Шырав
Шырав ĕçĕ:
Менаим (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
23. Азария — Иудея патши — аллӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факия, Менаим ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл икӗ ҫул хушши патша пулнӑ; 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Менаим ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ассири патшине памалли кӗмӗле Менаим Израиль ҫыннисенчен, мӗнпур пуянран пуҫтарнӑ, кашнийӗн аллӑ сикль памалла пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фула хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, ҫапла хӑй аллинчи патшалӑха ҫирӗплетес тесе, Менаим ӑна пин талант кӗмӗл панӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Менаим ӗнтӗ Типсах хулине тапӑннӑ, анчах унта пурӑнакансем ӑна хула хапхине уҫса паман, ҫавӑншӑн вӑл хулине те аркатса тӑкнӑ, тата унта пурӑнакансене те, ҫав таврара пурӑнакансене те Фирца халӑхӗнчен пуҫласа пӗтӗмпе вӗлерсе тухнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Менаим — Фирца хулинчи Гадий ывӑлӗ — тапранса тухнӑ та Самарие ҫитнӗ, Самарире ӗнтӗ Селлума, Иавис ывӑлне, вӗлерсе пӑрахнӑ, ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1