Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паян the word is in our database.
Паян (тĕпĕ: паян) more information about the word form can be found here.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.

5. И пришел Иоав к царю в дом и сказал: ты в стыд привел сегодня всех слуг твоих, спасших ныне жизнь твою и жизнь сыновей и дочерей твоих, и жизнь жен и жизнь наложниц твоих; 6. ты любишь ненавидящих тебя и ненавидишь любящих тебя, ибо ты показал сегодня, что ничто для тебя и вожди и слуги; сегодня я узнал, что если бы Авессалом остался жив, а мы все умерли, то тебе было бы приятнее; 7. итак встань, выйди и поговори к сердцу рабов твоих, ибо клянусь Господом, что, если ты не выйдешь, в эту ночь не останется у тебя ни одного человека; и это будет для тебя хуже всех бедствий, какие находили на тебя от юности твоей доныне.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Яланах ҫапла сан: «паян — зоокружок», «паян ӗне чирленӗ», «паян ӗне пӑруларӗ», — унталла-кунталла утрӗ вӑл, сассине хӑпартса калаҫрӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Паян… — терӗ Пӑрӑҫ, — паян унти, океан леш енчи, хаклӑ, кӑмӑллӑ, тӑван сӑн-питсене куҫ умне кӑларса тӑрататӑп, вӗсем те пире кӑмӑллӑн аса илеҫҫӗ, — паян эпӗ этеме ҫиместӗп…

— Я не хочу, — сказал Перец, — сегодня, в память милых дружеских и родных лиц, что сидят там, за океаном, и нежно вспоминают о нас, — я не буду есть человека…

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

«Юратура мӗнле ҫирӗп тивӗҫлӗхсем пуррине Ольга паян каҫах пӗлӗ; иксӗмӗр ҫеҫ курнӑҫасси паян юлашки хут пулать, паян…»

«Сегодня же вечером Ольга узнает, какие строгие обязанности налагает любовь; сегодня будет последнее свидание наедине, сегодня…»

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

10. Паян Эпӗ ҫӗкленӗп, тет Ҫӳлхуҫа, паян аслӑлӑхӑма кӑтартӑп, паян ҫӗкленӗп.

10. Ныне Я восстану, говорит Господь, ныне поднимусь, ныне вознесусь.

Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Паян эсир пурсӑр та — йӑхӑрсен пуҫлӑхӗсем, сирӗн аслӑ ҫыннӑрсем, [сирӗн тӳрӗрсем,] халӑха пӑхса тӑракансем, пӗтӗм Израиль ҫынни, 11. сирӗн ачӑрсем, арӑмӑрсем, санӑн тапӑрна ютран килнӗ ҫынсем, вутӑ касса тӑракантан пуҫласа шыв кӳрсе тӑракан таранах — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тӑратӑр: 12. Ҫӳлхуҫа Турру паян санпа килӗшӳ тӑвать, эсӗ тупа туса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррупа халал хыватӑн, 13. Вӑл сана паян Хӑйӗн халӑхӗ тӑвать, Хӑй вара — сана каланӑ пек, санӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова Хӑй тупа туса каланӑ пек — санӑн Турру пулӗ.

10. Все вы сегодня стоите пред лицем Господа Бога вашего, начальники колен ваших, старейшины ваши, [судьи ваши,] надзиратели ваши, все Израильтяне, 11. дети ваши, жены ваши и пришельцы твои, находящиеся в стане твоем, от секущего дрова твои до черпающего воду твою, 12. чтобы вступить тебе в завет Господа Бога твоего и в клятвенный договор с Ним, который Господь Бог твой сегодня поставляет с тобою, 13. дабы соделать тебя сегодня Его народом, и Ему быть тебе Богом, как Он говорил тебе и как клялся отцам твоим Аврааму, Исааку и Иакову.

Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Акӑ паян эпӗ сире пиллӗхпе ылхан сӗнетӗп: 27. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене — паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтсене — итлесе пурӑнсассӑн, сире пиллӗх пулӗ, 28. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене итлемесессӗн, эпӗ сире паян пӗлтерекен ҫултан пӑрӑнса хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайсассӑн, сире ылхан ҫитӗ.

26. Вот, я предлагаю вам сегодня благословение и проклятие: 27. благословение, если послушаете заповедей Господа, Бога вашего, которые я заповедую вам сегодня, 28. а проклятие, если не послушаете заповедей Господа, Бога вашего, и уклонитесь от пути, который заповедую вам сегодня, и пойдете вслед богов иных, которых вы не знаете.

Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Моисей каланӑ: ӑна паян ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн паян Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ; паян ӑна хирте тупаймӑр; 26. ӑна ултӑ кун пуҫтарӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ вара — шӑматкун: ҫав кун вӑл пулмасть, тенӗ.

25. И сказал Моисей: ешьте его сегодня, ибо сегодня суббота Господня; сегодня не найдете его на поле; 26. шесть дней собирайте его, а в седьмой день - суббота: не будет его в этот день.

Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Стервиз ҫынни: «Паян пӗрне тымар кӑшлаттаратӑн, ыран — теприне. Эсӗ те пирӗн хӑраххи. Паян эпӗ — санран, ыран эсӗ — манран», — тесе куҫкӗрет мӑшкӑллаканни, милицие леҫсе ярассипе хӑратаканни.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паян сӑнама вӑхӑт пулмарӗ-ха, паян — хӑнасем килсе тулчӗҫ.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ак паян тенипе паян пулмалли япала ку, — тӗлӗнмелле хыпар пӗлтерме хатӗрленчӗ Юмӑҫ Укань.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир паян тесен паян туя лартма хатӗр: апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫук, паян унта чарӑнмастпӑр, мӗншӗн тесен унти пур халӑх та паян кунта — Юратай планети ҫине — савӑнма пуҫтарӑнать.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Эпӗ шкула ҫӳренӗ вӑхӑтсемпе Лапсар ялӗн паянхи кунне танлаштарсан: паян кашни урамра асфальт ҫул сарнӑ, ун чухне вара пыльчӑк ҫӑраттӑмӑр.

Help to translate

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Пӗлӳ тӗнчин алӑкне паян тесен паян уҫма хатӗр кунта.

Help to translate

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Курнавӑш шкулӗ те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне яланхиллех тӗплӗн хатӗрленнӗ – паян тесен паян ачасене йышӑнма хатӗр.

Help to translate

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Паян Тимуш кӑмӑлӗ ҫак илемлӗ ҫанталӑк пекех, паян ӑна никам хисеплемен-картман Шӑши Элекҫейӗ те чипер этем пекех туйӑнать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Паян театр кунӗ. Пӗтӗм тӗнче театр уявне уявлать паян. Ҫак кун ӳлӗм те спектакль курма кайӑпӑр», — пӗлтерчӗ анне…

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтерни, паянхи ӑрӑвӑн неофашизма тӗп тумалли ҫинчен каларӗ.

Help to translate

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

Паянхи кунччен унӑн телефонӗ ҫутӑ пулнӑ, паян сӳнсе ларнӑ.

До сегодняшнего дня его телефон был включенным и выключился лишь сегодня.

Ҫухалнӑ арҫын шӑнкӑравласан та тытман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34916.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed