Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урайӗнче (тĕпĕ: урай) more information about the word form can be found here.
Сӗтел ҫинче те, йӗри-тавра арӑш-пирӗш ларакан пукансем ҫинче те, диван ҫинче те, урайӗнче те «Искусство» журналӑн тӗрлӗ ҫулсенче тухнӑ номерӗсемпе живопись ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем сапаланса выртаҫҫӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Урайӗнче — кавирсем, йӗри-тавра хаклӑ сӗтел-пукан — мӗн тесе йытӑ усрамалла-ха ҫавӑн пек хваттерте?

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мачча ҫинчен антарнӑ ӑпӑр-тапӑр тепӗр кунчченех алкум урайӗнче выртрӗ, Укаҫпа Хветура тултарса лартнӑ михӗсенчен пӗри те тӗпсакайӗнчен хӑпараймарӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Толя тетен пӳртӗнче таса, мӗнпур япала хӑй вырӑнӗнче, урайӗнче пӗр ҫӳпӗ те кураймӑн.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

— Юлташ, урайӗнче панулмисем йӑваланса выртаҫҫӗ, сирӗн мар-и вӗсем?

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ҫитсе кӗнӗ чух пӳлӗмре йӗркесӗртерехчӗ: сӗтелпе диван ҫинче те, урайӗнче те хутсем, уҫса хунӑ кӗнекисем те тӗлли-паллисӗр сапаланса выртатчӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑвар туллин кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн Таранов кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ те урайӗнче выртакан журнала тепӗр хут ярса тытрӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урайӗнче ковер.

На полу – ковер.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Даша магазинран килсен, хӑйӗн пиччӗшӗ, пуҫне хирӗнчӗклӗн туса, урайӗнче выртнине курчӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Камӑн кама тав тумалла — калама пӗлместӗп, — пуҫне пӑркаларӗ арҫын, хӗрарӑм пекех урайӗнче лараканскер.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Пӑрушӗ илемлӗ тата», — савӑнать Вера, урайӗнче выртаканскер.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗрӗкне хывманскер урайӗнче выртать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫакӑр! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк урайӗнче выртакан Асмантее мӗнпур вӑйӗпе тапса.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Турра парне ҫакӑн пек пулмалла, — урайӗнче выртакан ача ҫине тӑсса кӑтартрӗ пуп.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урайӗнче — сӑнӑсем, айпӑлтасем, анкарсем.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳртре кравать ҫинче те, урайӗнче те нимӗҫ салтакӗсем выртаҫҫӗ, пурте ӑшӑ ыйхӑра.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫав вӑхӑтра пӗчӗк Ваҫҫапа Праскин Кӗтерук хӗрачи урайӗнче выляса лараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

Карчӑк панӑ ҫӑкӑра ҫисе ятӑмӑр та, Хуралпа ҫара урайӗнче ҫывӑрса кайнӑ.

Help to translate

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче те, лармалли вырӑнӗнче те, урайӗнче те чечеклӗ кавир.

Help to translate

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урайӗнче палас, чӳречисене чӗнтӗрсем карнӑ, стена ҫинче сехет.

Help to translate

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed