Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Массифӑна (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
47. Ҫак кун вӗсем типӗ тытнӑ, ҫийӗнчи тумне ҫурса тӑкса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, 48. саккун кӗнекине уҫса хунӑ; суя тӗнлӗ ҫынсем ҫав саккун кӗнекисене тахӑҫтан та шыра-шыра тупса вӗсем ҫине хӑйсен йӗрӗхӗсен ӗренкине ӳкернӗ, — ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке пулнӑ та, — 49. Массифӑна пухӑннисем хӑйсемпе пӗрле священник тумӗсене, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе тата вуннӑмӗш пайсене илсе пынӑ; унтан хӑйсем мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫланӑ назорейсене чӗнсе илнӗ те 50. тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: ҫакӑнпа мӗн тӑвас ӗнтӗ пирӗн, ӑна ӑҫта кайса хурас?

47. И постились в этот день, и возложили на себя вретища и пепел на головы свои, и разодрали одежды свои, 48. раскрыли книгу закона из тех, которые язычники отыскивали, чтобы сделать на них изображения своих идолов, 49. и принесли священнические облачения и первородных и десятины; и созвали назореев, исполнивших дни свои, 50. и громко возопили к небу: что нам делать с ними и куда отвести их?

1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра ҫапла пулнӑ: патша йӑхӗнчен тухнӑ Исмаил — Елисам ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлӗ — тата патша улпучӗсемпе тепӗр вунӑ ҫын Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифӑна пынӑ, унта, Массифӑра, пурте пӗрле ларса апат-ҫимӗҫ ҫинӗ.

1. И было в седьмой месяц, Исмаил, сын Нафании, сына Елисама из племени царского, и вельможи царя и десять человек с ним пришли к Годолии, сыну Ахикама, в Массифу, и там они ели вместе хлеб в Массифе.

Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Давид ку вырӑнтан Моаври Массифӑна кайнӑ та Моав патшине ҫапла каланӑ: эпӗ Турӑ хама мӗн тӑвассине пӗличчен манӑн аттепе анне сирӗн патӑрта пурӑнччӑрччӗ, тенӗ.

3. Оттуда пошел Давид в Массифу Моавитскую и сказал царю Моавитскому: пусть отец мой и мать моя побудут у вас, доколе я не узнаю, что сделает со мною Бог.

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Самуил халӑха Массифӑна Ҫӳлхуҫа патне пуҫтарнӑ та 18. Израиль ывӑлӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ Израиле Египетран илсе тухрӑм, сире Египет ҫыннисен аллинчен тата хӑвӑра пусмӑрласа тӑнӑ мӗнпур патшалӑхсен аллинчен хӑтартӑм.

17. И созвал Самуил народ к Господу в Массифу 18. и сказал сынам Израилевым: так говорит Господь Бог Израилев: Я вывел Израиля из Египта и избавил вас от руки Египтян и от руки всех царств, угнетавших вас.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Филистимсем Израиль ывӑлӗсем Массифӑна пухӑннине пӗлсессӗн, Филисти ҫулпуҫӗсем Израиле хирӗҫ кайнӑ.

7. Когда же услышали Филистимляне, что собрались сыны Израилевы в Массифу, тогда пошли владетели Филистимские на Израиля.

1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вара Массифӑна пуҫтарӑннӑ, шыв ӑсса, Ҫӳлхуҫа умне тӑкнӑ, ҫав кун эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр тесе типӗ тытнӑ.

6. И собрались в Массифу, и черпали воду, и проливали пред Господом, и постились в тот день, говоря: согрешили мы пред Господом.

1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed