Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫине лартса ҫӗклемелле пулмӗ; халӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн Израиль халӑхӗшӗн тӑрӑшӑр, Израиль патши Давид хушнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон вӗрентсе хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн илемлӗн пайланса йӗркеленӗр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсем умне, Израиль ывӑлӗсем умне, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара йӗрке тӑрӑх пасха путекӗ пусӑр, хӑвӑр тӑванӑрсем валли парнесем хатӗрлӗр, Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗте пурӑнӑҫа килтерсе пасха ирттерӗр, тенӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия левитсене, Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑракансене, каланӑ: Давид ывӑлӗ Соломон туса лартнӑ Ҫурта Ҫӳлхуҫанӑн таса арчине лартмашкӑн хӑвӑра Ҫӳлхуҫа умӗнче тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Соломон, Израиль патши, ҫапла ҫылӑха кӗменччӗ-и-ха?26. Не из-за них ли, говорил я, грешил Соломон, царь Израилев?
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Кусем вара, Давидпа унӑн Соломон ывӑлӗ хунӑ йӗркепе, хӑйсен Туррине ӗҫлесе тӑчӗҫ, пурне те кӗлтуса тасатрӗҫ, вӗсем юрларӗҫ те, хапха умӗнче те тӑчӗҫ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иудея хулисенче, — кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче, хӑйӗн хулинче, — израильсем, священниксем, левитсем, левитсене пулӑшакансем тата Соломон чурисен ывӑлӗсем пурӑннӑ; Иерусалимра вара ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем пурӑннӑ, акӑ вӗсем: 4. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсемпе Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Левитсене пулӑшакансемпе Соломон чурисен ывӑлӗсем — пурӗ виҫҫӗр тӑхӑрвун икӗ ҫын.60. Всех нефинеев и сыновей рабов Соломоновых триста девяносто два.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Соломон чурисен ывӑлӗсем: Сотай ывӑлӗсем, Софереф ывӑлӗсем, Ферида ывӑлӗсем, 58. Иаала ывӑлӗсем, Даркон ывӑлӗсем, Гиддел ывӑлӗсем, 59. Сафатия ывӑлӗсем, Хаттил ывӑлӗсем, Похереф — Гацеваим ывӑлӗсем, Амон ывӑлӗсем.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иерусалимра калама ҫук пысӑк хаваслӑх тӑнӑ, кунашкал уяв Иерусалимра Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — вӑхӑтӗнче пулнӑранпа урӑх пулман.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн тавра ӑҫтиҫук ҫынсем, пӑсӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ та Соломон ывӑлне Ровоама хирӗҫ чӑмӑртаннӑ; Ровоам ӗнтӗ ҫамрӑк пулнӑ, хавшак чӗреллӗ пулнӑ, вӗсене хирӗҫ тӑрайман.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Сусаким, Египет патши, Иерусалима кӗнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне те, патша керменӗн пуянлӑхне те туртса илнӗ; йӑлтах илнӗ вӑл, Соломон тунӑ ылтӑн хулкансене те илнӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 3. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи пӗтӗм Израиле кала, 4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ровоам патша хӑйӗн ашшӗ Соломон чӗрӗ чухне ун умӗнче тӑнӑ аслӑ ҫынсемпе канашланӑ, каланӑ вӗсене: эсир мана ҫак халӑха мӗн калама ӑс паратӑр? тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те, — Соломон патшаран Египета тарса кайнӑскер, вӑл ҫавӑнта пулнӑ, — Египетран каялла таврӑннӑ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Соломон ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑй ашшӗн, Давидӑн, хулинче пытарнӑ.31. И почил Соломон с отцами своими, и похоронили его в городе Давида, отца его.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Соломон Иерусалимра Израиль патшинче хӗрӗх ҫул ларнӑ.30. Царствовал же Соломон в Иерусалиме над всем Израилем сорок лет.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Урхамахсене Соломон валли Египетран тата пур ҫӗртен те кӳрсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пуянлӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе Соломон патша ҫӗр ҫинчи пур патшаран та малта тӑнӑ.22. И превзошел царь Соломон всех царей земли богатством и мудростью.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Туптанӑ ылтӑнран Соломон патша икҫӗр пысӑк хулкан тутарнӑ; кашни хулканне тума ултҫӗршер сикль туптанӑ ылтӑн кайнӑ, 16. тата туптанӑ ылтӑнранах виҫҫӗр пӗчӗк хулкан тутарнӑ, кашни хулканне виҫҫӗршер сикль ылтӑн кайнӑ; патша вӗсене кедртан тунӑ зал ӑшчиккине тӑратса тухнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Соломон аллине ҫулсерен ултҫӗр утмӑл ултӑ талант ылтӑн килсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Соломон патша Савея ҫӗрӗн майра патшине лешӗ мӗн кӑмӑлланине, мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ; вӑл ӑна хӑй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.