Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Путек the word is in our database.
Путек (тĕпĕ: путек) more information about the word form can be found here.
— Акӑ шутла: кашкӑр, путек тата эсӗ.

Help to translate

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

Вырӑн хӗррине икӗ тенкел лартнӑ, тенкелсем ҫине кивӗ юркан сарнӑ, кунта путек ҫывӑрать.

Help to translate

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫывӑрма та путек пирӗнпе пӗр вырӑн ҫинче ҫывӑрать.

Help to translate

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ улӑм ҫине тӑсӑлса выртатӑп, путек ман урлӑ сикет, хӑш чух шӗвӗр урисемпе мана ыраттарать те, эпӗ ҫилленсе ӳпне выртатӑп.

Help to translate

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн ҫеҫ тӑхланпа паллади тӗслӗ е пӗтӗркке путек ҫӑмӗ пек кӑтрам пӗлӗтсем пӗр-пӗрин ҫине каркалансах купаланнӑ та, «океана» самай нӗртен кӑларнӑ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Килӗнче вӑл йышлӑ выльӑх-чӗрлӗх тытать: виҫӗ ӗне, тӑватӑ сӑвакан качака, тӑхӑр путек, 40-е яхӑн чӑх, кроликсем…

Help to translate

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Полина та ирхи хӗвел шевли пекех йӑлкӑшать, хӑйне шкулти пек мар, ҫурхи ҫӑра курӑклӑ ҫерем ҫинче амӑшӗнчен самантлӑха татӑлса тӑлтти-талтти сикекен путек пекех ирӗклӗн тыткалать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте сивӗ сывлӑш шурӑ путек кӗтӗвӗ пек капланса тулчӗ, урай тӑрӑх саланса кайрӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапах та шӗшкӗ хуллинчен тунӑ мӑйрака ҫине темиҫе шӑтӑк шӑтарсан, путек ӳпки пысӑкӑш ӳпкӳ сывах пулсан, кирек епле шӑпӑрҫӑпа та тавлашма пулать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӗсем те ӑҫта, мӗнле ҫаран лекессе пӗлесшӗн ҫунаҫҫӗ, ытлашши пӗрер путек е пӑру усрама пулмӗ-ши тесе ӗмӗтленеҫҫӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗл каҫнӑ пӑру е виҫӗ путек кама тӗккелӗ?

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инҫетри ют кил хушшинче ҫӗр каҫнӑ путек, халь урама хӑваласа кӑларса янӑскер, уҫӑ сассипе макӑрни илтӗнчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша вӑл путек мар-ҫке, ӑна кӑмака хыҫӗнче усраймастӑн.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне йывӑр чирпе е урӑх инкекпе асапланакансем вӑл картана чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, путек таврашӗ килсе яраҫҫӗ имӗш.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атте пӑшӑрханать: — Путек те пӗрех-ҫке, — тет.

Help to translate

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне мана ҫав сурӑхсем патне кайса пӑхма хушрӗ, путек унта ҫӳрет-и тен, терӗ.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрре пирӗн путек кӗтӳрен таврӑнман.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирӗн амӑшӗсӗр ӳснӗ путек пурччӗ, тӑлӑх пыччи теттӗм эп ӑна.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ял вӗҫӗнче путек макӑрать.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара ача путек пек йӑваш пулать тенӗ.

Тот от неожиданности перестает плакать и становится послушным и добрым, как ягненок.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed