Шырав
Шырав ĕçĕ:
Самонькӑна (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тумлам мучи ҫине эпӗ кичеммӗн пӑхатӑп та вӑл Самонькӑна каланӑ сӑмахсене аса илетӗп, ҫав самантрах ку сӑмахсене шкул доски ҫине хӗрарӑм аллипе питӗ типтерлӗ, саспаллисене сулахай еннелле кӑшт чалӑштарахах ҫырса хунӑскерсене, куҫ умне кӑларса тӑрататӑп: «Ҫӑкӑртан асли ҫук».
Диктант // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫав телейсӗр кун Самонькӑна тата тепӗр хыпар хытӑ кулянтарчӗ: унӑн тӑван ялӗнче офицерсем вунна яхӑнах иккен, вӗсен званийӗсемпе танлаштарсан, Самонькӑн чинӗ ытла та кӗҫӗн.
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Шӑп Мускавӗнчех-и? — тӗлӗнче Наҫтаҫ, Самонькӑна вара мӑн аккӑшӗ ун ҫине питӗ кӗвӗҫсе пӑхнӑн туйӑнчӗ.
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Астӑватӑп, хӑш чухне Самонькӑна кашни кун ҫупкӑ лекетчӗ, ӑна вӑл айӑпа кӗнӗ ҫыннӑн тӳсӗмлӗхӗпе тивӗҫлӗн, темӗнле шырасан та хӑйне тӳрре кӑлармалли май тупма ҫуккине ӑнланса йышӑнатчӗ, сӑмахран акӑ, сана ҫын садӗнче е пахчинче тытса аҫу патне ҫавӑтса пынӑ пулсан, эсӗ мӗн калама пултарӑн-ха?
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Страницăсем:
- 1