Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗренӳ министерствин вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе тата общество организацийӗсемпе пӗрле ачасене, ҫул ҫитмен ачасемпе ҫамрӑксене обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫсем тума йышлӑнрах явӑҫтарма, вӗсене хӑйсен Тӑван ҫӗршыв умӗнчи яваплӑхне тата тивӗҫне ӑнланса ӑша хывма пулӑшакан проектсем туса хатӗрлемелле тата пурнӑҫламалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Унсӑр пуҫне, патшалӑхӑн тата обществӑн пӗлтерӗшлӗ задачисен шутне аслӑ ӑрӑва хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма условисем туса парасси, сывлӑхне лайӑх шайра тытса тӑрассипе упраса хӑварасси, ӑна общество тата волонтерлӑх ӗҫ-хӗлне хутшӑнтарасси кӗрет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Сирӗн ӗҫ кӑткӑс та яваплӑ: вӑл общество шухӑш-кӑмӑлне йӗркелет, влаҫпа обществӑн конструктивлӑ хутшӑнӑвне йӗркелеме пулӑшать, ҫапла майпа республикӑри тӑнӑҫлӑха тивӗҫтерет.
Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/01/13/glava-chu ... et-s-dnyom
Эпир мӗн пӗлни вӑл — капитализмлӑ обществӑна чи лайӑх пӗлекенсем, ҫак общество мӗнле аталанса пырассине малтанах пӗлнӗ чи пысӑк ӑс-пуҫсем пире тӗп-тӗрӗссӗн кӑтартса пани, — вӑл мӗнпурӗ те ак ҫакӑ кӑна пулать: пурнӑҫа ҫӗнетсе тӑвас ӗҫ истори тӗлӗшӗнчен, кирек епле пулсан та, ҫак пысӑк линипе пымалла, производство хатӗрӗсене уйрӑм харпӑрлӑхпа тытса тӑрас йӗркене истори пӗтермелле, вӑл йӗрке тӗп пулмалла, эксплуататорсене хуть мӗн пулсан та экспроприацилемелле, — ҫаксене кӑна эпир пӗлнӗ…
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫав обществӑн условийӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Математикӑн пайӗсенчен чи усӑллисем механика тата ҫар искусстви пулнине шута илсе, общество пуринчен ытларах вӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхма, ҫамрӑксене ҫар службине хатӗрлеме пӗтӗм вӑя хума шутларӗ…» тенӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӗсем Российӑри наукӑсене сарас тесе тӑрӑшакан ирӗклӗ общество тата «словеснӑй наука тусӗсен обществи» текен ушкӑнсене ҫӳренӗ, металлургипе лекцисем итленӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл халь совет обществин пӗр тан правалӑ членӗ пулса тӑрать, унта вӑл рабочисемпе тата хресченсемпе пӗрле, вӗсемпе пӗр туртӑма кӳлӗнсе ҫӗнӗ, классӑр социализмлӑ общество тӑвас ӗҫре ӗҫлет.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
«Эпир ҫӗнӗ те лайӑх общество тӑвасшӑн: ҫак ҫӗнӗ те лайӑх обществӑра ни пуянсем, ни чухӑнсем пулмалла мар, — ӑнлантарнӑ Ленин, — пурин те ӗҫе хутшӑнмалла».
Большевиксем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Сӑмахран, 1902-мӗш ҫулта патшашӑн ҫывӑх пулнӑ отставкӑна тухнӑ полковник Вонлярлярский «Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрти акционерсен обществине» организациленӗ, ҫак общество валли вӑл Чукоткӑри ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсене шыраса тупса, вӗсемпе усӑ курмалли пысӑк правосем илнӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Общество вӑй ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавӑнпа та вӑй тенине обществӑна тытса тӑракан тӗп никӗс вырӑнне хурса хисеплемелле.Общество покоится на силе, и силу должно уважать как могущественную основу общества.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Совет ҫӗрӗ — таса ҫӗр, совет обществи — ҫӗнӗ йышши общество.Советская земля — чистая земля, советское общество — это новое общество.
«Артамоновсен ӗҫӗ» ҫинчен // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с. — 298–300 с.
Саккунпа килӗшӳллӗн общество палати ӗҫ тӑвакан тата муниципалитет влаҫӗсен органӗсен общество Канашӗсен йышне конкурс мелӗпе палӑртать, вӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пырать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Анса ларакан хӗвел чалӑш ҫутӑ пайӑркисемпе пит савӑнӑҫлӑ та чаплӑ обществӑна ҫутатса янӑ; кун пек общество Каса-дель-Корво азотеи ҫинче нихҫан та пуҫтарӑнман пулӗ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑйне кӑна юратакан, хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, кӗвӗҫ, суя, йӑпӑлти, мӑн кӑмӑллӑ, вӗҫкӗн, кутӑн, ҫынна шанман вылянчӑк кӑмӑллӑ ҫын таврари ҫынсене тарӑхтарса начар тӗслӗх кӑтартнипе кӑна мар, общество аталанӑвне чӑрмантарнипе те обществӑшӑн сиенлӗ.
Начар енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Коммунизм тӑвакансен мораль кодексӗ ҫакӑн пек принципсене пӗрлештерсе тӑрать: коммунизм тӑвас ӗҫе чӗререн парӑнни; хамӑрӑн социализмла Тӑван ҫӗршыва, ытти социализмлӑ ҫӗршывсене юратни; общество пурлӑхне ӳстерессишӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫлени; кам ӗҫлемест, ҫав ҫимест; обществӑлла гражданла тивӗҫе туйни; обществӑлла йӗркене пӑсакансене питлени; пӗр-пӗрне коллективла тата юлташла пулӑшни: пӗри пуриншӗн, пурте пӗриншӗн; ҫынна ҫын юратни тата ҫынсем пӗр-пӗрне хисеплени: ҫыншӑн-ҫын — тус, тӑван, юлташ; тӳрӗ кӑмӑллӑхпа тӗрӗслӗх, кӑмӑл-туйӑм тасалӑхӗ; обществӑра, хӑв пурнӑҫунта чипер те сӑпайлӑ пулни: ҫемьере пӗр-пӗрне хисеплени, ачасене пӑхса ӳстерессишӗн тӑрӑшни, тӗрӗсмарлӑха, харампырлӑха, ултавлӑха, карьеризма питлени; пирӗн ҫӗршыври халӑхсен туслӑхӗ; нацисем, расӑсем ҫине уйӑрса пӑхнине чӑтма пултарайманни; коммунизм, мир, ирӗклӗх тӑшманӗсене курайманни; тӗнчери тата ытти ҫӗршыври ӗҫҫынисемпе пӗр шухӑшлӑ пулни.
1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Эсир тупӑшсене кура виҫеллӗ налог хурасшӑн, эпӗ нимӗнле налог та тӑвасшӑн мар, эпӗ общество тӑкакӗсене общество тупӑшӗн ытлашши пайӗпе тӳлемелле тӑвасшӑн.
V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Петр Дмитриевич — РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, ВООТИК (Пӗтӗм Раҫҫейри историпе культура палӑкӗсене сыхлакан общество) хисеплӗ членӗ, асӑннӑ общество организацине йӗркелекенсенчен пӗри.
Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10
Эпир ҫапла калатпӑр: ҫын ҫине хӑйне пуянлатмалли хӗҫпӑшал ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхакан общество — этемлӗхе хирӗҫ пырать, вӑл пирӗншӗн тӑшманла пулса тӑрать, эпир унӑн икӗ питлӗ те ултавлӑ моралӗпе килӗшме пултараймастпӑр; вӑл ҫын ҫине намӑса пӗлмесӗр йӗрӗнсе тата ҫав тери хӗрхенӳсӗр пӑхни — пирӗншӗн юрӑхсӑр, эпир ҫавӑн пек общество ҫынна ӳт-пӳ тата мораль тӗлӗшпе чуралантарса пыракан пур йӗркене те хирӗҫ, ҫынна харпӑр интересӗсемшӗн уйӑрса, вакласа пымалли мӗнпур мая хирӗҫ кӗрешес тетпӗр, кӗрешетпӗр те.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑхӑт ҫитӗ-ха, тен, часах ҫитӗ ҫав вӑхӑт, эпӗ ӑна шанатӑп, обществӑри лӑпкӑлӑха, тирпейлӗхе ҫавӑн пек пӑснинчен ҫынсем тӗлӗнме те пуҫлӗҫ, вара: «Мӗнле пулма пултарнӑ-ши ҫавӑн пек общество», — тесе калӗҫ.
IX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӑнлансамӑрччӗ эсир, савнӑ Ромочка, мана общество, пысӑк, чӑн-чӑн общество, ҫутлӑх, музыка, пуҫтах, ҫепӗҫ те хӳхӗм йӑпӑнчӑклӑх, ӑслӑн калаҫакансем кирлӗ.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.