Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Эпӗ Ҫӳлхуҫана, хамӑн Туррӑма, йӑлӑнтӑм, ҫылӑхӑмсене каласа парса ӳкӗнтӗм, ҫапла каларӑм: эй аслӑ та хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тӑракансемпе хывнӑ халална упратӑн!
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ; вӗсем мана сиен тӑваймарӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Унӑн умӗнче таса пултӑм; патша, эпӗ сан умӑнта та усал ӗҫ туман, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Юлашкинчен ман патӑма Даниил кӗчӗ, — ӑна манӑн туррӑм ячӗпе Валтасар тесе ят хунӑччӗ, — унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; эпӗ ӑна тӗлӗкӗме каласа патӑм.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ӑна Эсӗ пӗлетӗн, терӗм.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Эпӗ каларӑм вара: ах Ҫӳлхуҫа Туррӑм! вӗсем ман ҫинчен: «вӑл юптармасть-ши?» теҫҫӗ, терӗм.49. И сказал я: о, Господи Боже! они говорят обо мне: «не говорит ли он притчи?»
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм та хытӑ сасӑпа тилмӗрсе йӑлӑнтӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ӗнтӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне Эсӗ тӗппипех пӗтерес тетӗн-им? терӗм.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем ҫынсене вӗлерсе тухсан, эпӗ ҫавӑнтах юлтӑм, ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, тилмӗрсе йӑлӑнтӑм, ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Хӑвӑн ҫиллӳне Иерусалим ҫине ярса Эсӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне пӗтерӗн-и вара? терӗм.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! манӑн чунӑм нихӑҫан та ирсӗрленменччӗ, ачалӑхӑмран пуҫласа халиччен те эпӗ виле таврашӗ е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине ҫисе курманччӗ; манӑн ӑшӑма нимӗнле таса мар аш та кӗменччӗ, терӗм.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара суту-илӳ хутне Варуха — Нирия ывӑлне — парса, эпӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑм: 17. «эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ; Эсӗ тума пултарайманни ҫук; 18. Эсӗ пин-пин ҫынна ырӑлӑх кӑтартатӑн, ашшӗсен ҫылӑхӗшӗн ачисене тавӑратӑн. Аслӑ та хӑватлӑ Туррӑмӑр!
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Йӗрекен Ефрем сассине илтетӗп: «Эсӗ мана хаса патӑн та — хаса тӳсетӗп: эпӗ чурӑс пӑру пекехчӗ; мана каялла ҫавӑр, эпӗ Сан енне ҫаврӑнам: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм. 19. Каялла ҫаврӑнсассӑн — ӳкӗнтӗм, ӑса кӗтӗм те — пӗҫҫӗме шарт ҫапрӑм, мана намӑслантарчӗҫ, хӑртрӗҫ: ҫамрӑк чухнехи чыссӑр ӗҫсемшӗн намӑс куратӑп».
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Санӑн сӑмаху ҫитсех тӑчӗ, вӑл маншӑн апат вырӑнне пулчӗ; Санӑн сӑмаху манӑн чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх кӳчӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм, Саваоф Туррӑм, эпӗ Санӑн ятупа хисепленетӗп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! акӑ пророксем вӗсене: «хӗҫ курмӑр, выҫлӑх та пулмӗ сирӗн, ҫак вырӑнта сире яланлӑхах тӑнӑҫлӑх парӑп» тееҫҫӗ, терӗм.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫылӑхлисемшӗн канӑҫлӑх ҫук, тет манӑн Туррӑм.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион вара: «Ҫӳлхуҫа мана пӑрахрӗ, Туррӑм мана манса кайрӗ!» теетчӗ.14. А Сион говорил: «оставил меня Господь, и Бог мой забыл меня!»
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӗ вара Ҫӳлхуҫа калать, Иакова Хӑй енне ҫавӑрас тесе, Израиль Ун патне пухӑнтӑр тесе, Мана варта чухнех Хӑйӗн чурийӗ тунӑ Ҫӳлхуҫа калать; Эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче хисеплӗ, Манӑн Туррӑм — Манӑн хӑватӑм.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Усӑ курмасӑр юлнӑ йывӑҫран вара хӑй валли турӑ, йӗрӗх, касса ӑсталать, ӑна пуҫҫапать, ун умӗнче чӗркуҫленсе кӗлтӑвать: «ҫӑлсам мана, эсӗ — манӑн туррӑм» тет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Мӗнле ҫапла калатӑн эс, Иаков, мӗскер калатӑн эс, Израиль: «манӑн ҫул-йӗрӗм Ҫӳлхуҫаран пытарӑннӑ, Туррӑм манӑн ӗҫӗм-хӗлӗме манӑҫа кӑларнӑ» тетӗн?
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — манӑн Туррӑм; Сана аслӑлатӑп, Санӑн ятна мухтатӑп: Эсӗ тӗлӗнмеллине пултарнӑ; авалах палӑртса хунисем — чӑн-чӑнах, аминь.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫам, эй Аттем, эй пурӑнӑҫӑма тытса тӑракан Туррӑм!
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Туррӑм, эй Патшамӑм, Сана аслӑласа мухтам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлам.1. Буду превозносить Тебя, Боже мой, Царь [мой], и благословлять имя Твое во веки и веки.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.