Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Хӑвӑн тӑвану — еврей е еврей арӑмӗ — сана хӑйне сутсассӑн, унӑн ултӑ ҫул санӑн чуру пулмалла, ҫиччӗмӗш ҫулхине вара ӑна ху патӑнтан ирӗке кӑлар; 13. ӑна ху патӑнтан ирӗке янӑ чухне пушӑ алӑпа кӑларса ан яр, 14. мӗн кирлине ӑна хӑвӑн выльӑх кӗтӗвӗнчен, анкартинчен, юхтаркӑчран парса яр: хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине пар; 15. ан ман, эсӗ ху [та] Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑтарнӑ, эпӗ паян ҫакна ҫавӑнпа ӳкӗтлесе калатӑп та сана.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Кадесран, Эдом патши патне элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла [пӗлтерме] хушнӑ: санӑн Израиль тӑвану ҫапла калать: эпир тӳснӗ мӗнпур хӗн-терте эсӗ пӗлетӗн; 15. пирӗн асаттесем Египета куҫса кайнӑччӗ, эпир Египетра нумайччен пурӑнтӑмӑр, Египет ҫыннисем пире, пирӗн аттесене нумай асап кӑтартрӗҫ; 16. вара эпир Ҫӳлхуҫана тархасларӑмӑр, Вӑл пирӗн сассӑмӑра илтрӗ, пирӗн патӑмӑра Ангел ячӗ, пире Египетран илсе тухрӗ; эпир халӗ Кадесра, санӑн ҫӗрӳ чиккинчех ларакан хулара, тӑратпӑр; 17. пире хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ: эпир уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр; патша ҫулӗпе кайӑпӑр, санӑн ҫӗршывунтан тухиччен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ютран килнӗ ҫын е сан патна пырса вырӑнаҫнӑ ҫын ҫителӗклӗ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, санӑн тӑвану ун умӗнче ҫука юлса сан патна вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫынна е ютран килнӗ ҫыннӑн ӑрӑвӗнчи пӗр-пӗр ҫынна хӑйне хӑй сутсассӑн, 48. сутнӑ хыҫҫӑн ӑна каялла тӳлесе илме юрать; ӑна унпа пӗртӑвансенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илтӗр, 49. е ӑна ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗ, е пиччӗшӗн ывӑлӗ тӳлесе илтӗр, е кам та пулсан унӑн йӑхӗнчи, унӑн ӑрӑвӗнчи ҫын каялла тӳлесе илтӗр; е тата, вӑйӗ ҫитсессӗн, хӑйшӗн хӑй тӳлесе ирӗке тухӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, ӑна сана сутсассӑн, эсӗ ун ҫине чура ӗҫне ан тие; 40. вӑл сан патӑнта тара тытнӑ ҫын пек, пырса вырӑнаҫнӑ ҫын пек пурӑнтӑр; юбилей ҫулӗ ҫитиччен сан патӑнта ӗҫлесе тӑтӑр, 41. юбилей ҫулӗнче вара хӑй те, унпа пӗрле ачисем те сан патӑнтан кайччӑр, вӑл хӑй ӑрӑвӗ патне таврӑнтӑр, каллех ашшӗсен ҫӗрне тытса пурӑнтӑр, 42. мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Манӑн чурамсем, вӗсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: вӗсене чурасене сутнӑ пек сутмалла мар; 43. уншӑн эсӗ хаяр пуҫлӑх ан пул, хӑвӑн Туррунтан хӑра.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, пӗтӗмпех пӗтсе ҫитсессӗн, эсӗ ӑна пулӑш, ютран килнӗ ҫын-и вӑл е сирӗн патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫын-и — пурпӗрех пулӑш, вӑл санпа пӗрле пурӑнтӑр; 36. унран услам та, тупӑш та ан ил, хӑвӑн Туррунтан хӑра; [Эпӗ Ҫӳлхуҫа,] тӑвану санпа пӗрле пурӑнтӑр; 37. ӑна хӑвӑн кӗмӗлне услам тӑвасшӑн ан пар, ӑна хӑвӑн тырруна та тупӑш тӑвасшӑн ан пар.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тӑвану ҫука юлса хӑйӗн ҫӗрне сутас пулсассӑн, унӑн ҫывӑх хурӑнташӗ пырӗ те тӑванӗ сутнӑ ҫӗршӗн тӳлесе ӑна каялла илӗ; 26. уншӑн тӳлесе илекенӗ пулмасассӑн, вӑл хӑй вӑй ҫитерсе тӳлесе татмалӑх пухсассӑн, 27. ҫӗрне хӑш ҫулта сутнине шута илсе катса юлтӑр та ыттине хӑй сутнӑ ҫынна патӑр, ҫапла хӑй ҫӗрне каялла тавӑртӑр; 28. тавӑрса памаллине тупма вӑйӗ ҫитеймесессӗн, сутнӑ ҫӗрӗ ӑна туяннӑ ҫын аллинче юбилей ҫулӗ ҫитиччен юлӗ, юбилей ҫулӗнче ҫав ҫӗр унӑн аллинчен кайӗ, сутакан ҫынни вара хӑйӗн ҫӗрне каялла тавӑрӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.