Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пурӑнас (тĕпĕ: пурӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫак лагерьте чӗпӗсен кӗркуннечченех, пӗрремӗш юр ӳкичченех пурӑнас пулать.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пирӗн вӑхӑтра ытларах тупса панипе пӗрлешнӗ те… юратӑвах пӑхса тӑман, пурнӑҫ тӑвас, ҫын ӗретлӗ пурӑнас тенӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Арҫынпа хӗрарӑмӑн черченкӗ туйӑма ҫухатмасӑр пӗр-пӗрне килӗштерсе ӗмӗр тӑршшӗпех пурӑнас тесен мӗн тумалла?

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Мӗнле сансӑр пурӑнас манӑн?

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

— Малтанах кала-ха ҫакна: санӑн пурӑнас килет-и, ҫук-и?

— Прежде всего отвечай на вопрос: хочешь ли ты жить,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ман халь пӗччен малашне мӗнле пурӑнас, кама шыв йӑттарас, кама кӗпе ҫутарас, кам урай сӗрсе парать, кама улма шураттарас, — пӑшӑрханса юлчӗ арӑмӗ машина ӑшне кӗрсе ларнӑ упӑшки ҫине пӑхса, — каҫхине килетӗн пулӗ-ха.

Help to translate

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Ӗмӗр тӑршшӗ вӑрӑм, ҫул урлӑ чупса каҫасси мар, кайран килӗштерсе мӗнле пурӑнас унпа.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Мӗнле пурӑнас ман санпа, аптӑрасах ҫитрӗм ӗнтӗ.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Мӗн ҫав йӳҫ кӑмӑлпа пурӑнас?

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

— Эпӗ тек ку хулара пурӑнас теместӗп, Макар тусӑм, Ҫӗпӗре, ҫӗнӗ ҫӗре каяс тетӗп.

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халӗ ман уншӑн та пурӑнас пулать, уншӑн та ӗҫлес пулать.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кил-ҫуртӑм арканнӑ, арӑмпа хӗрӗм ҫухалнӑ, икӗ урам та татӑк — тек камшӑн, мӗншӗн асапланса пурӑнас, терӗм…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем, шӑп та лӑп туй хӗрӗ пек, шап-шурӑ тумпа пӗтӗм халӑха савӑнтараҫҫӗ, пурӑнас кӑмӑлне ҫӗклентереҫҫӗ, пуҫӗсене тая-таях иксӗлми телей суннӑн ирте-ирте юрлаҫҫӗ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Пурин те пурӑнас килет иккен, йывӑҫӑн та ҫынсенни пекех.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Мӗн ӗҫ туса пурӑнас ман малалла?

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Арҫын-ҫке вӑл, ӗмӗрех общежитире пурӑнас килмӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫӗр пур, харпӑр хӑй хуҫалӑхпа пурӑнас кӑмӑл-шухӑшлӑ ҫитӗннӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Килте пурӑнас тесен, ҫӗре каялла илме тӑрӑшмалла, атте!

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна, пӗчӗк ачана савакан амӑшӗ пек, хуллен те ачаш сассипе: — Ҫук, Ҫтаппан… Эсӗ нимшӗн те айӑплӑ мар ман умра. Ку тӗнчере никам та хӑй ӑраскалӗнчен иртме пултараймасть. Атте турӑ эпир ӗненнине тӗпчесшӗн усал сывлӑш Михха сӑнарлӑ курӑнса килчӗ. Ан хурлан, савнӑ тусӑм. Ан тив, тӗп туччӑр. Ку тӗнчере эпир пурте… Михха та икӗ ӗмӗр пурӑнас ҫук. Леш тӗнчене куҫсан, хӑй шыранине тупӗ. Ан ҫиллен… каҫар ӑна… — терӗ те вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе калаҫма чарӑнчӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, леш тӗнчери пурнӑҫа ӗненекенскер, чунӗ тухас вӑхӑт ҫывхарнине сиснӗ май, ҫӗр ҫинче пурӑнас килнӗ халне ҫухатрӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed