Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата ача чухнехи вӑхӑтпа шкул — ҫак икӗ вӑйлӑ пружина, унтан Обломовсен ҫемйинче вырӑссем нимӗҫ ачине чӗререн савса ачашлани, кайран вӑл Обломовран вӑй-халӗпе те, йӑла тӗлӗшпе те вӑйлӑ пулни вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывхартнӑ; кунсӑр пуҫне, пуринчен ытларах, Обломовӑн чӗри таса, ҫутӑ та ырӑ пулнӑ, мӗн лайӑх, мӗн тин ҫеҫ уҫӑлса хӑйне палӑртать, чее мар, яланах ӗненекен ахаль чӗрене хирӗҫ чӗнет, вӑл ҫаксене пурне те юратнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗри те ҫӗнтереймен; нимӗҫ ҫине тӑни, тен, Обломовсен кутӑнлӑхӗпе тӳрленейми йӑлисене ҫӗнтерсе ҫиеле тухнӑ пулӗччӗ, анчах нимӗҫ хӑй енчен те йывӑрлӑх тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа ку та, лешсем те ҫӗнтерме пултарайман.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовсен ҫуртӗнче иркӳлӗм нимсӗрех иртсе каять тесе калама ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовсен ҫуртӗнчи ҫак штатпа ҫывӑх ҫынсем пурте Илья Ильича ярса тытаҫҫӗ те ачашлама, мухтама тытӑнаҫҫӗ; вӑл вӑра хӑйӗнчен ыйтмасӑр чуптунӑ йӗрсене аран-аран шӑлса ӗлкӗрет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сосновкӑна Вавиловка Обломовсен йӑхран йӑха куҫса пыракан ялсем пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене иккӗшне пӗрле Обломовка тенӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр тапхӑрӗнче вӑл Обломовсен йӑхне чӗререн парӑнса юратма вӗреннӗ, тепринче, кайрантараххинче, ҫепӗҫлӗхе те усала вӗреннӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовсен килӗ тахҫан хӑйсен енче пуян та чаплӑ шутланнӑ, анчах кайран, — мӗншӗнне турӑ пӗлет, — чухӑнлансах, ваклансах пынӑ, юлашкинчен вара сисӗнмесӗрех ытти ҫӗнӗ килсем хушшинче палӑрми пулнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑрӑ сюртукпа жилета юратать вӑл: ҫак ҫурма-хурмӑллӑ ҫи-пуҫ ӑна хӑй тахҫан, вилнӗ улпучӗсене чиркӗве е хӑнана ӑсатнӑ чух тӑхӑнкаланӑ ливрейӑна аса илтерет; ун шучӗпе, ҫав ливрея Обломовсен килӗнчи чаплӑ япаласенчен пӗртен-пӗри шутланать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1