Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тахӑҫан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Чӑн-чӑнласа ҫӳренӗ пулсан-и, тахӑҫан виҫ-тӑватӑ ача ҫуратса панӑ пулӑттӑм, шуйттан та пӗлес ҫукчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫыншӑн хуйхӑриччен хӑвӑра шеллӗр, тахӑҫан чарӑнать-ха вӑрҫи…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах вӗсен тахӑҫан авалхи ӗҫ хатӗрӗсем ҫеҫ пулнӑ: плуг вырӑнне вӗсен аялалла кукӑрӑлса тӑракан тымарлӑ йывӑҫ татӑкӗ пулнӑ; ҫав тымар вӗҫне вӗсем суха тимӗрӗ лартнӑ; сӳре вырӑнне турат вӗҫӗсем тухса тӑракан йывӑҫ муклашки, авӑн сапакан машина вырӑнне йывӑр чулсем хунӑ хӑма пулнӑ, ҫав хӑмана вара вӑкӑрсем кӗлте сарӑмӗ ҫийӗпе туртса ҫӳренӗ.

Но раньше они имели лишь самые первобытные орудия: вместо плуга — обрубок дерева с загнутым книзу корнем, на который насажен сошник; вместо бороны — бревно, из которого торчат сучья; вместо молотилки — доску с тяжелыми камнями, которую тащили по снопам быки.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тахӑҫан авал унта ҫуллахи вӑхӑтсенче хӗвелпе ӗнсе кайнӑ ҫеҫенхир кӑна пулнӑ, унта ҫын тавраш пулман.

В далекие времена здесь была безлюдная, летом выгоравшая от солнца степь.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

18. Эй Тимофей ывӑлӑм, тахӑҫан сан ҫинчен пророкла каланипе килӗшӳллӗн, сана ҫапла канаш паратӑп: эсӗ ҫав сӑмахсемпе шайлашуллӑн хастар ҫар ҫынни пек кӗреш, 19. хӑв ӗненни тата таса чун-чӗреллӗ пулни пулӑшса пытӑр сана, хӑшӗсем таса чун-чӗререн пӑрӑнчӗҫ те, вӗсен ӗненесси те арканчӗ; 20. Именейпе Александр ҫапла пулчӗҫ.

18. Преподаю тебе, сын мой Тимофей, сообразно с бывшими о тебе пророчествами, такое завещание, чтобы ты воинствовал согласно с ними, как добрый воин, 19. имея веру и добрую совесть, которую некоторые отвергнув, потерпели кораблекрушение в вере; 20. таковы Именей и Александр,

1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Тахӑҫан Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пӗтернӗ, вӗсем хушшинче вӑйпа чӑрсӑрлӑха шанса тӑнӑ улӑпсем те пулнӑ, Эсӗ вӗсем ҫине виҫесӗр нумай шыв янӑ.

4. Ты некогда погубил делавших беззаконие, между которыми были исполины, надеявшиеся на силу и дерзость, и навел на них безмерную воду.

3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Хӑйӗн хӑватлӑ сывлӑшӗпе вӑл тахӑҫан пулассине курса тӑнӑ, Сионра хуйхӑрса пурӑнакансене лӑплантарнӑ; 28. пулассине, никам пӗлменнине мӗн пуличченех пӗлтерсе тӑнӑ.

27. Великим духом своим он провидел отдаленное будущее и утешал сетующих в Сионе; 28. до века возвещал он будущее и сокровенное, прежде нежели оно исполнилось.

Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вара тахӑҫан вилнисем чӗррисенчен, халӗ те пурӑнаканнисенчен телейлӗрех пулнине ӑнланса илтӗм; 3. анчах вӗсенчен те телейлӗреххи — ҫуралманни, ҫӗр ҫинче тӑвакан усал ӗҫсене курманни.

2. И ублажил я мертвых, которые давно умерли, более живых, которые живут доселе; 3. а блаженнее их обоих тот, кто еще не существовал, кто не видал злых дел, какие делаются под солнцем.

Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed