Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫӗнчи (тĕпĕ: пуҫ) more information about the word form can be found here.
Уртем Михали пуҫӗнчи курӑс шлепкине ҫамки ҫинерех пусарса лартрӗ те ҫын куҫӗнчен аяккараха, ҫӑра чӑтлӑхлӑ тӗм патне пычӗ, турачӗсене сире-сире чи варрине кӗрсе ларчӗ.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ефим Егорович халӑх умне хаваслӑн кулкаласа пырса тӑчӗ, чи малта ҫӗр чавакан кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрачана ҫурӑмӗнчен ачашларӗ те пуҫӗнчи карттусӗпе питне шӑлса илсе хыттӑн калаҫма пуҫларӗ.

Help to translate

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Палламан ҫын тӗттӗм кӑвак тум тӑхӑннӑ, пуҫӗнчи карттус ҫинче ылтӑн паллӑсем ялтӑртатаҫҫӗ.

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Каччӑ ӑна курсан калаҫма чарӑнчӗ те пуҫӗнчи картузне васкамасӑр хывса тытрӗ.

Приглядевшись к ней, юноша замолчал и медленно стянул с головы фуражку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫтаппан пичче! — хаваслӑн кӑшкӑрса чӗнчӗ ӑна Цэрнэ, пуҫӗнчи картузне ӑна хисеп тунӑ пек хывса.

— Дядя Степа! — радостно крикнул Цэрнэ, с уважением снимая шляпу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл Урсэкиене курчӗ те ун патне пырса тӑчӗ, пуҫӗнчи картузне хывса, ун ӑшӗнчен хулӑн конверт кӑларчӗ.

Найдя Урсэкие, он подошел к нему, снял с головы картуз и вынул из него толстый конверт.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫтаппан пичче вара ҫав самантрах пуҫӗнчи картузне хыврӗ те ӑна аллинче тытнипех пӗр хушӑ нимӗн хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ.

А тот вдруг обнажил голову и застыл с картузом в руке.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫухалса кайнипе темиҫе минута яхӑн ним тума пӗлмесӗр пӑхкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл пуҫӗнчи картузне мелсӗррӗн хыврӗ те аллинче ҫавӑркаларӗ, унтан пурне те пуҫ тайса саламлама пуҫларӗ.

Постояв несколько минут в растерянности, он неловко стянул с головы кепку и, вертя ее в руках, принялся отвешивать поклоны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл пукан ҫине йывӑррӑн кайса ларчӗ, вара тинех пуҫӗнчи шӗлепкине ӗшенчӗклӗн хывса тытрӗ.

господин Фабиан тяжело опустился на первый же стул и только после этого устало стащил с головы шляпу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан Кӗркури ҫине пӑхрӗ те: — Эх, Кӗркури, Кӗркури! Сана тӑван ывӑл пекех юратса, хӗрхенсе пӑхса ӳстертӗмӗр-ҫке, ҫак ӗҫе тӑвасса пӗлмерӗмӗр… Петӗрне лайӑх пӗлместӗп, тен, ӑна пула туса хутӑн-и вара!? Ах, тур-тур, пӗтертӗр, пӗтертӗр пире, — терӗ, ача пекех хӑйӗн куҫҫулӗпе хӑех чыхӑна-чыхӑна йӗрсе, хӑй ҫав хушӑрах чӗтрекен аллисемпе, пуҫӗнчи тутӑр вӗҫӗсемпе куҫҫульне шӑлчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хресченсем пуҫӗнчи ҫӗлӗксем вӑйлӑ тӑвӑл сӳсе илнӗ пекех хывӑнчӗҫ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр-икӗ курка ӗҫсен, Михха пуҫӗнчи мухмӑр сӗрӗмӗ кӑштах уҫӑлчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье пуҫӗнчи шаль тутӑрне салтса сак ҫине хучӗ Микула.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫӗнчи ҫӗлӗкне хывса йӑрхаха ҫакрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула, алса тулӗсене пиҫиххи хушшине хӗстерсе, сӗтел пуҫӗнчи сак ҫине пырса ларчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула хӑй те сисмерӗ, вырӑсла хапха тӗлне ҫитрӗ те, пуҫӗнчи хаваслӑ ӗмӗт-шухӑшӗсем вӗҫсе саланчӗҫ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур никам сисиччен Анук патне ыткӑнса пычӗ те, ун пуҫӗнчи тутӑрӑ сӳсе илсе, хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫӗнчи пӗртен-пӗр шухӑш Кӗтерука ку ылханлӑ кил-ҫуртран хӑвӑртрах тухса ӳкме хӑваларӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫӗнчи шупка кӗрен кӗшемӗр тутӑрӗ тулли те сывлӑхлӑ пит-куҫне илем кӗртет.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун пуҫӗнчи шухӑшсем, ним патне те пырса тухаймасӑр, урлӑ-пирлӗ пӑтрашӑнса вӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed