Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, шӑматкуна уяма астуса тӑр; 13. ултӑ кун ӗҫле, хӑвӑн пур тӗрлӗ ӗҫне туса тӑр, 14. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑматкун пултӑр: [вӑл кун] эсӗ ху та, ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхӳ те, ютран килнӗ ҫын та, сан патӑнта пурӑнаканскер, нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, санӑн арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччӑр; 15. ан ман, [эсӗ] Египет ҫӗрӗнче чура пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе сана унтан илсе тухнӑ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана шӑматкуна уяса, [упраса тӑма] хушнӑ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн: Ҫӳлхуҫа [Турру] Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн ӗлкине, кӗлеткине ан ту, 9. вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене пӑхӑнса ан тӑр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ, Хама курайманнисене ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене те виҫӗ-тӑватӑ сыпӑкчен хаса паратӑп, 10. Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнакансене Эпӗ пин сыпӑка ҫити ырӑлӑх туса тӑратӑп.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫавӑн чухне ҫапла каларӗ: 6. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана Египет ҫӗрӗнчен, ху чура пулса пурӑннӑ ҫуртран, илсе тухнӑ Турӑ.Он тогда сказал: 6. Я Господь, Бог твой, Который вывел тебя из земли Египетской, из дома рабства.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр, чӗрӳне хыв: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ, [Унсӑр пуҫне] урӑххи ҫук; 40. Унӑн эпӗ халӗ сана каласа хӑваракан йӗркисене, Унӑн ӳкӗчӗсене астуса тӑр: сана хӑвна та, хӑвӑн хыҫҫӑн санӑн ывӑлусене те лайӑх пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна яланлӑхах паракан ҫӗр ҫинче санӑн нумай ҫул пурӑнмалла пултӑр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сана ҫакна пӗлтерме кӑтартнӑ, пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫеҫ чӑн Турӑ, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук; 36. вӗрентмешкӗн Вӑл сана Хӑйӗн тӳперен калаҫакан сассине илтме пачӗ, ҫӗр ҫинче сана Хӑйӗн хӑватлӑ вутне-ҫулӑмне кӑтартрӗ, эсӗ Унӑн сӑмахӗсене вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗн; 37. санӑн аҫусене юратнӑран тата [сире,] вӗсем хыҫҫӑн юлас ӑрӑва, суйласа илнӗрен Вӑл сана Египетран Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе Хӑй илсе тухрӗ, 38. ҫакна Вӑл сан умӑнтан хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене хӑваласа ярас, сана вӗсен ҫӗрне кӗртес, вӗсен ҫӗрне еткерлӗхе парас тесе турӗ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — [ырӑ,] хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ; Вӑл сана пӑрахмӗ, пӗтерсе те тӑкмӗ, хӑвӑр аҫӑрсемпе хывнӑ халала манмӗ, ӑна Вӑл вӗсене тупа туса ҫирӗплетсе панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хуйхӑ-асап ҫитсессӗн — вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл санӑн патна пӗтӗмпех килсе тӑрӗ — эсӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, енне ҫаврӑнӑн та Унӑн сассине итлӗн.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑрпа хывнӑ халала манасран сыхланӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ пек, хӑвӑр валли темӗскерле йӗрӗхсем тӑвасран сыхланӑр, 24. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, кӗвӗҫекен Турӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мана сирӗншӗн ҫилленчӗ те, эпӗ Иордан леш енне каҫаймасса, эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана еткерлӗхе паракан ырӑ ҫӗре ҫитеймессе тупа туса каларӗ; 22. эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчех, Иордан леш енне каҫаймасӑрах, вилӗп, эсир вара унта каҫса ҫав ырӑ ҫӗре хӑвӑр аллӑра илетӗр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман, 16. ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем, 17. ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки, 18. ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр; 19. санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа [пирӗн Туррӑмӑр] Ваал-Фегора мӗн тунине эсир йӑлтах куртӑр: Ваал-Фегор хыҫҫӑн кайнӑ кирек хӑш ҫынна та Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сирӗн хушшӑртан пӗтерсе пӑрахрӗ; 4. эсир вара — Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫумне ҫыпӑҫнисем — пурсӑр та паян кун та чӗрӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах Сигон, Есевон патши, пире хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ ирттерме килӗшмерӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ӑна санӑн аллуна парас тесе унӑн кӑмӑлне хытарнӑ, чӗрине хаярлатнӑ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ вара каларӑм сире: ан хӑрӑр, ан шикленӗр вӗсенчен; 30. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗн умӑртан пырать; Вӑл хӑвӑр куҫӑр умӗнче сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, Вӑл сирӗншӗн Египетра та ҫапла турӗ, 31. эсӗ куртӑн ӗнтӗ, ҫакӑ пушхирте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑр килнӗ пӗтӗм ҫулӑр тӑршшӗпех, ҫак вырӑна ҫитичченех, этем хӑйӗн ывӑлне ҫӗклесе ҫӳренӗ пек йӑтса килчӗ, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вара сире каларӑм: эсир Аморрей тӑвӗ патне килсе ҫитрӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, ӑна пире парать; 21. акӑ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре сана парать, пыр, хӑвна Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, каланӑ пек, ӑна еткерлӗхе ил, ан хӑра, сехӗрленсе ан тӑр, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн ятӑмпа суя тупа ан тӑвӑр, хӑвӑн Турру ятне хисепрен ан кӑлар.12. Не клянитесь именем Моим во лжи, и не бесчести имени Бога твоего.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвӑн ачусене Молоха ӗҫлесе тӑма ан пар, хӑвӑн Турру ятне хисепрен ан кӑлар.21. Из детей твоих не отдавай на служение Молоху и не бесчести имени Бога твоего.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑвӑн пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ парнине те тӑварпа тӑварла, парнӳне хӑвӑн Турру панӑ халал тӑварӗсӗр ан хӑвар: кирек хӑш парнӳне панӑ чухне те [хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна] тӑвар кӳр.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.