Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ставри (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вара арестленисем патне Ставри пуп пынӑ та, алӑк уҫса, ҫапла каланӑ:

Тогда к арестованным пришел поп Ставри и, отперев дверь, сказал:

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ялав ҫӗклес пирки сӑмах татнӑ вӑхӑтра капитулянтсем Ставри пуп ҫуртӗнче комитетӑн хӗрӳллӗ членӗсене ултавлӑ майпа арестлеме те ӗлкӗрнӗ — арестленисен хушшинче тухтӑр, Попов тата редактор пулнӑ.

В тот самый момент, когда комитет решал вопрос о поднятии знамени, капитулянты обманным путем захватили и посадили под замок в подвал попа Ставри самых горячих членов комитета — доктора, Попова и Редактора.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ултӑ уйӑх каялла тата Марко сӑмах тӗлне «тамӑк хуранӗ» пирки асӑнсаччӗ те, Ставри пуп та ӑна ваттисен сӑмахӗпе юптарса ҫапла каларӗ: — Уруна йӗпетмесӗр пулӑ тытаймастӑн, — терӗ.

Месяцев шесть назад Марко как-то раз упомянул в разговоре о «чреве адовом», на что поп Ставри тут же ответил пословицей: — Волков бояться — в лес не ходить.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп каллех ҫапла шӳтленипе хӑтӑлӑп тесе шутланӑччӗ, анчах Заманов ӑна шӑтарас пек пӑхса илчӗ те шӑппӑн кӑна:

Поп Ставри снова попытался вырваться, полагая, что удалось отделаться шуткой, но Заманов строго посмотрел на него и проговорил совсем тихо:

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Цачов хаджисен ҫурчӗ патӗнчен пӑрӑнса кӗрсен, вӑл Ставри пупа курчӗ те ӑна чарса тӑчӗ.

Обогнув дом Хаджи Цачовых, он встретил и остановил попа Ставри.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Теплерен пӗрре Ставри пуп та темле Бойчо хаджишӗн панихида туса ирттерчӗ; ҫамрӑксем ҫав панихидӑна йышлӑн пуҫтарӑннӑччӗ, пупӗ те вара кӗлӗ тунӑ чухне Бойчо «паломнике» мар, «асап чӑтнӑ» Бойчона тесе асӑнчӗ…

Поп Ставри отслужил по нем панихиду, совместив ее с панихидой по некоем Хаджи Бойчо, и вся местная молодежь явилась в церковь, к великому изумлению родни благочестивого покойника, немало удивленной и тем, что священник поминает на молитве не Бойчо-«паломника», а Бойчо-«мученика».

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп аллинчи епитрахильне те пӑрахрӗ; ун тусӗсем тӗлӗнсе енчен енне пӑхкаласа илчӗҫ, Соколов хӗпӗртесе пӑхрӗ хӑйӗн тӑшманне, сӑнарӗ унӑн тӑрӑхласа кулнӑ пек туйӑнчӗ.

Поп Ставри выпустил из рук епитрахиль; его друзья изумленно переглядывались, Соколов торжествующе смотрел на своего врага; злорадная улыбка оживила его лицо; он упивался жгучим позором соперника.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗншӗн тухмасть вара вӑл? — Милкӑран ыйтрӗ Ставри пуп.

— Почему же он не выходит? — спросил поп Ставри Милку.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп хӑйӗн хӑнисемпе маларах иртсе тӑнӑччӗ.

Поп Ставри стоял впереди со своими гостями.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ кунтах! — сасӑ пачӗ Ставри пуп, хӑй патне пынӑ хӑнисемпе маларах хӗсӗнкелесе иртсе.

— Здесь я! — отозвался поп Ставри и вместе со своими гостями пробился вперед.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

– Е унта чӑнах та Рачко ҫакланнӑ пулсан, мӗн пуласса кӗтсех тӑр ӗнтӗ, — терӗ Ставри пуп.

— Если это действительно Рачко, догадываюсь, что будет дальше, — сказал поп Ставри.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кандов, Кандов тусӑм! — студентран ыйтрӗ Ставри пуп.

— Кандов, Кандов, друже! — обратился поп Ставри к студенту.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп сӑмах мӗн пирки пынине тинех тӗшмӗртсе илчӗ те куҫ харшине пӗркелентерчӗ.

Поп Ставри, наконец-то поняв, о чем идет речь, нахмурил брови.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кӗнеке ҫинчи пек вулать! — тесе мӑкӑртатрӗ Ставри пуп.

— Точно по книге читает! — пробормотал поп Ставри себе под нос.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн пулса тӑрӗ-ха вара? — ыйтрӗ нимӗн те тавҫӑрайман Ставри пуп.

— Что же тогда получится? — спросил пои Ставри, ничего не поняв.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Енчен ара пирӗн пархатарлӑраххи пулсан та, «нимле уйрӑмлӑх та ҫук» тетӗн-и? — ыйтрӗ Ставри пуп.

— А если у нас будет самолучшая, — тоже скажешь «ничего дурного»? — спросил поп Ставри.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури тупанне ҫити пӑхса илчӗ.

Поп Ставри смерил его взглядом.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӗрачи ухмахрах ӗнтӗ, ним те калаймӑн, — сӑмаха хутшӑнчӗ Ставри пуп, — ытла иртӗхме пӑхать вӑл.

— Дура девчонка, что и говорить, — вмешался поп Ставри, — да ведь и ее искушают со всех сторон.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Милка Тодоркина Ставри пупӑн кӳрши.

Милка Тодоркина — соседка попа Ставри.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп, санӑн виҫӗ мулу пур, — терӗ Колчо, — пуплӑху, ҫурта лартмалли те тата ҫурту пур, анчах, тӳррипе каласан, эпӗ халь вӗсене пӗрне те курмастӑп…

— Поп Ставри, у тебя есть три сокровища, — сказал Колчо, — священство, подсвечник и свеча, но, по правде сказать, я сейчас ни одного из них не вижу…

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed