Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урташ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кашни ялӗнчен чаплӑ ҫыравҫӑсем тухнӑ: Пӑрӑнтӑкра Иван Яковлев, Пӳркелӗчен Иван Юркин, Мӗтри Юман, Владимир Ухли, Пимӗрселтен Тайӑр Тимкки, Константин Петров, Раккассинчен Валентин Урташ, Элшелтен Николай Дедушкин, Владимир Чебоксаров, Валерий Ашкеров, Василий Цыфаркин…

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Степан Аслан патне Шупашкартан паллӑ поэтсемпе писательсем килсе ҫӳренӗ: Валентин Урташ, Николай Евстафьев, Илпек Микулайӗ тата ыттисем те.

Help to translate

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

«Юрӑҫа вилӗм тивмест», — тенӗ В.Урташ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Урташ фондне йӗркелес си ҫинчен каланине те халӑх хапӑл туса йышӑнчӗ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Анатолий Тимофеев Раккасси шкулне Урташ ятне пама сӗнчӗ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Анатолий Малышев: «Урташ пурӑннӑ ҫулсенче ертӳҫӗсемпе те, чиновниксемпе, пит килӗштереймен. Чӗлхине пулах чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвне те кайран, вилес умӗн кӑна илчӗҫ».

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

«Эпӗ тӑвансем пе, тӑван ялпа сывпуллашма килтӗм, хам тӗнчерен уйрӑласса сисетӗп», — тенӗ ун чухне Урташ тусӗпе те сывпуллашса.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

«Эпир Урташ ӗҫне малалла тӑсма тӑрӑшатпӑр, йӗплес-чӗпӗтес тесен, камран тӗслӗх илмелли пур», — терӗ редактор «Сувар» ҫырӑнакансене тӗрӗс суйлав тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ май.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Хусанта тухса тӑнӑ «Хӗрлӗ ялав» корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ чухне В.Урташ ҫивӗч сӑмахӗсенчен ертӳҫӗсем, тӳре-шарасем хӑраса тӑнӑ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

«Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев Валентин Урташ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисем ачаранах манӑҫми пулса тӑни ҫинчен каларӗ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Сцена ҫинчен ҫак кун В.Урташ сӑвви-юрри янӑрарӗ, залта ларакан халӑх та юратнӑ юрӑсене юрламасӑр тӳсеймерӗ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Урташ вӑл Урташ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Урташ — чӑваш сӑмахӗн асамҫи, пире хальхи пурнӑҫра ҫавӑн пек ҫынсем ҫитмеҫҫӗ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

«Урташ юррисем вилмен, вӗсем халӗ халӑх чӗринче, асӗнче. Сӑвви-юррисем халӗ те ӗҫне малалла тӑваҫҫӗ: Тӑван ҫӗршывӑмӑра, чӗлхемӗре, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене юратса, хисеплесе пурӑнма вӗрентеҫҫӗ, пӗтӗм пурнӑҫне, ӗмӗтне, халӑх кун-ҫулӗпе ҫыхӑнтарнӑ поэт хӑй те манӑҫмасть», — тесе ҫырать Василий Цыфаркин В.А.Урташ пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалласа кӑларнӑ «Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм» кӗнекинче.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Унта хура гранит ҫине шурӑпа ҫак вырӑнта чӑваш поэчӗ, юрӑҫи, вӑрҫӑ паттӑрӗ В.А.Урташ ҫуралса ӳсни ҫинчен пӗлтерсе ҫырнӑ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Валентин Урташ ҫуралнӑранпа 85 ҫул

85 лет со дня рождения Валентина Урташа

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Вырӑсларан чӑвашла Валентин Урташ куҫарнӑ.

С русского на чувашский перевёл Валентин Урташ.

Стожар // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑсларан чӑвашла Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ: пӗрремӗшне, виҫҫӗмӗшне, тӑваттӑмӑшне — Валентин Урташ, ыттисене — Илпек Микулайӗ.

С русского на чувашский перевели Валентин Урташ и Николай Ильбек: первую, третью, четвертую — Валентин Урташ, остальные — Мигулай Ильбек.

Икӗ капитан // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уйрӑмах Валентин Урташ ҫинчен унӑн аппӑшӗ — Анна Андреевна Фадеева-Яковлева — тӗплӗн каласа пачӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Канаш» хаҫатӑн журналисчӗ Ульяновска ҫул тытса тарӑн шухӑша путрӗ: «Чӑнах та, Тӑхӑрьял тӑрӑхӗ — поэтсемпе ҫыравҫӑсене ҫут тӗнчене парнелекен литература ҫӑлкуҫӗ. Тен, манӑн хайлавӑмсем те ҫав ҫӑлкуҫа типме памӗҫ. Эпӗ ахальтен-им Раккассинче, чӑваш прозипе поэзийӗн легенди — Валентин Урташ — ҫут тӗнчене килнӗ Ҫӗр-анне ҫинче ҫуралнӑ...» Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче, Тӑхӑр ялӑн садӗнче, Тӑхӑр тӗслӗ ташӑ пур, Ҫитмӗл тӗслӗ юрӑ пур.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed