Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Шуйттан кӑна пӗлсе ҫитертӗр-и! — Ухтищев чарӑнса тӑнӑ, нимӗн ӑнланман пек пулса, хулпуҫҫисене хутлатса илнӗ, унтан, аллине сулса, каллех тротуар тӑрӑх, Фома ҫине хӑяккӑнрах пӑха-пӑха, ута пуҫланӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома, тротуар тӑрӑх утса, ҫав ҫурхахсене ҫӗмӗрсе пынӑ, вӗсем хурланчӑклӑн шӑтӑртатнӑ.Фома шел по тротуару и разбивал тростью эти пленки, а они грустно хрустели.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома ҫаврӑнса пӑхнӑ, — тротуар енчен ун патне Маякин чупнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ — нимех те мар пуль тесе, анчах пирӗн шофер машинӑна ҫавӑнтах аяккинелле, пӳртсем патнеллех, ҫынсем ҫӳрекен тротуар патнелле пӑрчӗ.
Мускав урамӗсем мӗнле // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пӗр ҫитменлӗх кӑна куртӑм: тротуар таврашӗсем питӗ сахал.
Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html
Чӑлӑш-чалӑш кӗрӗклӗ ҫын тротуар ҫинче сивӗ атӑ кӗллисемпе ташлакалать.Человек в косматой шубе приплясывал морозными подошвами по тротуару.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм карҫинккине тротуар ҫине лартнӑ та урам леш енче тӑрать, Скайльса тӗсет.Молодая женщина, поставив корзинку на тротуар, стояла на той стороне улицы и глядела на Скайльса.
Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсем уйӑх айӗнче тротуар тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрекен тутӑ кушак аҫисемпе кушаксене курчӗҫ.Они увидели гуляющих под луной по тротуару сытых котов под руку с кошками.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Извозчикӗ лашине ҫат! тутарса аяккалла чуптарчӗ, дворникӗ хӗрӗн урисем хушшине кӳлӗнсе ларчӗ те, кутӑн чакса ӑна, виле пек пулнӑскере, тротуар ҫинелле сӗтӗрсе карӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫурт умӗнче, тротуар ҫинче тӑракан хӗрне инҫетренех курсан, Вавжон тӗлӗнсе кайрӗ те хӑвӑртрах утма пуҫларӗ.Увидев издали дочь, стоявшую на тротуаре перед домом, Вавжон удивился и прибавил шагу.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Жандарм ҫӗре лаплатса ӳкрӗ, пӑрланнӑ тротуар ҫинче питне шӑйӑртаттарса шуса кайрӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫав ҫынсем кирпӗч сарнӑ тротуар хӗрринчи черешньӑсен мӗлки лекекен вырӑнпа хӳтӗленсе васкавлӑн утнӑ.Они шли быстрым шагом, держась в тени черешен, растущих вдоль кирпичного тротуара.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Час-часах тротуар ҫинче атӑпа таплаттарса утни илтӗнет, вӑл вара ҫав атӑсем ҫине чалӑшшӑн пӑхса илет: нимӗҫ салтакӗсен шалпар кунчаллӑ таканланӑ аттисене курать.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Магазинтан тӑрантас патне тухнӑ чух штатски сюртук тӑхӑннӑ Семенова куртӑм, вӑл пуҫне усса, тротуар тӑрӑх хӑвӑрттӑн утса пырать.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ивинсем! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, хӑнтӑр ҫухаллӑ кӑвак бекешӑсем тӑхӑннӑ виҫӗ арҫын, шукӑль ҫамрӑк гувернер хыҫҫӑн утса, тепӗр енчи тротуар тӑрӑх пирӗн ҫурт патнелле каҫнине чӳречерен курсан.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Варя инке аллинчен ача пек тытса, Галя тротуар тӑрӑх вӑраххӑн утса каять, эпир ӑна трамвай площадки ҫинчен алӑсемпе хавассӑн сулатпӑр.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫав тери ывӑнса, пусӑрӑнса ҫитрӗ, вара ҫӗр ҫинех ларчӗ те урисене тӑсса хучӗ, йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ: хӑй собор хыҫӗнче, тротуар юпи ҫумӗнче, такамсен питӗрсе хунӑ хӗрлӗ хапхи умӗнче ларать иккен.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кухня алӑкӗ умӗнче хӗрарӑм тарӑннӑн сывласа ячӗ, питне-куҫне тата ытларах витӗнтерсе чӗркерӗ, алӑка уҫрӗ те кухня витӗр, вут-кӑвар витӗр тухнӑ пекех, вирхӗнсе иртрӗ, килхушшине, урамалла чупса тухрӗ, вара, шӑлӗсене ҫыртса лартса, чӗри сиксе тухасла тапнине пусӑрӑнтарса, тротуар тӑрӑх хӑварт-хӑвӑрт утса кайрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров ун хыҫҫӑн нумайччен куҫ айӗн пӑхса тӑрса ӑсатрӗ ӑна, вара, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхса, тротуар ҫинчен урам варринелле ярса пусрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Килхушшинче шӑпах пулнӑ, ҫенӗкре ларакан казачок мӑйӑр шаклаттарнӑ, сарай патӗнче кучер хӑмӑт тасатнӑ та пӗчӗкҫеҫ чӑпӑклӑ чӗлӗм туртнӑ, анчах хӗрарӑма хӑратма ку та ҫителӗклӗ пулнӑ; вӑл ҫурт тӗлӗпе иртсе кайрӗ те тепӗр чӗрӗк сехетрен Ефим ҫывӑракан тротуар ҫине пырса тухрӗ.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.