртрӗ.

Господин Фратю кивнул в знак согласия и, пройдя немного вперед, свернул к женскому монастырю.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӑвӑртрах, Фратю, илтетӗн-и? — юлашки хут тимлерӗ Соколов.

— Фратю, скорее, слышишь? — в последний раз повторил Соколов.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю пичӗ-куҫӗ улшӑнчӗ.

Фратю переменился в лице.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрӗ, калӑп, — иккӗленерех каласа хучӗ ӑна-кӑна тӗшмӗртекен Фратю господин.

Хорошо, передам, — ответил, явно колеблясь, благоразумный Фратю.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю господинӑн пӗчӗкҫӗ пит-куҫӗ хӑранипе путса кӗнӗ пек курӑнчӗ.

действительно охраняются полицией Лицо его застыло от ужаса.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed