Шырав
Шырав ĕçĕ:
Штольц Обломовкӑна Мухояров вӑрӑлла ҫаратнинчен хӑтарнӑранпа, Мухояровпа Тарантьев аяккалла кайнӑранпа Илья Ильич пурнӑҫӗнче пур инкек-синкек те сирӗлчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнех вара, чӑнах та, ҫавӑн пек тума пулать! — терӗ Мухояров, шухӑша путса.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мухояров кӗсйинчен йӑмӑкӗ ячӗпе ҫырнӑ распискӑна туртса кӑларчӗ те ҫӗтсе тӑкрӗ, вара Тарантьева пачӗ.Мухояров вынул из кармана заемное письмо на сестру, разорвал его на части и подал Тарантьеву.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Саккунлӑ ӗҫ! — каллех йӗкӗлтесе каларӗ ӑна Мухояров.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мухояров ӑна вунӑ тенкӗ пачӗ те: урӑх ҫук, терӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ пурӑнмалӑх панӑ пин тенке эсир, вельможӑпа иксӗр, ӑҫта хутӑр? — ыйтрӗ Мухояров.— А куда вы с вельможей ухлопали тысячу рублей, что я дал ему на прожитье? — спросил он.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов хӑйне пурӑнмалӑх Мухояров хӑварнӑ укҫана пӗтӗмпех Агафья Матвеевнӑна пачӗ, лешӗ вара виҫӗ-тӑватӑ уйӑх пӗрмай ӗлӗкхиллех пӑтшарӑн кофе авӑртрӗ, корица тӳрӗ, пӑру ашӗ, кӑркка ӑшаларӗ, ҫакна вӑл йӑлтах юлашки ҫичӗ гривнӑ пӗтиччен турӗ, вара, Обломов патне пырса, укҫа пӗтни ҫинчен пӗлтерчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Анчах сан земляку ан хирӗҫтӗрччӗ, нимӗҫ патне ҫырса ан ятӑрччӗ, — шикленерех астутарчӗ Мухояров: — вара, тӑванӑм, япӑх.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ӗҫӗ, кум, питӗ пысӑк, — пӑшӑлтатрӗ Мухояров, алӑк еннелле пӑхкаласа.— Дело-то, кум, важное, — шептал Мухояров, поглядывая на дверь.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кун пирки урӑх калаҫас та мар: ку ӗҫе пӗтерсе архива хунӑ ӗнтӗ; пӗтрӗ пирӗн Обломовкӑран куланай илесси… — терӗ Мухояров, кӑштах ӳсӗрӗлсен.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чӑнах-и? — хавасланса каларӗ Мухояров.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мухояров вӗсене пуҫ тайса тав турӗ те: эпӗ хаклӑ хӑнасене ырӑ тӑвасшӑн шалун виҫҫӗмӗш пайне хӗрхенмерӗм, терӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр урине теприн ҫине хурса ларать вӑл, пуҫне аллипе тӗревлет — ҫаксене йӑлтах питӗ ирӗклӗ, лӑпкӑ та илемлӗ тӑвать; калаҫасса та Тарантьевпа Мухояров пек мар, упӑшки калаҫнӑ пек мар калаҫать; вӑл каланинчен Агафья Матвеевна нумайӑшне ӑнланаймасть, анчах ун сӑмахӗсем ӑслине, ыррине, тӗлӗнмеллине туять; вӑл ӑнланакан сӑмахсене те Обломов темлерех, ҫынсенчен урӑхларах калать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мухояров хӑш чухне хӑех пасар тӑрӑх е Милютин лавккисем тӑрӑх йытӑ пек шӑршласа ҫӳрет, чи самӑр чӑхха аркӑ айне хӗстерсе таврӑнать, кӑрккашӑн вара тӑватӑ тенкӗ те хӗрхенмест.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пшеницына килӗнче хуҫалӑх Агафья Матвеевна питӗ ӑста та ҫивчӗ пулнӑран кӑна мар, Иван Матвеевич Мухояров апат-ҫимӗҫ тӗлӗшпе питӗ пултаруллӑ эпикуреец пулнӑран та лайӑхланса пырать.

- 1