Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унтан the word is in our database.
Унтан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Унтан, нимӗн те асӑрхаман пек, хытах калаҫма пуҫларӗ:

И, делая вид, что не замечает ее, уже громче заговорил:

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Агафонӑн куҫ айӗ эрнипех кӑвак ҫӳрерӗ — Дарья ӑна чышкӑпа тӑхӑнтартса янӑ, хӑй ҫапах унтан кулма пӑрахмасть.

Агафон с неделю синяк под глазом во всю щеку носил — съездила его Дарья кулаком, а все не бросает над ней потешаться.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кай, Варькӑ пек будка хыҫне, унтан сана тӳрре тухма ҫӑмӑлрах пулать!..

Ступай, как Варька, за будку, оттуда тебе легше будет оправдываться!..

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан вӗсем ҫул тӑршшӗпех, стана ҫитичченех сӑмах хушмарӗҫ…

…Потом, до самого стана, они всю дорогу молчали…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов нумӑйччен чӗнмесӗр пычӗ, унтан каларӗ:

Давыдов после длительного молчания сказал:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав каҫ эпӗ, алӑк янахӗ ҫинӗ тӑрса, юлашки паллӑ туртрӑм, унтан паллӑ тунисене пурне те тӑлаварпа шӑлса пӑрахрӑм.

В ту ночь я отметился у притолоки в последний раз, потом стер все отметки тряпкой.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан часах Аверьян пиччӗшӗ — хӑрах куҫлӑ Сергей вӑрман каснӑ ҫӗрте шӑнса пӑсӑлчӗ, — чирлекелерӗ те вилчӗ: ӳпки шыҫнӑ унӑн.

А тут вскоре простудился на порубке леса Сергей-косой — Аверьянов брат, — похворал и помер: в легких у него случилось воспаление.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан Давыдов ыйтрӗ:

Потом Давыдов спросил:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Суранпа пурӑн, хӑв юнна умран юличчен, тӑраниччен ҫӑт, унтан кӑнса вырт!»

Поживи калекой, поглотай свою кровицу вволю, всласть, а потом издыхай!»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫурӑмӗ ҫине таянчӗ, чӗнмерӗ, унтан пӑшӑлтатнӑ пек ерипен каларӗ: «Ман айӑпа пула ку алӑ куҫҫуль те сахал мар шӑлнӑ…» — стена еннелле ҫаврӑнчӗ те вилчӗ, кайрӗ леш тӗнчене Власий туррӑн ут кӗтӗвӗсене кӗтме…

Он прилег на спину, помолчал, а потом почти шепотом сказал: «И слез она по моей вине вытерла немало…» — отвернулся лицом к стенке и помер, пошел на тот свет угоднику Власию конские табуны стеречь…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗл тутарнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш талӑкра кӑна, каҫ пулас умӗн, салхуланчӗ, вырӑн ҫинче туртӑшма пуҫларӗ, унтан сиксе тӑчӗ те анне ҫине пӑтранчӑк, анчах хаваслӑ куҫӗсемпе пӑхать:

Только на третьи сутки после соборования перед вечером затосковал, заметался по кровати, а потом вскочил, глядит на мать мутными, но веселыми глазами и говорит:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аттене вӑл нумайччен намӑслантарчӗ, ӳкӗтлерӗ, атте нимӗн те шарламасть, унтан калать:

Долго он отца совестил и уговаривал, отец все молчал, а потом сказал:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, пырса ҫапӑнать, ӑнсӑр пулса выртать, хӑйне кирлӗ чухлӗ, тӑн кӗриччен, унтан тӑрать те киле ҫуран таврӑнать.

Ну, вдарится, полежит без памяти, сколько ему требуется, чтобы очухаться, а потом встанет и командируется домой пешком.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Станицӑна ҫитиччен ҫирӗм тӑватӑ ҫухрӑм — шак сиккипе, унтан та ҫаплах.

До станицы двадцать четыре версты — наметом и оттуда так же.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн вилнӗ атте маттур сунарҫӑ пулнӑ, унтан ытла — юлан утпа ҫӳреме юратнӑ.

У меня покойный родитель лихой был охотник, а ишо лише — наездник.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тытӑнса пурӑнать-пурӑнать те, унтан, черкке шӑршласа пӑхсанах, пуҫлать вара пӗр уйӑх сӗрем кӑларма!

Держится, держится, а потом, как только рюмку понюхает, и пошел чертить на месяц!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан хӑйӑлтатакан сасӑпа хуравларӗ:

Потом ответил скрипучим голосом:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан унӑн тӗлсӗр пӑхкаласа пыракан куҫӗсем тӳпере курӑни-курӑнми пӑнча асӑрхарӗҫ.

Потом рассеянно блуждающий взгляд его поймал в небе еле приметную точку.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Марина Поярковӑна, иртнисене хӑшне-пӗрне аса илчӗ, ассӑн сывларӗ, унтан хаваслӑн кулса илчӗ те ял Советне уттарчӗ.

Вспомнил он Марину Пояркову, еще кое-что из пережитого, горестно вздохнул, но улыбнулся весело и пошел наведаться в сельсовет.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн активист пултӑр унтан, тетӗп ӑна, — мемме, активист мар.

Какой там, говорю ему, активист — слезы, а не активист.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed