Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унсӑр (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Ҫулсем иртнӗҫем архив пуянлансах пынӑ, унсӑр пуҫне республикӑри мӗнпур архив малтанах ӗҫ тӑвакан комитетӑн, унтан ШӖМ, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн тытӑмӗсенче шутланса тӑнӑ.

Help to translate

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Унсӑр пуҫне фестиваль темипе выляв фильмӗсен сценари проекчӗсен конкурсӗ те иртӗ.

Help to translate

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Рынок саманинче куҫ курманнисем вӑй хуракан предприятисен продукцийӗ конкурентлӑ мар, унсӑр пуҫне хӑйхаклӑхӗ пысӑкки те аталанма кансӗрлет.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Унсӑр пуҫне саккӑрмӗш ҫул «Телеюрӑ» шоу ертсе пыратӑн...

Кроме этого уже 8 лет как ведешь шоу «Телеюрӑ»...

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Унсӑр пуҫне тактикӑллӑ ядерлӑ хӗҫ-пӑшал та илсе кайнӑ.

Help to translate

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Пирӗн кашни пӗр кимӗ пуҫне вӗсене хирӗҫ кӗрешекен пӗрер авианосец тивнӗ (40 самолет тата вертолет), унсӑр пуҫне шырав электроникипе тивӗҫтернӗ 50 ытла карап.

Help to translate

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Унсӑр пуҫне, 2014 ҫулта Чӑваш Енри 19 пине яхӑн ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме уйӑракан субсидисемпе усӑ курнӑ.

Кроме того, почти 19 тыс. семей в Чувашии в 2014 году воспользовались субсидиями на оплату жилого помещения и коммунальных услуг.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Унсӑр пуҫне, 2015 ҫулта ялхуҫалӑх кооперативӗсене пурлӑхпа техника никӗсне туса хума, анлӑлатма тата ҫӗнетме грант пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ.

Кроме того, в 2015 году планируется оказание грантовой поддержки сельскохозяйственным кооперативам для создания, расширения и модернизации материально-технической базы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Унсӑр пуҫне, муниципалитетӑн 337 программине йышӑннӑ тата вӗсем вӑйра тӑраҫҫӗ.

Кроме того, приняты и действуют 337 муниципальных программ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Унсӑр пуҫне, «Турбоком-Инвест» производствӑпа коммерци фирмин турбокомпрессорсем туса хатӗрлекен Раҫҫейри пӗртен-пӗр завочӗ хута каймалла, вӑл ют ҫӗршыври паллӑ тавар туса кӑларакансен продукцине улӑштарассине тивӗҫтерӗ.

Кроме того, появится единственный в России завод по изготовлению турбокомпрессоров производственно-коммерческой фирмы «Турбоком-Инвест», который обеспечит замещение продукции известных зарубежных производителей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Унсӑр пуҫне килӗнче ултӑ пиччӗшӗпе виҫӗ аппӑшӗ пулнӑ – Николай чи кӗҫӗнни.

Help to translate

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed