Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Вӗсем Иеремийӑна каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ кӳнтелен пултӑр — эпир санӑн Ҫӳлхуҫа Турру пире сан урлӑ мӗн каланине чӑн-чӑнах туса пырӑпӑр: 6. лайӑх пулӗ-и, япӑх пулӗ-и ҫавӑ — эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлӗпӗр, сана ҫавӑнта Ун патне яратпӑр; Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра итлесессӗн пире лайӑх пулӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та 2. Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр, 3. Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ, 3. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑвӑн айӑпна ҫеҫ йышӑн: эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫылӑха кӗтӗн, кашни лапсака йывӑҫ айӗнче юттисемпе асӑхрӑн, эсир Манӑн сассӑма итлемерӗр, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Е тата, ҫуратма вӑй парса, варне хупса хурӑп-и? тет санӑн Турру.Или, давая силу родить, заключу ли утробу? говорит Бог твой.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каччӑ хӗрпе пӗрлешнӗ евӗр, санӑн ывӑлусем те санпала пӗрлешӗҫ; кӗрӗвӗ вара ҫураҫнӑ хӗрӗ пирки епле савӑнать, санӑн Турру та саншӑн ҫавӑн пекех савӑнӗ.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Ҫӳлхуҫа аллинче эсӗ мухтав пуҫкӑшӑлӗ пулӑн, хӑвӑн Турру аллинче патша пуҫкӑшӑлӗ пулӑн.3. И будешь венцом славы в руке Господа и царскою диадемою на длани Бога твоего.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ хӗвел саншӑн кӑнтӑрлахи ҫутӑ пулмӗ, уйӑх та сана ҫутатмӗ; санӑн ӗмӗрлӗх ҫуту Ҫӳлхуҫа пулӗ, хӑвӑн Турру санӑн мухтаву пулӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӑрахса хӑварнӑ, чун-чӗререн кулянакан арӑма чӗннӗ пекех чӗнет сана Ҫӳлхуҫа, яш вӑхӑтри арӑма, уйӑрса янӑскерне, чӗннӗ пекех чӗнетӗп, тет санӑн Турру.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӑнӑҫлӑха пӗлтерекенӗн, савӑнӑҫ пирки ырӑ хыпар сараканӑн, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентекенӗн, Сиона: «санӑн Турру патшана ларчӗ!» теекен ырӑ хыпарҫӑн ури ту ҫинче еплерех кӗрнеклӗ!
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эппин, итле ҫакна, асап тӳсекенӗ, эрех ӗҫмесӗрех ӳсӗрӗлсе кайнӑскерӗ, 22. хӑвӑн Ҫӳлхуҫу, Хӑй халӑхӗшӗн тавӑракан Турӑ, хӑвӑн Турру, ҫапла калать: акӑ Эпӗ санӑн аллунтан ӳсӗртекен куркана, Хамӑн хаярлӑхӑм куркинчи ҫӗпрене, илӗп; урӑх ӗҫмӗн ӑна, 23. вара ҫавӑ куркана сана асаплантаракансене, сана: «ӳпне ӳк, сан тӑрӑх утса кайӑпӑр» тенӗскерсене, санӑн ҫурӑмна ура айӗнчи пылчӑк вырӑнне, иртсе ҫӳрекен урам вырӑнне хунӑскерсене аллинченех тыттарӑп.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитнӗрен, хӑвӑн Турру хӑратса ӳкернӗрен санӑн ывӑлусем халран кайнӑ, танатана лекнӗ хир качаки пек, пӗтӗм урам кӗтессинче выртаҫҫӗ.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тинӗс хумӗсене ахӑрмалла пӑлхатаканӗ: Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.15. Я Господь, Бог твой, возмущающий море, так что волны его ревут: Господь Саваоф - имя Его.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа, сана Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Израиль Святойӗ, сана Ҫӑлаканӗ; сана тӳлесе илме Египета патӑм, Эфиопипе Савейӑна та саншӑнах Эпӗ патӑм.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене, хӑвӑнпа тӑшманла пурӑнакансене, шырӑн та — тупаймӑн эсӗ; санпала кӗрешекенсем нимӗн те мар, пачах нимӗн те мар пулса тӑрӗҫ, 13. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана сылтӑм аллунтан тытса тӑратӑп та: «ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп» теетӗп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вара, Израиль, Манӑн чурам, Эпӗ суйласа илнӗ Иаков, Манӑн тусӑмӑн, Авраамӑн, вӑрлӑхӗ, 9. эсӗ — Эпӗ ҫӗр хӗрринчен ҫавӑтса килнӗскер, ҫӗр вӗҫӗнчен чӗнсе илнӗскер; сана: «эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ сана суйласа илтӗм, сана пӑрахмӑп» тенӗскер — 10. ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ: 10. Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тен, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру Рабсак сӑмахӗсене илтӗ: ӑна хуҫи, Ассири патши, кунта чӗрӗ Турра хурлама, хӑртма янӑ, Ҫӳлхуҫа Турру илтнӗ сӑмахсемпе хӑртма янӑ; чӗрӗ юлнисемшӗн, сыввисемшӗн, кӗлтусамччӗ, тет, тенӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех патшара ларӗ, эй Сион, санӑн Турру — сыпӑкран сыпӑка.10. Господь будет царствовать во веки, Бог твой, Сион, в род и род.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.