Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нумайрах (тĕпĕ: нумай) more information about the word form can be found here.
Ун шучӗпе, хула ҫыннисем ялта е вӑрманта пурӑнакансенчен нумайрах пӗлме тивӗҫ пек.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Пирӗн ял хуҫалӑх предприятийӗ ҫӗр ӗҫне нумайрах тимлет, ҫавӑнпа та ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантаратпӑр, — тет агрофирма директорӗн ҫумӗ Дмитрий Михайлов.

Help to translate

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Кӑҫал «Родник» агрофирмӑра техника культурисемпе хуратул калчисене нумайрах акма палӑртнӑ.

Help to translate

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче иртнӗ ҫулхи ҫав хушӑринчен сӗт 14,6% нумайрах, кашни ӗнерен вӑтамран 7817 килограмм (пӗлтӗрхи палӑртнӑ тапхӑртинчен 7,4% ытларах) сунӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче кашни ӗнерен вӑтамран 7605 килограмм (2022 ҫулхи ҫав хушӑринчен 15,6% нумайрах) сунӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ, xӑмла, ытти xӑш-пӗр культурa иртнӗ ҫyлхинчен нумайрах пуҫтарса илнӗ, сӗт нумайрах туса илнӗ.

Help to translate

Паян Шупашкарта - Хресчен уявӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/payan-shupashkar ... chen-uyave

— Ӑнланмастӑп, Мишша, эсӗ патшалӑха нумайрах укҫа пухса пани лешсене мӗн-ма тарӑхтарнӑ вара?

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вилӗмӗн сӑлтав нумай, кӗлетри тырӑ пӗрчинчен те нумайрах.

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӗслӗхрен, эпӗ вунҫиччӗре — мана ҫӗр ҫитмӗл деталь, Маша — вунтӑххӑрта, апла пулсан вӑл ҫӑкӑр та манран нумайрах ҫинӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫӗр тӑхӑрвунӑ деталь памалла.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Нумайрах калаҫма пуҫларӑм пулас…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

2019 ҫултанпа Пушкӑртстан Республикинче «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗ шайӗнче авариллӗ тесе йышӑннӑ ҫуртсенчен 8,8 пин ҫынна куҫарнӑ, ку проектӑн тӗллевлӗ кӑтартӑвӗнчен 81 процент нумайрах.

С 2019 года в Республике Башкортостан в рамках национального проекта «Жильё и городская среда» из аварийных домов расселили 8,8 тысячи человек, что на 81 процент выше целевого показателя проекта.

2019 ҫултанпа Пушкӑртстанра авариллӗ тесе йышӑннӑ ҫурт-йӗртен 9 пине яхӑн ҫынна куҫарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3644388

Анчах кунтах каласа хӑварас килет: лайӑххисенчен начарри нумайрах, пирӗн шуррине хури хуплассинчен сыхланас пулать.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ӗҫлеменрен мар ӗнтӗ чӑваш халӑхӗн ҫӗнӗ саманари — социализмла саманари пурнӑҫӗпе кӗрешӗвӗ ҫинчен ҫырнӑ романсемпе повеҫсем, поэмӑсем, калавпа сӑвӑ кӗнекисем, драмӑллӑ произведенисем, вӗсене тишкернӗ критикӑллӑ статьясем, очерксем нихҫанхинчен ытла иртнӗ тапхӑрта ҫултан ҫул нумайрах пичетленсе тухма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

2008 ҫулта телескоп ҫамрӑк ҫӑлтӑрсене тата та нумайрах тупнӑ, пурте йышӑннӑ ҫӑлтӑр ҫуралассин моделӗпе килӗшӳллӗ, вӗсем унта ун чухлӗ пулмалла пулман.

В 2008 году телескоп обнаружил ещё больше молодых звёзд, которые, согласно общепринятой модели звездообразования, не должны там быть в таком количестве.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Предприятинче 4 415 ҫын тӑрӑшнине хыпарланӑ Генеральнӑй директор, кӑтарту пӗлтӗрхинчен 474 ҫын нумайрах пулнине хыпарланӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Чӑваш Республикин бюджет тытӑмне паракан налук тӳлевӗсем 1 млрд тенке яхӑн кӗнӗ, ку 2021 ҫулхинчен икӗ хут нумайрах пулни те сисӗнет.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Ман сӑмаха, эпӗ мӗн хушнине итлесен тата нумайрах тупӑн.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шанчӑка алӑран ан вӗҫертӗр, май килнӗ таран нумайрах усӑллӑ ӗҫ тӑвӑр.

Пытайтесь не упустить шансы и сделать максимум полезных дел.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытларах тупӑш тӑвас килет, панулми уссине нумайрах курасчӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Анне кутамккуна панулми ху йӑтмалӑх ҫеҫ хур, нумай хурсан хӑвна хӗн пулать терӗ те, манӑн вара нумайрах хурас килчӗ, нумай панулми пулсан укҫи те нумай пулать.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed