Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Саруия (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
24. Иоав, Саруия ывӑлӗ, халӑх йышне шутлама пуҫланӑ пулнӑ, анчах ӗҫне вӗҫлеймен.

24. Иоав, сын Саруи, начал делать счисление, но не кончил.

1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Самуил пророк халаллани те, Кис ывӑлӗ Саул, Нир ывӑлӗ Авенир, Саруия ывӑлӗ Иоав халалласа пани те пӗтӗмпех Шеломифпа унӑн тӑванӗсен аллинче пулнӑ.

28. И все, что посвятил Самуил пророк, и Саул, сын Киса, и Авенир, сын Нира, и Иоав, сын Саруи, все посвященное было на руках у Шеломифа и братьев его.

1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 16. Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Авимелех — священник, Суса — ҫыруҫӑ, 17. Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнче пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.

15. Иоав, сын Саруи, был начальником войска, Иосафат, сын Ахилуда, дееписателем, 16. Садок, сын Ахитува, и Авимелех, сын Авиафара, священниками, а Суса писцом, 17. Ванея, сын Иодая, над Хелефеями и Фелефеями, а сыновья Давидовы - первыми при царе.

1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Авесса, Саруия ывӑлӗ, Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вунсакӑр пинлӗ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 13. Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, идумейсем пурте Давид чурисем пулса тӑнӑ.

12. И Авесса, сын Саруи, поразил Идумеян на долине Соляной восемнадцать тысяч; 13. и поставил в Идумее охранное войско, и сделались все Идумеяне рабами Давиду.

1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Гизони ҫыннин Гашемӑн ывӑлӗсем: Ионафан — Шаге ывӑлӗ, Гарир ҫынни; 35. Ахиам — Сахар ывӑлӗ, Гарир ҫынни; Ура ывӑлӗ Елифал; 36. Махера ҫынни Хефер; Пелони ҫынни Ахиа; 37. Кармил ҫынни Хецрой; Езбай ывӑлӗ Наарай; 38. Нафанпа пӗртӑван Иоиль; Гагрий ывӑлӗ Мивхар; 39. Аммон ҫынни Целек; Бероф ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн, Иоавӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ; 40. Ифри ҫынни Ира; Ифри ҫынни Гареб; 41. хет ҫынни Урия; Ахлай ывӑлӗ Завад; 42. Адина — Шиза ывӑлӗ, Рувим ҫынни, Рувим ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, унӑн вӑтӑр ҫын пулнӑ; 43. Мааха ывӑлӗ Ханан; Мефен ҫынни Иосафат; 44. Аштероф ҫынни Уззия; Ароер ҫыннин Хофамӑн ывӑлӗсем: Шама тата Иеиел; 45. Шимрий ывӑлӗ Иедиаел тата унпа пӗртӑван Иоха, Фица ҫынни; 46. Махавим ҫынни Елиел, Елнаам ывӑлӗсем Иеривайпа Иошавия тата Моав ҫынни Ифма; 47. Мецоваи ҫыннисем Елиел, Овед тата Иасиел.

34. Сыновья Гашема Гизонитянина: Ионафан, сын Шаге, Гараритянин; 35. Ахиам, сын Сахара, Гараритянин; Елифал, сын Уры; 36. Хефер из Махеры; Ахиа Пелонитянин; 37. Хецрой Кармилитянин; Наарай, сын Езбая; 38. Иоиль, брат Нафана; Мивхар, сын Гагрия; 39. Целек Аммонитянин; Нахарай Берофянин, оруженосец Иоава, сына Саруи; 40. Ира Ифриянин; Гареб Ифриянин; 41. Урия Хеттеянин; Завад, сын Ахлая; 42. Адина, сын Шизы, Рувимлянин, глава Рувимлян, и у него было тридцать; 43. Ханан, сын Маахи; Иосафат Мифниянин; 44. Уззия Аштерофянин; Шама и Иеиел, сыновья Хофама Ароерянина; 45. Иедиаел, сын Шимрия, и Иоха, брат его, Фициянин; 46. Елиел из Махавима, и Иеривай и Иошавия, сыновья Елнаама, и Ифма Моавитянин; 47. Елиел, Овед и Иасиел из Мецоваи.

1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапӑҫӑва чи малтан Иоав, Саруия ывӑлӗ, кӗрсе кайнӑ та пуҫлӑх пулса тӑнӑ.

И взошел прежде всех Иоав, сын Саруи, и сделался главою.

1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саруия ывӑлӗсем: Авесса, Иоав тата Азаил — виҫҫӗн.

Сыновья Саруии: Авесса, Иоав и Азаил, трое.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӗсемпе пӗртӑван хӗрсем: Саруия тата Авигея.

16. Сестры их: Саруия и Авигея.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Соломон патша хӑйӗн амӑшне ҫапла хуравласа каланӑ: мӗншӗн-ха эсӗ Адония валли Сунам хули хӗрне Ависагӑна ыйтатӑн? ун валли патшалӑх та ыйт: вӑл — манӑн пичче, тата унпа Авиафар священник та, Саруия ывӑлӗ Иоав [ҫарпуҫ та туслӑ], тенӗ.

22. И отвечал царь Соломон и сказал матери своей: а зачем ты просишь Ависагу Сунамитянку для Адонии? проси ему также и царства; ибо он мой старший брат, и ему священник Авиафар и Иоав, сын Саруин, [военачальник, друг].

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Тата: Иоав, Саруия ывӑлӗ, мана мӗн тунине пӗлетӗн, вӑл Израиль ҫарӗн икӗ ҫулпуҫне — Нир ывӑлне Авенира тата Иефер ывӑлне Амессая — мӗн кӑтартнине те, вӗсене лӑпкӑ самана тӑнӑ вӑхӑтрах вӗлернине, вӑрҫӑ юнӗ тӑкса хӑй пилӗкӗнчи пиҫиххипе хӑй уринчи ура сыррине вӑрҫӑ юнӗпе хӗретнине пӗлетӗн эсӗ; 6. унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка ахаллӗн ярас мар тесессӗн, хӑвӑн ӑсу хушнӑ пек ту.

5. Еще: ты знаешь, что сделал мне Иоав, сын Саруин, как поступил он с двумя вождями войска Израильского, с Авениром, сыном Нировым, и Амессаем, сыном Иеферовым, как он умертвил их и пролил кровь бранную во время мира, обагрив кровью бранною пояс на чреслах своих и обувь на ногах своих: 6. поступи по мудрости твоей, чтобы не отпустить седины его мирно в преисподнюю.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Вӑл Иоавпа, Саруия ывӑлӗпе, тата Авиафар священникпа канашласа тӑнӑ, лешӗсем Адонияна пулӑшса пынӑ.

7. И советовался он с Иоавом, сыном Саруиным, и с Авиафаром священником, и они помогали Адонии.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. [Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни, 25. Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика, 26. Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни, 27. Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай, 28. Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай, 29. Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни, 30. Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай, 31. Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет, 32. Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан, 33. Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни, 34. Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни, 35. Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай, 36. Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани, 37. Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ, 38. Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб, 39. хет ҫынни Урия.

24. [Вот имена сильных царя Давида:] Асаил, брат Иоава - в числе тридцати; Елханан, сын Додо, из Вифлеема, 25. Шамма Хародитянин, Елика Хародитянин, 26. Херец Палтитянин, Ира, сын Икеша, Фекоитянин, 27. Евиезер Анафофянин, Мебуннай Хушатянин, 28. Цалмон Ахохитянин, Магарай Нетофафянин, 29. Хелев, сын Бааны, Нетофафянин, Иттай, сын Рибая, из Гивы сынов Вениаминовых, 30. Ванея Пирафонянин, Иддай из Нахле-Гааша, 31. Ави-Албон Арбатитянин, Азмавет Бархюмитянин, 32. Елияхба Шаалбонянин; из сыновей Яшена - Ионафан, 33. Шама Гараритянин, Ахиам, сын Шарара, Араритянин, 34. Елифелет, сын Ахасбая, сына Магахати, Елиам, сын Ахитофела, Гилонянин, 35. Хецрай Кармилитянин, Паарай Арбитянин, 36. Игал, сын Нафана, из Цобы, Бани Гадитянин, 37. Целек Аммонитянин, Нахарай Беротянин, оруженосец Иоава, сына Саруи, 38. Ира Итритянин, Гареб Итритянин, 39. Урия Хеттеянин.

2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Авесса вара — Иоав шӑллӗ, Саруия ывӑлӗ — тата тепӗр виҫӗ хӑюҫах хушшинче чи палли пулнӑ; вӑл хӑйӗн сӑннипе виҫҫӗр ҫын вӗлернӗ, леш виҫӗ паттӑр умӗнче мухтавлӑ пулнӑ.

18. И Авесса, брат Иоава, сын Саруин, был главным из трех; он убил копьем своим триста человек и был в славе у тех троих.

2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Патшана вилӗмрен хӑтӑлма Саруия ывӑлӗ Авесса пулӑшнӑ, [Авесса Давида ҫӑлса хӑварнӑ,] вӑл филистим ҫыннине амантса вӗлерсе пӑрахнӑ.

17. Но ему помог Авесса, сын Саруин, [и спас Давида Авесса] и поразил Филистимлянина и умертвил его.

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саруия ывӑлӗсем, сире мӗне кирлӗ, мӗншӗн мана вӗскӗртетӗр?

сыны Саруины, что вы делаетесь ныне мне наветниками?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Саруия ывӑлӗ Авесса ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине усал сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн Семей халӗ те вилмен-и-ха? тенӗ.

21. И отвечал Авесса, сын Саруин, и сказал: неужели Семей не умрет за то, что злословил помазанника Господня?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вара Давид ҫынсене ҫапӑҫӑва кӑларса янӑ — ҫарӑн виҫҫӗмӗш пайне Иоав ертсе кайнӑ, тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Авесса — Саруия ывӑлӗ, Иоав шӑллӗ — ертсе кайнӑ, тата тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Геф ҫынни Еффей ертсе кайнӑ.

2. И отправил Давид людей - третью часть под предводительством Иоава, третью часть под предводительством Авессы, сына Саруина, брата Иоава, третью часть под предводительством Еффея Гефянина.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Патша каланӑ: мана мӗне кирлӗ ку? Саруия ывӑлӗсем, сире мӗне кирлӗ? [ан тивӗр ӑна,] вӑрҫтӑрах — Ҫӳлхуҫа ӑна Давида вӑрҫма хушнӑ.

10. И сказал царь: что мне и вам, сыны Саруины? [оставьте его,] пусть он злословит, ибо Господь повелел ему злословить Давида.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Авесса — Саруия ывӑлӗ — патшана каланӑ: мӗншӗн ҫак вилӗ йытӑ патша хуҫамӑма хӑртать? каям та пуҫне касса татам, тенӗ.

9. И сказал Авесса, сын Саруин, царю: зачем злословит этот мертвый пес господина моего царя? пойду я и сниму с него голову.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иоав — Саруия ывӑлӗ — патша чӗри Авессалом майлӑ ҫаврӑннине асӑрханӑ.

1. И заметил Иоав, сын Саруи, что сердце царя обратилось к Авессалому.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed