Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Санра (тĕпĕ: сан) more information about the word form can be found here.
— Ҫапах та сӑлтавӗ пулма кирлӗ, манра мар, сан тавра та мар пулсан, санра хӑвӑнта пулма кирлӗ.

— Однако ж должна быть причина, если не во мне, не кругом тебя, так в тебе самой.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хут укҫан шутласан ҫичӗ тенкӗ санра юлать, — хушса хучӗ вӑл.

— Семь рублей ассигнациями за тобой, — прибавил он.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пӗлетӗн-и, мӗн тӗлӗнтерет мана санра, Олеся?

— Знаешь, что меня удивляет в тебе, Олеся?

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Леш теттесем ултавлӑскерсем кӑна, чӑн-чӑн Чебурашка санра.

Те игрушки фальшивые. Настоящий у тебя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

«Санӑн, Сима, вожатӑй тӗсӗ те ҫук! — пӗрре ҫеҫ мар ятланӑ мана Катя. — Эсӗ ытла черченкӗ чун, романтизм санра мур чухлех, хӑват текенни — нуль. Эс хӑюллӑрах пул».

«Какая ты, Симка, к шуту, пионервожатая! — не раз говаривала мне Катя. — Ты уж больно деликатное создание — этих разных тонкостей да этого всякого романтизму в тебе ужас сколько, а напору — нуль. Ты будь побоевей».

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑн пек чухне Петькӑн письмовникӗ яланах манӑн асӑма килетчӗ: «Ырӑ пикем, эпӗ хам асӑмран тухма пӗлмен хӗрарӑмӑн чунне санра куртӑм та, ӗнтӗ халӗ сирӗн мӑшӑрӑр пулма, хамӑн ачамсене тивӗҫлӗ амӑшӗ тума ӗмӗтленетӗп», — тенӗччӗ унта.

Как всегда в таких случаях, Петькин письмовник живо припомнился мне: «Встретя в вас, милостивая государыня, все добродетели той, которую я так долго оплакивал, почитаю своим долгом сделаться вашим супругом и дать нежную мать моим малюткам».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗс, Лёша, чӑнлӑх санра, васка!

Правильно, Леша, истина твоя, торопись!

18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫавӑнпа та шанӑҫ ҫук санра текех.

И потому мы больше не верим тебе.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Чӑваш ҫынни сана юратрӗ, Санра вӑл — хӑй чунне курать!

Help to translate

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем; 69. Эсӗ Христос иккенне, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те, тенӗ.

Ты имеешь глаголы вечной жизни: 69. и мы уверовали и познали, что Ты Христос, Сын Бога живаго.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эй Лахис хӗрӗ-арӑмӗ, урапуна хӑвӑрт чупакан утсем кӳлсе тӑрат; эсӗ — Сион хӗрӗ тунӑ ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ, Израилӗн усал ӗҫӗсем санра курӑна пуҫларӗҫ.

13. Запрягай в колесницу быстрых, жительница Лахиса; ты - начало греха дщери Сионовой, ибо у тебя появились преступления Израиля.

Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Алӑка уҫнӑ-уҫманах патша, сӗтел ҫине пӑхса, хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Бел, аслӑ эсӗ, санра нимӗнле ултав та ҫук! тенӗ.

18. И как скоро отворены были двери, царь, взглянув на стол, воскликнул громким голосом: велик ты, Вил, и нет никакого обмана в тебе!

Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эпӗ сан ҫинчен, санра Турӑ хӑвачӗ, ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата тем тӗрлӗ ӑслӑлӑх пурри ҫинчен илтрӗм.

14. Я слышал о тебе, что дух Божий в тебе и свет, и разум, и высокая мудрость найдена в тебе.

Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эпӗ, Навуходоносор патша, ҫавнашкал тӗлӗк куртӑм; эсӗ, Валтасар, унӑн пӗлтерӗшне кала, ӗнтӗ патшалӑхӑмра пӗр ӑслӑ ҫын та унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантараймарӗ; эсӗ вара — пултаратӑн, санра — таса Туррӑн хӑвачӗ.

15. Такой сон видел я, царь Навуходоносор; а ты, Валтасар, скажи значение его, так как никто из мудрецов в моем царстве не мог объяснить его значения, а ты можешь, потому что дух святого Бога в тебе.

Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑна ҫапла каларӑм: 6. Валтасар, ӑсчахсен пуҫлӑхӗ! санра таса Туррӑн хӑвачӗ пуррине пӗлетӗп, эсӗ кирек мӗнле вӑрттӑнлӑха та ҫӑмӑллӑнах уҫса паратӑн; эпӗ курнӑ тӗлӗке, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса пар мана.

6. Валтасар, глава мудрецов! я знаю, что в тебе дух святого Бога, и никакая тайна не затрудняет тебя; объясни мне видения сна моего, который я видел, и значение его.

Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эй Иерусалим, ҫӑлӑнас тесессӗн чӗрӳри усаллӑха ҫуса тасат: усал шухӑшусем санра хӑҫанччен хуҫаланӗҫ?

14. Смой злое с сердца твоего, Иерусалим, чтобы спастись тебе: доколе будут гнездиться в тебе злочестивые мысли?

Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Хамӑн Елиаким чурама, Хелкия ывӑлне, чӗнсе илӗп, 21. ӑна санӑн тумна тӑхӑнтартӑп, санӑн пиҫиххине ҫыхтарӑп, унӑн аллине санра пулнӑ ирӗке парӑп; вара вӑл Иерусалимра пурӑнакансенӗн тата Иуда килӗн ашшӗ пулса тӑрӗ.

20. И будет в тот день, призову раба Моего Елиакима, сына Хелкиина, 21. и одену его в одежду твою, и поясом твоим опояшу его, и власть твою передам в руки его; и будет он отцом для жителей Иерусалима и для дома Иудина.

Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Савниҫӗм-пикеҫӗм, эсӗ пур тӗлӗшпе те илемлӗ, санра чӗптӗм тасамарлӑх та ҫук!

7. Вся ты прекрасна, возлюбленная моя, и пятна нет на тебе!

Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Юрлаканнисем те, кӗвӗ калаканнисем те: «манӑн мӗнпур ҫӑлкуҫӑм — санра» тейӗҫ.

7. И поющие и играющие, - все источники мои в тебе.

Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Хӑйӗн вӑйне Санра тупакан ҫын телейлӗ, унӑн чӗринчи сукмакӗсем ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ.

6. Блажен человек, которого сила в Тебе и у которого в сердце стези направлены к Тебе.

Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed