Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пытармасӑр (тĕпĕ: пытар) more information about the word form can be found here.
Сирӗн харпӑр пурнӑҫри туйӑмсене пытармасӑр кӑтартма вӗренмелле, юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва йӗркелемелле.

Вам нужно научиться не скрывать свои эмоции в личной жизни и определить отношения с любимым.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кама каласа панӑ-ши ӑшри хуйха-суйха сан умӑнти пек ним пытармасӑр?

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗрсем, пӗрне-пӗри чӑмӑртаса, вӗҫӗмсӗр пӗр-пӗрин ячӗсене асӑнчӗҫ, пӗр хушӑ куҫҫулӗсене пытармасӑр, ача пек татӑлса йӗчӗҫ…

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗртен-пӗрех чуна йапатмалли, шухӑш-кӑмӑла ним пытармасӑр уҫса памалли тӳрӗ тусӗ Укахвин — тӑван тавралӑх, ял ҫумӗнчи хура вӑрман…

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ах, йысна ҫумне ларасчӗ те ман, ҫаксем ҫинчен пытармасӑр каласа парасчӗ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтан хӑйӗн тӳрӗкӑмӑллӑхне пула пытармасӑр пӗлтерчӗ:

Help to translate

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫук, илтмен, — пӗр пытармасӑр хуравларӗ Григориу.

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл аллисене пилӗк ҫине хучӗ, каҫӑрӑларах ларчӗ, ҫапла Володя арӑмне ун илемӗнчен тӗлӗннине пытармасӑр, ӑна пирвайхи хут курнӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑйне те начара хумасӑр, мӑнкӑмӑллӑн сӑнаса ларчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пысӑк куҫӗсем ҫынна куҫкӗрет сӑнаса, ҫынпа кӑсӑкланнине пытармасӑр, «пӗлесчӗ-ха, пӗлесчӗ эсӗ мӗнле этем иккенне» е, унтан та ытла, «калам-и эпӗ сан пирки мӗн шухӑшланине?» тенӗн пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗн пулса иртнине пӗр пытармасӑр ҫырма та намӑс: Таранов хӑйӗн айванлӑхне пула ҫамрӑк чух Инессӑна Петр Васильевич аллине вӑрӑнтарса хӑварчӗ, халь — Ярабаев аллине.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Таня, кала-ха пӗр пытармасӑр, мӗншӗн юрататӑн эсӗ мана? — ыйтрӑм эпӗ пӗррехинче.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Юрататӑн пулсан пӗр пытармасӑр кала-ха: сирӗн редакцире ӗҫлекенсенчен Тукмак Тукмаков ятпа хӑшӗ фельетонсем ҫырать?

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Писатель пурнӑҫа суйса капӑрлатмасӑр, тулаш тата шалти хирӗҫӳлӗхсене пытармасӑр ҫырса кӑтартнине, вӗсен тӗп персонажӗсем чылай чухне, В. Нишер сӑмахӗсемпе каласан, «ҫунатсӑр» геройсем пулнине кура, Мартыновӑн ҫырнӑ калавӗ-повеҫӗ, ун чухнехи пӑнтӑх самана калӑпӗсене вырнаҫаймасӑр, вулакан патне йывӑрпа ҫитсе пынӑ: писатель пурнӑҫа, ытарлӑ пулин те, анчах тӗрӗс кӑтартни нумайӑшне килӗшмен.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Савантере персе ӳкерес тенӗ ҫӗмрен тискере лекмерӗ, — терӗ хӗр, ӗнер мӗн пулса иртнине пӗр пытармасӑр каласа кӑтартрӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу Эпрахиль юпи патӗнче мӗн пулса иртнине ним пытармасӑр каласа пачӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ӑна ним пытармасӑр йӑлтах каласа кӑтартрӗ:

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ҫинчен вӑл нимӗн пытармасӑр каласа кӑтартрӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗмпех, пӗр пытармасӑр!

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ ӗнтӗ Павӑл хӑй курман ҫӗртен туса ирттернӗ «операци» ҫинчен амӑшне пӗр пытармасӑр, кукӑрӗ-макӑрӗпех сӳтсе пачӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed