Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Эхер те Вӑл чӗрине хупса хурас пулсассӑн, Хӑйӗн сывлӑшне, пурӑнӑҫ чӗмне каялла Хӑй патне илес пулсассӑн, 15. тӗнчери пӗтӗм чун ҫавӑнтах пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ, этем каллех тӑпра пулса тӑрӗччӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ ӗнтӗ этемшӗн икӗ-виҫӗ хутчен те ҫапла тӑвать, 30. ҫакна Вӑл ӑна вилӗмрен хӑтарасшӑн, уншӑн пурӑнӑҫ ҫути ҫуталтӑр тесе тӑвать.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӑна нуша, хӗсӗк пурӑнӑҫ сехӗрлентерет; ӑна ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ патша пек хӑратать, 25. мӗншӗн тесессӗн вӑл аллине Турра хирӗҫ ҫӗкленӗ, Пурне те Тытса Тӑракана хирӗҫ тӑнӑ, 26. Ӑна хирӗҫ вӑл пуҫне каҫӑртса, хулӑн хулканпа хӳтӗленсе талпӑннӑ: 27. унӑн сӑнӗ-пичӗ самӑрланса-кӳпчесе кайнӑ, вӑл айӑкӗсене ҫу хывнӑ.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӗнтӗ пурӑнӑҫ йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Асап куракана мӗншӗн ҫутӑ кун панӑ-ши, чунтан хурланакана мӗншӗн пурӑнӑҫ панӑ-ши?
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла ӗнтӗ, ывӑлӑм, тӑванусене юратса пурӑн, вӗсен хушшинчен арӑм илес мар тесе, тӑванусен умӗнче, хамӑр халӑхӑн ывӑлӗ-хӗрӗ хушшинче хӑвна асла ан хур, мӑнаҫланни этеме пӗтерет, ҫынна йӗркерен кӑларать, пурӑнма пӗлменнипе вара пурӑнӑҫ хӗсӗнсе ҫитет, ҫука юлатӑн: йӗркесӗр пурӑнни — выҫлӑх амӑшӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир Санӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр, 11. Эсӗ вӗсене пире Хӑвӑн чурусем, пророкусем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: «эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр таса ҫӗр мар, вӑл ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе, вӗсен йӗрӗнчӗкӗсемпе вараланнӑ, вӗсем ҫӗре пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ирсӗрлетнӗ. 12. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр; ҫав ҫӗрӗн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ывӑлӑрсем валли еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, вӗсене ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сунӑр» тенӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан ҫапла хушса хунӑ: эпӗ пурӑннӑ чухне тӑнӑҫлӑх та ырӑ пурӑнӑҫ пултӑрччӗ, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Ҫапла тӑрса, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне хытӑ сасӑпа каласа пилленӗ: 56. Хӑйӗн Израиль халӑхне, Хӑй каланӑ пек, лӑпкӑ пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мухтавлӑ!
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: 3. эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; 4. халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; 5. халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; 6. ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эхер те пӗр-пӗр ҫын сана йӗрлеме е санӑн чунна шырама пикенсессӗн, манӑн хуҫамӑн чунӗ Ҫӳлхуҫа Турру аллинчи пурӑнӑҫ тӗввипе ҫыхӑнӗ, тӑшманусен чунне вара Вӑл чулравпа пенӗ пек ывӑтса ярӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Акӑ Эпӗ санӑн шӑнӑрна та, аҫу килӗн шӑнӑрне те касса ярас кунсем ҫывӑхараҫҫӗ, апла санӑн ҫуртунта [нихӑҫан та] ватӑ ҫын пулмӗ; 32. Ҫӳлхуҫа Израиле кӑмӑллать пулин те, эсӗ Манӑн ҫуртӑм юхӑннине курӑн, санӑн килӳнте пурӑнӑҫ тӑршшӗпех ватӑ ҫын пулмӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Израиль халӑхне пӗтӗм таврари тӑшманӗсенчен хӳтӗлесе тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ панӑранпа нумай вӑхӑт иртсессӗн, Иисус ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ, сӗм ватлӑх патне ҫитсе тухнӑ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсене хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сун.6. Не желай им мира и благополучия во все дни твои, во веки.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Исаака вара Ревекка ҫапла каланӑ: хетсен хӗрӗсем пирки манӑн пурӑнассӑм та килмест; Иаков хетсен хӗрне качча илес пулсассӑн, ҫаксем евӗрлине, ҫак ҫӗрти хӗрсем евӗрлине илес пулсассӑн, мана пурӑнӑҫ мӗне кирлӗ? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӗр ҫинче ҫӳрекен пур чӗрчун та вилсе пӗтнӗ: вӗҫен кайӑксем, выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта, пур ҫын та вилсе пӗтнӗ; 22. типӗ ҫӗрте пурӑнӑҫ сывлӑшне сӑмсапа сывлаканни пурте вилсе пӗтнӗ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара пурӑнӑҫ та, пӗр иккеленмесӗр калатӑп, лайӑхлана пуҫлӗ.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html
Вӑл нумай пулмасть ҫуралнӑ, вӑл нумай пурӑнӑҫ та ҫук.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.