Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир Ҫӗр ҫине Уйӑх ҫинчен пӑхма пултарнӑ пулсан, пире Ҫӗрӗн ҫавракӑшӗ Уйӑхран вунпилӗк хут пысӑкрах, сакӑрвунӑ хут ҫутӑрах курӑннӑ пулӗччӗ.
Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫутҫанталӑка мӗншӗн вуникӗ уйӑха пайланӑ? ҫакӑн сӑлтавӗ — Уйӑх.Почему год разделен на двенадцать месяцев? причина этому — Луна.
Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
«Уйӑх патне ҫитме мӗн тери инҫе!» — тейӗн тата эсӗ, ҫав сӑмахсене каланӑ хушӑра ҫутӑ пайӑрки Уйӑх патне ҫитме те ӗлкӗрет.Ты скажешь: «Как далеко до Луны!», а луч света донесся до нее, пока ты говорил эти четыре слова.
Ҫӗр чӑмӑрӗ мӗн пысӑкӑш? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пуринчен ҫывӑхра Уйӑх пӗлӗчӗ, вӑл Ҫӗр тавра ҫаврӑнать, ун ҫумне Уйӑх ҫыпҫӑннӑ.Ближе всех небо Луны: оно вращается вокруг Земли, и к нему наглухо прикреплена Луна.
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уйӑх шуса тухнӑ, унӑн ҫуттинче ҫӳп-ҫап купи ҫинче выртакан пушӑ калай савӑт йӑлтӑртатса илнӗ, сарайӑн тимӗр тӑрри ҫуталнӑ, анчах уйӑх пӗлӗтсем айне кӗрсе пытаннӑ та, таврана каллех тӗттӗм хупланӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Уйӑх хушши пӑлханма тивет — уйӑх пӑлханӑпӑр, иккӗ пулсан — иккӗ те тытӑнса тӑрӑпӑр-ха!Месяц бастовать надо будет — месяц пробастуем, два — и два продержимся!
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Тӗрӗссипе каласан, уйӑх мар, уйӑх ҫурӑ, ҫитменнине тата вӗсем ҫуран мар, танксемпе килеҫҫӗ.— Во-первых, не месяц, а полтора, потом они не пешком, а на танках ехали.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эрне хыҫҫӑн эрне иртет, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх; вӑл хӑй пырсанах панӑ укҫана тахҫанах пӗтерчӗ, анчах ҫӗнӗрен тӳлеместчӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пӗр уйӑх чӗнмест — уйӑх тӗпчетпӗр, ҫулталӑк чӗнмесен — ҫулталӑк.Месяц будет молчать — месяц будем допрашивать, год — так год.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Иртӗ-и уйӑх хыҫҫӑн уйӑх, ҫулталӑк хыҫҫӑн ҫулталӑк, кунтах юп курӗ-и Дина, малалла ӑс пухма аякка-аякка тухса кайӗ-и — пурпӗрех нихӑҫан-нихӑҫан та манмӗ хӗр тӑван амӑшне, вӗҫӗм-вӗҫӗмех унӑн сӑлайлӑ ӑшӑнчӑкӗне ӑшӑнӗ, тараватлӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе хавхаланӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эфиопире хӗвелсӗр кунсем ҫуккипе пӗрех, туристсене илӗртмелли девизсенчен пӗри те вӗсен ҫапла янӑрать: «Эфиопи — 13 уйӑх хушшинче хӗвел тӑпакан ҫӗршыв» (Эфиопи кунталӑкӗнче ҫулталӑк 13 уйӑха пайланать).
Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97
Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑл пӗлӗт ҫинчи уйӑха та илес тейӗ, вара ӑна уйӑх та пырса памалла-ши?
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Уйӑх е икӗ уйӑх хушши тӑсӑлакан ҫу вӑхӑтӗнче те кунта час-часах, юр ҫӑвать, ҫӗрле вара ялан тенӗ пекех сивӗ пулать.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Эпӗ ҫав-ҫавах пӗччен пултӑм, анчах ҫав минутсенче пӗрмаях ҫапла туйӑнчӗ: ӑнланмалла мар чаплӑ ҫутҫанталӑк, шупкарах сенкер тӳпере пӗр тӗлли-паллисӗр ҫӳлӗ вырӑнта темшӗн чарӑннӑ ҫутӑ уйӑхӑн хӑй патнелле туртакан кӑшӑлӗ, кирек ӑҫта та яланах манпа пӗрле пулса, хӑйпе вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑша тултарса тӑнӑ пек курӑнаканскер, тата эпӗ, ниме тӑми ӑман, этемӗн япӑх та юрлӑ туртӑмӗсемпе ирсӗрленме ӗлкӗрнӗскер, анчах ӑсра сӑнарлассипе юратӑвӑн хӑватлӑ та тем анлӑш вӑйне пытарса усраканскер, — эпир пурте: ҫутҫанталӑк та, уйӑх та, эпӗ те пӗр япала пулнӑн туйӑнчӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах уйӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, тӳпере ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫутатать, пӗве шывӗн сасӑ-евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлать, мӗлкесем хуралнӑҫемӗн хуралаҫҫӗ, ҫутӑ тасалнӑҫемӗн тасалать, ҫаксем ҫине пӑхнӑ ӗ вӗсене итленӗ вӑхӑтра мана темлескер ҫапла калать: хӗрӳллӗн ыталакан ҫара хуллӑ леш хӗр те тулли телейрен питех те аякра-ха, ӑна юратни те тулли ырлӑхран самаях инҫетре; ҫӳлти тулли уйӑх ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, чӑн-чӑн илемпе ырлӑх та мана ҫавӑн чухлӗ ҫӳлереххӗн, тасараххӑн, мӗнпур илемпе ырлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ патне ҫывхарсах пынӑн туйӑнаҫҫӗ те, ҫырлахса ҫитмен, анчах хумхантаракан савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем куҫӑмсем ҫине юхса тухаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уйӑх тулнӑ чух эпӗ час-часах ҫӗр каҫа тӳшек ҫинче ларатӑп, уйӑх ҫути ҫине, мӗлкесем ҫине тинкерсе пӑхатӑп, шӑплӑха, сас-чӗвӗ тӑнлатӑп, ҫав хушӑра тӗрлӗ япаласем, нимрен ытла хӗрӳллӗ юрату кӳрекен поэзилле телей ҫинчен ӗмӗтленетӗп, ку телей мана этем пурнӑҫӗнчи чи пысӑк телей пек туйӑнать, ҫак телее хам ку таранччен шухӑшра кӑна курма пултарнишӗн пӑшӑрханатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Авалхи ҫын ун вырӑнне «уйӑх» тенӗ, — пӗлӗтре уйӑх пӗрре кӑна-ҫке.Первобытный человек говорил: «луна» — ведь луна одна в небе.
26 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ, виҫӗ уйӑх иртрӗ, — вӑл ҫак виҫӗ уйӑх хушшинче мӗн улшӑнни ҫинчен каламарӗ, — анчах ҫынсем килчӗҫ те — ӑна намӑс пулчӗ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Пӗрисем пӗр уйӑх дежурствӑра пулаҫҫӗ, теприсем — тепӗр уйӑх.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.