Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахран: Библи этемӗ Навуходоносор аташнӑ пек симӗс питлӗ, сар мӑйӑхлӑ, нумай сӑмах калаҫу-и вӑл, е сурӑхла мек-мек: «КООПСАХ»?
Юбилей сӑвви // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 36–47 с.
Малтанах ҫапла каларӑм, халӗ те ҫапла калатӑп, ӳлӗмрен те хам сӑмаха улӑштармастӑп: вӑл негр йӑлт ухмаха ернӗ, каснӑ-лартнӑ Навуходоносор вӑл тетӗп.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
11. Санӑн патшалӑхунта пӗр ар пурӑнать, унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; патшара аҫу ларнӑ чухнех ҫав ҫынра ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата турӑсен ӑслӑлӑхӗ евӗрлӗ ӑслӑлӑх пуррине асӑрханӑ; вара хӑвӑн аҫу Навуходоносор патша ӑна пӗлӗмҫӗсен, асамҫӑсен, халдейсен ӑрӑмҫисен тата вӗрӳҫӗсен пуҫлӑхне лартнӑ — санӑн аҫу, патша хӑй, ҫапла тунӑ, 12. мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынра — Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунӑскерӗнче — хӑватлӑ сывлӑш пулнӑ, тӗлӗк пӗлтерӗшне ӑнлантармашкӑн, вӑрттӑнлӑх тупсӑмне уҫса памашкӑн, кӑткӑслӑха татса памашкӑн унра пӗлӳпе витӗркуран хастарлӑхӗ пулнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗҫсе ӳсӗрӗлсессӗн, Валтасар хӑйӗн ашшӗ, Навуходоносор, Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене илсе килме хушнӑ: патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен ӗҫӗҫ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Халӗ эпӗ, Навуходоносор, Тӳпе Патшине мухтатӑп, аслӑлатӑп: Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ тӳрӗ, Унӑн ҫулӗ-йӗрӗ тӗрӗс, Вӑл мӑнаҫлисене йӑвашлатма пултарать.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Палӑртнӑ кунсем иртсессӗн, эпӗ, Навуходоносор, куҫӑма тӳпенелле ҫӗклесе пӑхрӑм та, ман патӑма ӑс-хакӑлӑм таврӑнчӗ; вара эпӗ Ҫӳлти Турра мухтарӑм, Ӗмӗр-ӗмӗрех Пуррине аслӑларӑм, мухтавларӑм: Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, пурте ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн аллинче.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша каласа та пӗтереймен-ха, тӳперен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Навуходоносор патша, итле! эсӗ патшалӑхусӑр тӑрса юлтӑн. 29. Сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарӗҫ. Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн!» 30. Ҫапла калани Навуходоносора ҫийӗнчех ҫитнӗ: ӑна ҫынсенчен уйӑрнӑ; выльӑх пек, курӑк ҫинӗ вӑл; ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ, ӗнтӗ ҫӳҫӗ-пуҫӗ арӑсланӑнни пекех, чӗрнисем вӗҫен кайӑкӑнни пекех ӳссе кайнӑ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Навуходоносор патшана мӗн калани пӗтӗмпех пулса иртнӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ, Навуходоносор патша, ҫавнашкал тӗлӗк куртӑм; эсӗ, Валтасар, унӑн пӗлтерӗшне кала, ӗнтӗ патшалӑхӑмра пӗр ӑслӑ ҫын та унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантараймарӗ; эсӗ вара — пултаратӑн, санра — таса Туррӑн хӑвачӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ, Навуходоносор, хамӑн ҫуртӑмра канлӗн пурӑнаттӑм, хамӑн керменӗмре ырӑ кураттӑм.1. Я, Навуходоносор, спокоен был в доме моем и благоденствовал в чертогах моих.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
98. Навуходоносор патша — пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакан халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене: тӑнӑҫлӑх пултӑр сире!98. Навуходоносор царь всем народам, племенам и языкам, живущим по всей земле: мир вам да умножится!
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
95. Ҫавӑн чухне вара Навуходоносор каланӑ: Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагон Турри мухтавлӑ!95. Тогда Навуходоносор сказал: благословен Бог Седраха, Мисаха и Авденаго,
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
93. Навуходоносор вут-кӑварпа хӗрсе кайнӑ кӑмака ҫӑварӗ патне пынӑ та каланӑ: эй Седрах, Мисах тата Авденаго, Ҫӳлти Туррӑн чурисем! унтан тухӑр! тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
91. [Вӗсем юрланине илтсессӗн] Навуходоносор патша тӗлӗнсех кайнӑ, вара васкавар ура ҫине тӑнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: эпир вут-ҫулӑма виҫӗ ҫынна ҫыхса пӑрахмарӑмӑр-и-ха? тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Навуходоносор ӗнтӗ тилӗрсех кайнӑ, Седрах ҫине, Мисахпа Авденаго ҫине хаяррӑн пӑхса илнӗ те кӑмакана унчченхинчен ҫичӗ хут хӗрӳрех хутма хушнӑ; 20. хӑй ҫарӗнчи чи вӑйлӑ арсене вӑл Седраха, Мисаха тата Авденагона ҫыхса пӑрахма, унтан вут-ҫулӑмпах хӗрсе ҫунакан кӑмакана ывӑтма хушнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Седрах, Мисах тата Авденаго вара Навуходоносор патшана ҫапла хуравласа каланӑ: кун пирки пирӗн сана сӑмах тавӑрса калама кирлех те мар.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Навуходоносор каланӑ вӗсене: Седрах, Мисах тата Авденаго, эсир манӑн туррӑмсемшӗн ӗҫлеместӗр, эпӗ лартнӑ кӗлеткене пуҫҫапмастӑр тени тӗрӗсех-и?
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Навуходоносор, тарӑхса та урса кайнӑскер, Седраха, Мисаха тата Авденагона илсе килме хушнӑ; вара ҫавӑ арсене патша патне илсе пынӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем Навуходоносор патшана ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа та трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай сасси янӑраса кайсассӑнах, пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем Навуходоносор патша лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе ӳксе пуҫҫапнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.