Шырав
Шырав ĕçĕ:
Федерацийӗнче (тĕпĕ: федераци) more information about the word form can be found here.
Чӑваш Республикинче тӑтӑш турттарассине йӗркелес ӗҫ-хӗле Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче пассажирсене тата багажа автомобиль транспорчӗпе тата хулари ҫӗр ҫинчи электричество транспорчӗпе турттарассине йӗркелесси тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 220-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федераци саккунӗ), федерацин ытти саккунӗсемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсемпе, ҫак Саккунпа тата Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗсемпе, муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсемпе йӗркелесе пыраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Раҫҫей Федерацийӗнче кун пекки урӑх ҫук.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче 2009-2018 ҫулсенче телерадиовещание аталантарасси» программипе килӗшӳллӗн республикӑра цифра телерадиовещанийӗн патшалӑх сетьне хываҫҫӗ.
Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Федерацин 2003 ҫулхи октябрӗн 6-мӗшӗнчи «Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен» 131-Ф3 номерлӗ саккунӗнче ял тӑрӑхӗн полномочийӗсене туллин палӑртнӑ.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Чӑваш Республики РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн Павел Астаховӑн рейтингӗнче Раҫҫей Федерацийӗнче ачасене пурӑнмашкӑн хӑтлӑ 10 регион йышне кӗнӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
2015 ҫул Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Указӗпе Раҫҫей Федерацийӗнче Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьев Указӗпе Чӑваш Енре К.В.Иванов ҫулталӑкӗ пулчӗ.
Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Раҫҫей Финанс министерстви ирттернӗ рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, программа тӑкакӗсен тӳпи енӗпе Чӑваш Ен 2013 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Страницăсем:
- 1
- 2