Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллисем тараса пуканӗсем пек йывӑрланса кайрӗҫ, урисем тӳсмелле мар ыратрӗҫ — шыҫса кӳпчесе кайрӗҫ пулмалла.Руки были тяжелые, как гири, ноги нестерпимо болели, наверно, очень опухли.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ураран тараса пуканӗ ҫыхӗҫ те тинӗс тӗпне пӑрахӗҫ!
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Василий тараса ҫинче пӗр самант чӗнмесӗр ларчӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий тараса ҫине ларчӗ те Ефросинья чӗркелесе ҫырнине тепӗр хут вуласа тухрӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫав вӑхӑтра хӑйӗн ӑнӑҫӑвӗпе хавхаланнӑ Ефросинья тараса патне ларчӗ те, сӑн-питне ҫиҫтерсе, хут татӑкӗ ҫине татах темскер чӗркелесе ҫырма пуҫларӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий пӗр урипе тараса ҫине пусса акта вуланӑ вӑхӑтра Ефросиньйӑпа Петр, пӳлмесен ҫӳлӗ карлӑкӗсем ҫине таянса, пӑрне-пӗри хире-хирӗҫле тӑчӗҫ, ҫамрӑксен бригадинчи хӗрсем вӗсем ҫине куҫа чарсах пӑхрӗҫ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Лутра пӳртсем, ҫатан картасем, каштипе пӗлӗтелле кармашакан тараса питех те ҫывӑх ӗнтӗ.Вот уже совсем близко приземистые избы, плетеные ограды, колодец с упершимся в небо журавлем.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫурта ҫутатӑп та сахӑр миххисемпе кӗрпе миххисене, ҫӑкӑр буханкисемпе ҫу витрисене тараса ҫине ҫӗклеме тытӑнатӑп.Зажигал свечу и перетаскивал на весы мешки с сахаром и крупой, буханки хлеба и ведра с маслом.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Прокурор пулӑшуҫи тӗрӗслесе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна администрацилле майпа айӑпласа 30 пине штрафларӗҫ, электронлӑ тараса туянма ҫирӗп хушрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Маюк пӗрремӗш хут тараса умне тӑчӗ, аташтарчӗ пуль кӑштах.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Целофан пакетне сахӑр песукӗ е кӗрпе тултаран та тараса ҫине хуран, ытлашши-тӗк — чакаран, ҫитмест-тӗк — хушан.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Готически чиркӳ тӑрринчи автан шупка ылтӑнӗпе ялкӑшать, юханшывӑн йӑлтӑр хура ҫийӗнче те ҫавӑн пек ылтӑн тӗсех йӑлтӑртатса тӑрать; грифель ҫийлӗ ҫуртсен ансӑр чӳречисенче ҫинҫе ҫурта (нимӗҫ перекетлӗ!) ҫутисем вӑйсӑррӑн мӗлтлетеҫҫӗ; чул хӳмесем хыҫӗнчен иҫӗм ҫырлин кӑтра ҫиплӗ аврисем вӑрттӑн кармашаҫҫӗ, виҫӗ кӗтеслӗ лаптӑкри кивӗ тараса хӳттинче темскер чупса иртет, сасартӑк ҫӗрлехи хуралҫӑ ыйхӑллӑн шӑхӑртни илтӗнет, ырӑ кӑмӑллӑ хураҫка ҫурма сасӑпа хӑрлатса илкелет, сывлӑш питрен ҫупӑрласах тӑрать, ҫӑкасенчен ҫав тери тутлӑ шӑршӑ сарӑлать, кӑкӑр ирӗксӗрех тарӑнран тарӑн сывлать, ҫавӑнпа-и тен, «Гретхен» сӑмах, — те кӑшкӑруллӑн, те ыйтуллӑн — ялан чӗлхе ҫине килет.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ сарӑ ача — Володя Васильев — тараса патне пырса тӑчӗ.
V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
— Эппин, тата тараса та ҫук-ши унта? — тӗлӗнчӗ Ильинична.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫав пуху хыҫҫӑн вара нумайӑшне улӑштарса лартнӑ тейӗн: хӗрарӑмсем Аниҫҫене тараса патӗнче час-часах тыта-тыта чарнӑ.И вот с того собрания многих словно подменили: женщины у колодца часто задерживали Анисью.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсем хӑйсем те асӑрхамарӗҫ, пӑрланса ларнӑ тараса патӗнче чарӑнчӗҫ.Они не заметили, как остановились возле обледенелого, в белых наплывах колодца.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Пысӑк ӗҫ ҫинчен сӑмах пынӑ чух: тӗрӗссине кӑнттамрах калани ун ҫинчен шарламаннинчен лайӑхрах, тесе вӗрентнӗ Владимир Ильич, — терӗ Пробатов, тавлашӑва тараса ҫинче шайлаштарнӑ пек, каллех Анохин еннелле ҫаврӑнса.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Темле хӑрӑка кӗтӗве ярсан та, унтан мӑнтӑр таврӑнать — хӑть тӳрех тараса ҫине тӑрат.Хоть какую худорьбу туда выгони, а вернется каждая скотинка жирная — сразу можно на весы.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Умри лутра сӑртсем пур еннелле те яр сирӗлсе ҫул параҫҫӗ, вӗсем хыҫӗнчен тӗрлӗ курӑкпа витӗннӗ тӑвайккисем е вӗтлӗх вӑрмансем хирӗҫ чупса тухаҫҫӗ, пӑч-пач хуторсем е хирти сурӑх кӗтӗвӗ тӑракан вырӑнсем — пӗр-икӗ лутра вите, ҫаврака карта, кӗтӳҫсен пӳрчӗ, ҫӳллӗ пусӑ умӗнчи тараса — киле-киле тухса, куҫран ҫухалаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хумханса ӳкнӗ Григорий ашшӗпе канашласа илчӗ те ҫур сехетрен черет хушшипе тараса ҫине Петро лашине илсе пырса тӑратрӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.