Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмах урӑх япала ҫинчен тапрансанах Каҫҫан пичче питӗрӗнсе ларнӑ пек пулать, курман-илтмене перет.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Ӗлӗк унта тислӗк тӑкнӑ пулнӑ, кайран кӳлӗ пӗтӗмпех ҫӗрпе питӗрӗнсе ларнӑ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Председатель пӳлӗмӗ питӗрӗнсе тӑрать, Катрам Иванӗ пырайман курӑнать-ха.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл чунӗпе питӗрӗнсе ҫӳрени Куҫма хӑй пурнӑҫӗнче инкек нумай курнинчен килет пулмалла.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Арскра питӗрӗнсе ларнӑ чухне вӑл Булат Ширина Хусана таврӑннӑ-таврӑнман тытса хупма шутласа хунӑччӗ.
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Куран, шӑтӑкӗ йӑлтах питӗрӗнсе ларнӑ.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Крепӑҫра вӗсем пурте, ҫавӑнта питӗрӗнсе ларнӑ!
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сахиб-Гирей те Хусан Стамбул юрчӗ шутланма тытӑннӑ ятпа темиҫе кун ӗҫкӗ ӗҫсе йышӑну хыҫҫӑн йышӑну ирттерчӗ те пӗр ирхине хӑйӗн палатине питӗрӗнсе ларчӗ.
9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вена юн чӑмаккипе питӗрӗнсе ларнӑ, ҫавӑнпа шыҫӑннӑ та ури», — вуланӑҫемӗн тавҫӑра пуҫларӗ Павӑл.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ӑна-кӑна чухлакан ҫын чунӗпе сисмесӗр тӑма пултараймарӗ: Чураппана килте питӗрӗнсе ларма самаях кичем, тунсӑхланипе вӑл вӑхӑтне ниҫта хураймасть, ҫавӑнпа алманчӑпа ӑҫти ҫук ҫинчен кун каҫиччен калаҫса ларма хатӗр.
17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрса хӗрӗ вара князь сисиччен чӑлана питӗрӗнсе ларчӗ те тек пӗрре те куҫа курӑнмарӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Кайса кала эс ӑна, Ярахви, хӗненипе унӑн хӑлхи питӗрӗнсе ларнӑ пулмалла…
15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупайӑн кӑна илтсен сывлӑшӗ те питӗрӗнсе ларнӑ пек пулчӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑпартлансах кайнӑскер — Гент хӑйӗн юратнӑ ӗмӗчӗ пирки чылайччен калаҫрӗ, материкрен материке куҫрӗ, Кӑнтӑр полюсран Ҫурҫӗр полюса, сахал тӗпченӗ Полинезие, Австралин европейсемшӗн паллӑ мар варрине, сӑрт-туллӑ вӑрттӑн Тибета, питӗрӗнсе ларнӑ Японие ҫул ҫӳремелли схемӑсем кӑлара-кӑлара тӑратрӗ; вӑл никам та тӗпчемен тинӗссем, вулкансем, шыв сиккисемпе ханкӑрсем пирки калать, ӑна итленӗ май Ливингстон Гентпа пӗрле тӗнчен аслӑ та пӗчӗк вӑрттӑнлӑхӗсен хушшинче ӑнтӑлса ҫӳрет.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Питӗрӗнсе ларакан пырти татӑка ҫӑтса яма та мантӑм, темӗн пекех мана кансӗр пулчӗ.Требовалось чисто физическое усилие для того, чтобы протолкнуть кусок через сжимавшееся горло.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хурал пӳрчӗн алӑкӗ питӗрӗнсе тӑрать.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эсӗ ӑна хытӑрах шаплаттарса хупса хӑвар та, ҫӑри хӑех питӗрӗнсе ларӗ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ман сывлӑшӑм питӗрӗнсе ларчӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кайран вӑл ҫухалчӗ; пӳлӗме кӑвар савӑчӗпе питӗрӗнсе ларнине пӗлтӗм.Потом он исчез; передавали, что он заперся в комнате с жаровней.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Вӑт питӗрӗнсе аппалан кунта.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.