Шырав
Шырав ĕçĕ:
Адрес астуса юл: Калининская область, Бологоцский район, пулас ял — Плавни, э?Адресок-то запомни: Калининская область, Бологовский район, будущая деревня Плавни, а?
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйсен кӗтмен хӑнине ӑсатма Плавни ял ҫыннисем пурте пухӑнчӗҫ.Провожать неожиданного своего гостя вышло все наличное население деревни Плавни.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавнашкалах пирӗн Плавни ялӗ те…
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсем Плавни ял ҫыннисенне нимӗн те хӑварман: нумай ҫулсем хушши ӗҫлесе тунӑ япалисенчен кил-ҫурт та, пурлӑх та, выльӑх-чӗрлӗх те, ҫи-пуҫ таврашӗ те нимӗн те юлман вӗсен; нимӗҫсем килсе тупасран шикленсе, вӗсем халӗ вӑрмантах пурӑннӑ, выҫӑхнӑ та, темле асап та тӳснӗ вӗсем, ҫапах та 30-мӗш ҫулта тунӑ колхозӗ саланман.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑшман совет ҫӗрне ӗмӗрех тап-таса пурӑнаймӗ-ха, эпир ку сӗмлӗхре тен лӑпкӑ ларсах ирттерӗпӗр, тесе шутланӑ Плавни ҫыннисем.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Плавни ялӗнчи хресченсем, хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинче тырӑ начар пулнӑран, вӑрманти кӳлӗсенче пулӑ тытса пурӑнаканскерсем, вӑрҫӑ хӑйсен ялӗнчен аякран иртсе кайнӑшӑн хӗпӗртенӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа нимӗҫ колоннисем, хӑватлӑ танк чаҫӗсем пулӑшнипе, красноармеецсен чаҫне аркатнӑ та, мӑн ҫултан аякра, вӑрманти кӳлӗ хӗрринче ларакан Плавни ялӗнчен иртсе тӳрех хӗвелтухӑҫнелле кайнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Плавни таврашӗнче ҫапӑҫусем пулман.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Плавни ятлӑ пӗчӗк ял ҫыннисем тӳссе ирттернӗ асаплӑ пурнӑҫ ҫинчен вӑл кайран кӑна пӗлчӗ.Только потом узнал он историю злоключений жителей деревеньки Плавни.

- 1